Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2009.03.23 Алексей Талвир юбилейне халалласа…

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

 

 Алексей Талвир- Европăна тата пĕтĕм тĕнчене кантăк касса тухнă чи малтанхи чăваш писателĕ. Юхма Миши

 

Патăрьел районĕнче, Патăрьел салинче çуралнă Алексей Филиппович Башкиров _ Талвир паллă Чăваш писателĕ. Мартăн 21-че çыравçă 100 çул тултарнине халалласа литература каçĕ ирттертĕмĕр. Çавна май Алексей Талвир ячĕпе хисепленсе тăракан 2 - мĕш вăтам шкула чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем тата çыравçăн творчествине юратакансем пуçтарăнчĕç. Çак шкулта вĕреннĕ те ĕнтĕ 1920 - 1923 çулсенче пирĕн юратнă писатель.

Шкул ачисем унăн творчествине лайăх пĕлеççĕ, "Пăва çулĕ çинче", "Чĕнтĕрлĕ кĕпер", "Вăрçăччен, вăрçăра, вăрçă хыççăн" хайлавĕсене юратса вулаççĕ. Ентешĕмĕр кун - çулне йĕрлесе викторина ыйтăвĕсем çине те хуравланă. Çамрăк краеведсем çыравçăн тăванĕсемпе паянхи кунчченех тачă çыхăну тытаççĕ. Алексей Талвир аппăшĕ, Анна Филипповна, автор кĕнекине çавăн пекех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен юлнă документа шкул музейне парнеленĕ. Писателĕн пурнăçĕпе ĕçĕ - хĕлĕ çинчен хатĕрленĕ литература монтажĕ те, ачасем çыравçа халалласа çырнă хăйсен сăввисем те пурин кăмăлне те кайрĕç. Тен, чăнах та, вĕсенчен пулас Талвирсем çитĕнĕç!

Шкул директорĕ Людмила Ильинична Сафронова пухăннисене уявпа саламларĕ, ачасене ентешĕн хайлавĕсене малашне те вулама сĕнчĕ: "... Пысăк тавра - курăмлă, ăслă пулас тесен нумай вăй хурса вĕренмелле".

Уява килнĕ Рудольф Васильевич Селиванов Алексей Филиппович çинчен сахал мар çĕннине пĕлтерчĕ. Вăл пурăннă çурта "Çăкăр" музей картишне куçарнă пирки, экспонатсене малашне те пуçтарса пымаллине каларĕ.

"Хыпар" хаçатăн вырăнти корреспонденчĕ Николай Дмитриевич Ларионов 20 çул каялла 2 - мĕш вăтам шкула Алексей Талвир ятне панине аса илчĕ. "Ентешĕмĕрĕн кĕнекисем пуян историпе кăна мар, илемлĕ те ăста çырнипе палăраççĕ. Нумай вулакан нумай пĕлет",- терĕ.

 Вĕрентỹ пайĕн методисчĕ Валентина Константиновна Алексеева шкул библиотекине валли Алексей Талвирăн "Пăва çулĕ çинче" кĕнекине тата çыравçă çинчен çырнă журнал парнелерĕ.

Петр Алексеевич Табаков пенсионер çамрăк чухне çыравçăпа пĕрле пулнă самантсене аса илчĕ.

 "Хамăршăн çывăх, хисеплĕ çын яланах асра пулĕ", - тесе вĕçлерĕç пухăннисем хăйсен сăмахĕсене.

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика