Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2008.10.24 Кĕрхи сăн

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

 Мĕн вăл сăвă. Сăвă вăл - курни-илтнине, шухăшланине, туйнине рифмăласа çырни. Сăввăн та çулĕ пур. Пĕчĕк ачасем - хăйсен сăввисенче ашшĕ-амăшне, чĕрчунсене, тус-юлташĕсене халалласа çыраççĕ. Çамрăксем - кăмăл-туйăма уçса параççĕ, ытларах юрату çинчен çыраççĕ пулсан, аслă çулсенчи сăвăçсем вара пулни-иртни, ĕмĕтленни пурнăçланайман пирки хурланнине, куляннине кăтăртса пама тăрăшаççĕ. Мехелçĕсен сăввисем те пĕр пек мар, кашнин хăйĕн жанрĕпе, юхăмĕпе, хăйнееврлĕхĕпе уйрăлса тăраççĕ вĕсем. Юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче сăвă çыракансен, ăна юратакансен "Мехел" клуб членĕсем районти тĕп библиотекăна пухăнчĕç. Малтанхи тĕлпулусенче 20-25 çын пухăннă пулсан, халĕ вĕсен йышĕ ỹснĕçемĕн ỹссе пырать. Хальхинче вулав залĕ туллиех халăхпа тулчĕ. Çуллахи тăхтав вăхăтĕнче мехелçĕсен пĕр-пĕрне каламалли, сỹтсе явмалли чылай пухăнса кайни сисĕнчĕ. Вĕсем пĕр-пĕринпе щухăш-кăмăлĕсене уçса калаçрĕç, çĕнĕ сăвăсене сỹтсе яврĕç, сĕнỹсем пачĕç. Клуб ертỹçи В.К.Алексеева кун йĕркипе паллаштарчĕ, Людмила Александровна Сорокинапа Ружена Владимировна Родионована çур ĕмĕрхи юбилейпа саламларĕ. Юбилярсем те тĕл пулăва пуш алăпа килмен, хăйсен çĕнĕ материалĕсемпе паллаштарчĕç, сăввисене вуларĕç. Галина Фирсовна Хлебниковăпа Мария Ивановна Иванова юбилярсене юрăпа саламларĕç. Нина Васильевна Мазякова Марина Карягинан ентешĕн "Юрăсăр уй" ятлă пичетленсе тухнă çĕнĕ кĕнекипе паллаштарчĕ, сăввисене вуласа пачĕ. Тĕл пулăва пухăннисем икĕ сехет хушши поэзи тĕнчинче пулчĕç, пĕрин хыççăн тепри хăйсен чĕрисенчен тухнă йĕркесемпе паллаштарчĕç, чунĕсене уçса калаçрĕç. "Çакăн пек тĕл пулусем кирлех, вĕсем çынна хавхалантараççĕ тата çĕнĕрен çĕнĕ йĕркесем çырма пулăшаççĕ" теççĕ клуб членĕсем.

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика