Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2017.07.25, 28; август- 04, 08,15,18,22, 25, сентябрь-22: Юхмапа Пăла тăрăхĕн историйĕнчен

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

Патăрьел вулăсне çак ялсем кĕнĕ: Аслă Патăрьел, Кĕçĕн Патăрьел,  Именкасси, Ишек, Кĕçĕн Арапуç, Çĕнĕ Ахпÿрт, Кивĕ Ахпÿрт, Вăтаел, Пăлакасси, Кивĕ Катек, Çĕнĕ Катек, Кивĕ Туçа, Туçа, Сăкăт, Тутар Тимешĕ, Тат-мăш, Тутар Ишекĕ, Тăрăн, Еншик, Юхма Упи (Новоприписные Убеи).

 Патăрьел  вулăсне  хальхи Елчĕк районĕнчи Кушкёпа Аслă Пăла   Тимеш (Янтиково) та кĕнĕ. Тимешрен çурçĕрелле  вара  Хусан  кĕпĕрни  пуçланнă. Столыпин реформисем хыççăн 1906-1907 çулсенче Кивĕ Ахпÿрт çумĕнче Кĕçĕн Ахпÿрт ялĕ те пулнă.

+авён пекех кунта хальхи Патăрьел районне кĕрекен ытти ялсем тата хальхи Комсомольски районĕнчи  Шурут,  Шурут  Нурăсĕ,  Йÿç Шăхаль ялĕсем кĕнĕ.

Шăнкăртам вулăсне ун чухне  IV Хаяр Иван  патша Хусана пăхăнтарнă хыççăн   çĕнĕ чикĕсене сыхлама  ку таврари Кĕтне тата Хырла шывĕсем  тăрăх йĕркеленĕ  линисем – «Кубнинские и Карлинские засечные линии» çине Мещерăна вырнаçнă  Касим-хан патшалăхĕнчен илсе килнĕ мишерсем никĕсленĕ ялсем кĕнĕ. Кунта килнĕ тутарсен ачисем темиçе ĕмĕр хушшинче, Мещера ятран пулĕ ĕнтĕ, хăйсене мишерсем – мешары – теме тытăнаççĕ. Малашнехи патшалăх ирттерекен перепиçсенче те тутарсемпе мишерсене уйрăм çырнă-ха. 1926 çулхи перепиçре çеç  мишерсене те тутарсен шутне кĕртсе пурне те тутар тесе çыраççĕ. Анчах та халăхра халĕ те, çамрăксен хушшинче манăçса пырать пулсан та, мишер ят ваттисен хушшинче çÿрет-ха.

Пирĕн  республика территоринче мишерсен малтанхи ялĕсем хальхи Патăрьел, Шăмёршă тата Комсомольски районĕсенчи Шăнкăртам, Тутар Сăкăчĕ, Урмаел, Тукай Мишер ялĕсем  шутланаççĕ.

Анчах та   вулăссен пурнăçĕнче те  улшăнусем пулсах тăраççĕ.  Часах Арапуç вулăсне пĕтерсе Турхан вулăсĕ туса хураççĕ. 

«Переселенцами Сундырской волости были основаны селения Тарханы (Сундырь), Верхнее и Нижнее Турмышевы, Верхние и Нижние Атыковы, Верхние и Нижние Тюнсюровы (Сундыри)…». Турхан вулăсне,  асăннă ялсемсĕр пуçне, унччен Арапуç вулăсĕнче шутланнă ялсем тата Шăмăршă вулăсĕнчен Карапай Шăмăршăпа Кĕçĕн Тăрăн куçаççĕ. Шурут  ялĕ  Мăрат  вулăсне  куçать.

 Вăл вăхатра ялсене  пĕр  вулăс-ран тепĕр вулăса  час-часах  куçарнă, çавăнпа та ялсен ячĕсене тĕрлĕ вăхăтра тĕрлĕ вулăсра тĕл пулма пулать.

 

 Пирĕн таврари хресченсене удела куçарни

 Пирĕн енчи хресченсем 1835 çулчченех ирĕклĕ патшалăх хресченĕсемех пулса пурăнаççĕ-ха.

1830 çултан удел департаменчĕ тĕрлĕ çĕрте вырнаçнă удел çĕрĕсене пĕр вырăна пуçтаратпăр тесе хăйсен çĕрĕсене тухăçлăрах çĕрсемпе ылмаштарма тытăнать. 1835 çулта çак тĕллеве пурнăçлас шутпа I Николай  патша кăрлачăн 25-мĕшĕнче указ кăларать. 

Ытти хăш-пĕр кĕпĕрнесенчи патшалăх хресченĕсене те удела куçарма тытăнаççĕ. Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи 400 пин, çав шутра Пăва уесĕнчи 40 пин патшалăх хресченне удела куçармалла пулнă. Удел департаменчĕ 1827 çултах удел хресченĕсем валли çĕнĕ тивĕç  кĕртет. Ăна «общественные запашки» тенĕ – кашни хресченĕн 3 уйĕнчи (ун чухне 3 уйлă хир çаврăнăшĕ пулнă-ха) хăйне тивĕç çĕрĕнчен 1/16-мĕш пайне çак запашка валли памалла пулнă. Çак çĕрсем çине кашни çулах 200 лавран кая мар тислĕк кăлармалла, хăйсенех акса-пуçтарса тăмалла пулнă. Вĕсенех удел çĕрĕсене те акса-пуçтармалла, вăл тырра удел мёка=ейне (ватăсем ялсенче пуррине астума тивĕç, халăх вĕсене «мёка=ей  кĕлечĕ» тетчĕ) хурса çĕнĕ тырăччен усрамалла пулнă. Хăйсен тырри çĕнĕ  тырăччен çитмесен çак мёка=ейсенчен кивçене кĕрсе кайран ытларах тавăрма лекнĕ, пысăк налуксем тÿлемелле пулнă, унчченхи повиннăçсене те пурнăçламаллах пулнă.

Хресченсем çак йывăрлăхсене кĕрсе ÿкес мар тесе хăйсене, укçан тÿлеме килĕшсе те пулсан, ĕлĕкхи пекех хăварма, е ытти çĕре куçса кайма ирĕк пама темиçе хутчен те ыйтаççĕ. Юлашкинчен хăйсен ыйтăвĕсемпе Сената та çитеççĕ, анчах никам та патша ирĕкне хирĕç пыма хăяймаççĕ. Вара хресченсем пăлханма, удела куçарнине вăйпа хирĕç тăма  тытăнаççĕ.

Уйрăмах çак пăлханусем, ытти уессене аса илмесĕр, Пăва уесĕнче Паснапуç, Шланка, Çĕнĕ Какăрлă, Чăваш тата Мишер Сăкăчĕсем, Шăнкăртам, Ыхра Çырми, Нăрваш Шăхаль ялĕсенче пулса иртеççĕ.

Çак пăлханусем çинчен Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи жандарм корпусĕн 2-м.ш подполковник Строгов штаб офицер. лайăх çырса хăварнă. Вăл çырса хăварнисене унăн йёх тёсакан.сем 1878 çулта, пăлхавсем пулса иртнĕ хыççăн 42 çултан, Санкт-Петербургра тухса тăракан «Русская старина» журналта пичетлесе кăлараççĕ.

«Удельные имения были разбросаны по всей России, неудобно и дорого было управление. Предполагалось: удельных крестьян возвратить в казну, а Симбирских казенных крестьян тысяч до 400, обратить в удельные. Симбирские удельные (ахăртнех, кунта «государственные» тесе каламалла пулнă) крестьяне на черноземе, были богаты…жили привольно. Делаясь удельными становились помещичьими, _ переход нерадостен. Надо было быстро и ловко обделать дело. Все исполнение пало на меня», _ çырать подполковник хăйĕн аса илĕвĕсенче.

 Çак пăлханусем пуласса тата халăх общественнăй запашкăсене хирĕç тăрасса сиссех 1836 çулхи çу уйăхĕнче халăха «высочайшей воли государя императора» пĕлтерме Чĕмпĕр кĕпĕрнине Петербургран  юстици Министрĕ Лобанов-Ростовский княç   130 çынлă çар отрячĕпе килет.  Кĕпернатор патĕнче тивĕçлĕ канашлусем ирттернĕ хыççăн Пăва уесне  тухса килет. 

Иван  Ильин

 Малалли

Сăкăтра  çак пăлхав мĕнле пулса иртни çинчен Стогов подполковник çырса хăварнисенчен хăш-пĕр вырăнĕсене, кĕскетсе пулсан та, вырăслах илсе паратăп.

«Крупные события произошли в соседнем селении, населенном татарами и чувашами – Сугутах. Население здесь было настроено более воинственно, крестьяне договорились между собою, чтобы крепко отстоять, хотя бы  это стоило им жизни, свои права и не быть перечисленными в удельное ведомство, не принимать запашки, а жить по-старому».

Сăкăта çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче кăнтăрларан çар, земски полици  тата жандармсен отрячĕсем килме тытăнаççĕ. Вĕсене исправник, жандармсен офицерĕ ертсе пынă. Стогов подполковник тепĕр çар отрячĕпе каçарах çеç килсе çитет.

«Такой внезапный въезд в Сугуты большой вооруженной силы сразу расстроил распорядок и намерение у крестьян-лашман, которые хотели отнять у исправника «бумагу». Тогда и сам исправник, сразу ободрив, стал принимать энергичные меры действий над сопротивляющимися. Многие крестьяне были уже захвачены жандармами и арестованы, в толпе был переполох, видя новый отряд войск (ку Стогов подполковник каярахри отрядпа килсе çитнĕ ĕнтĕ), население стало на колени, думая, что тут находится и «Его сиятельство князь.

В селении Сугуты был собран народ со всей волости, достоверно уверяют, человек до 1500… Как в селении Бездны, так и в Сугутах при подавлении сопротивлений крестьян-лашман было убито на месте десятки крестьян, которые умирали от пыток и палок жандармов. Одних только арестованных в Сугутах оказалось более сотни человек, явных возмутителей. Расправа с сугутскими крестьянами заняло несколько часов и происходило под наблюдением жандармского офицера, капитана Шимарева…

Крестьян из других деревень я приказал дожидаться прибытия князя, к которому я послал унтер-офицера.  Любопытно было видеть, как татары и чуваши, признавая себя виновными и со страхом ожидая прибытия князя, более четырех часов все стояли на коленях при въезде в селение».

 Çав кунах каç енне земски исправникăн пулăшаканне  утлă жандарм  отрячĕпе Шăнкăртама, Шимарев жандарм офицерне Нăрваш Шăхальпе Патăръелне  кăларса яраççĕ. Салтаксен йышлă мар отрядне сăнаса тăма тесе Сăкăтрах хăвараççĕ, князь хăй те ытти ялсене кăларса янă отрядсен хыпарне пĕлес тесе Сăкăтрах юлать. Тепĕр кунхи каç енне  ытти ялсене кăларса янă отрядсем «согласны с высочайшей волей государя императора» тесе çырса  хресченсем алă пусса çирĕплетнĕ хутсене  Министра тыттараççĕ. Вĕсене илсен Министр та хăйне çирĕпрех туйма пуçлать.

Çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче Министр хăйĕн свитипе тата 130 çынлă  çар отрячĕпе Кăрмăш уесне тухса каять. «Перед отъездом Министр сделал распоряжение Буинскому уездному исправнику вести дальнейшее следствие над виновными, найти подстрекателей, а виновных предать в суд для определения приговоров по степени их виновности».

Çапла вĕçленет пирĕн енчи хресченсене удельнăя куçарассине хирĕç тăнă ĕç. Анчах та пĕтĕмĕшле миçе çынна асап кăтартса вĕлернине, миçе çын ытти шар курнине, вĕсем камсем пулнине, хушамачĕсене  истори упраса хăварайман.

Хресченсене удельнăя куçарнă хыççăн  «вулăс» ята пĕтерсе ун вырăнне  удел приказĕсем туса хураççĕ. Пирĕн район тата таврари территорисенче вара Патăьел, Турхан вырăнне Шаймурзино (Çĕнъял) удел приказĕсем,  Шăнкартам вырăнне  Сăкăт лашман  приказĕ туса хураççĕ.

Патăръел удел приказĕ 3 участокран тăнă. (ялсен ячĕсене документри пек кăтартатăп). Вĕсене çак ялсем кĕнĕ: 46-участокне – Ст. Тойси, Ново Бахтиярово, Янтиково, Верхн. Тойси, Ишмурзино Суринское, Эшмикеево, Ст. Ахпердино, Кошки-Куликеево, Тат. Тимяши;  47 участокне – Хомбусь Батырево, Ново Котяково, Нов. Ахпердино,  Тигашево, Ст. Котяково, Долгий Остров (чăвашĕсем);  48 участокне – Нов. Сюрбеево, Именево, Ишаки, Тат. Югелево, Яншихово, Тат. Сугуты (чăвашĕсем),  с. Туруново,  с. Сугуты.

Шаймурзино удел приказне: Верхнее Турмышево, Большой Чеменево, Бакашево, Бал. Баишево, Сидели, В. Б. Шигали, Н. Б. Шигали, Б. Арабузи, Пол. Чекурово, Нижн. Турмышево, Верхнее Атыково, Нижн. Атыково, Кокшаново, Мал. Арабузи, Ново Приписн. Убеи, Новое Буяново, Карабай Шемурша, Подлесн. Шигали,  Шаймурзино, Тюнсюрово,  Абамза,  Сигачи, село Тарханы.

Сăкăтри лашман приказĕ пирки: ку таврари тутарсене  I Петĕр патшах вăрман касса чутласа хатĕр туса карапсем валли тăратмалла тăвать, вĕсене нимĕç чĕлхинчен илнĕ «лашман» ят парать, ку ялсенчи тутарсен удела куçнă хыççăн  та çав ĕçпех ĕçлесе пурăнмалла пулнă. Ку приказа тутар ялĕсем çеç кĕнĕ, списокра чăваш ялĕсен ячĕ  пулсан, лашман приказне çав ялсенчи тутарсем çеç  кĕнĕ. Акă Сăкăт лашман приказне кĕнĕ ялсем: Шихирданы, Начар Убеево (хальхи Кзыл Чишма), Бикшики, Сорока Сайдаки, Верхние Лащи,  Тат. Сугуты, Долгий Остров, Шурут, Ишмурзино, Верхний Чепкас, Чепкас Вольный Стан, Чепкас Ильметьево, Нижний Чепкас.

Çапла куçарса пĕтереççĕ пирĕн енчи хресченсене удел аллине. Хресченсен пурнăçĕ, каланăччĕ ĕнтĕ, хăйсен патшалăх хресченĕсен прависемпе ирĕклĕхĕсене çухатнине пула, чылаях йывăрланать.

Анчах та кунта çакна каламасăр та иртме çук:  удел департаменчĕн Вице-Президенчĕ Лев Алексеевич Перовский граф çине тăнине пула хресченсен пурнăç шайне ÿстерес тесе чылаях ырă ĕçсем те туса ирттереççĕ: Пăва уесĕнче кăна çĕнĕрен 9 чиркÿ, çав шутра Туçа чиркÿне те уçаççĕ, вĕсене тума кашни чиркÿ валли  патшалăх 11140 тенкĕ (пурĕ 100000 тенкĕ) укçа уйăрать, маларах чиркÿ уçнă ялсенче хресченсен ачисем валли пуçласа удел училищисем уçаççĕ. Пирĕн хальхи район территоринче  ун пек 4 училище уçăлать:

Тăрăнта –  1839 çулхи çурла уйăхĕн (август) 12-мĕшĕ (кунти чиркĕве Святой Николай  святитель ячĕпе  1747 çулта уçнă);

Турханта – 1839 çулхи çурла  уйăхĕн 31- мĕшĕ (кунти Богоявление Господня чиркÿне 1751 çулта уçнă пулнă);

Сăкăтра – 1840 çулхи çурла уйăхĕн 30-мĕшĕ (кунти чиркĕве Рождество Христово ячĕпе 1749 çулта уçнă пулнă);

Туçара – 1840 çулхи раштав уйăхĕн 16-мĕшĕнче.

          Туçари чиркÿпе шкул туса  ĕçе янин историйĕ çакăн пек. Ку шкул çуртне ялта чиркÿ туса пĕтерсен юлнă пĕренисенчен тата çитменнине Хумпуç Патăръелĕнчен илсе килсе халăх çине тăрса тăрăшнипе çав çулах туса пĕтернĕ.

Пĕр престоллă чиркÿ пысăк пулман. Чиркĕве светит тума килнĕ Архиерей хăйпе юнашар пыракан Туçа, Тăрăн, Сăкăт пупĕсене: «Турăшăн, паллах, пĕчĕкрех, анчах шуйттансене хăваласа яма çителĕклĕ», – тесе хак парать чиркĕве.  Чиркÿ малтан  «Константино-Еленинская» ятпа пулнă.

1881 çулта придел туса тепĕр алтарь уçаççĕ те ăна  «Сретения Господня» тесе ят параççĕ (Симбирские Епархиальные ведомости» (СЕВ) 1882 г. № 1 от 1.01.1882 года, с. 380.). 1908 çулта çĕнĕ антиминис çинче тепĕр придел туса пĕтереççĕ те «Разрешено освятить новоустроенный придельный храм  в церкви села Тойсей Буинского уезда во имя Святые Живоначальные Троицы на новом святом антиминисе»  (СЕВ,  № 16 от 15.08, с. 268.).  Çавăнтан вара  çак храм «Святотроицкий» тĕп чиркÿ шутланса юлать.   

Кусемсĕр пуçне, удел халиччен хуралла (тĕтĕм каймалли трубасăр) хутса пурăнакан пÿртсенчен тĕтĕм каймалли  трубасемлĕ кăмакасем тума вĕрентет. Çав кăмакасене тума Тăрăнта пысăках мар кирпĕч завочĕ уçать. Малтанласа  кăмакасем тума хăй пăхса тăракан  ăстасене ярать.

 Малалла тата вĕтĕ кĕсресемпе ĕнесене ăратлă шултра ăйăрсемпе те вăкăрсемпе чуптарма вĕрентет. Тата ытти çĕнĕлĕхсем  туса та пулăшать.

Анчах та хресченсем малтан удела куçнă чухнехи пекех хăйсен ирĕкĕсемсĕр те правасемсĕрех юлаççĕ-ха.

                               (Малалли пулать)

Юхмапа Пёла тёрёх.н  историй.нчен

Крепостной правăна пăрахăçлани

1855 çулта I Николай патша вилет. Патшана унăнывăлĕ II-мĕшАлександрларать. Патшаналарсанах  II Александрçĕршывпурнăçĕнчехалăхаçăмăллăхсем  кÿрекен  улшăнусем, реформăсемтума, хальхипеккаласан, пурнăçадемократизацилеме  тытăнать: сывă  юлнăдекабристсене амнисти парса каялла таврăнмаирĕкпарать, чылайçынсемшĕнполицинадзорнепăрахăçлать.  I Николайлартнăминистрсенепурнететенĕпекехотставкăнаяратьтеçĕнĕминистрсенехăйсуйласалартать. Анчахта  II Александртусаирттернĕĕçсенченчипысăкĕçĕ–крепостнойправăна  пăрахăçласахресченсенеирĕкекăларнипулнă.

Çак хресченсем пурте хăйсемçеç, çĕрсĕр, ыттипурлăхсăрирĕкетухаççĕ, хăйсенепанăçĕрпайĕсеневараçĕрулпучĕсенчен, уделрантатапатшалăхрантÿлесеилмеллепулнă. Анчахкрепостной  хресченĕнçĕрсемшĕнпĕтĕмĕшлетÿлемелĕхукçи-тенкипулманĕнтĕ. Пайçĕрĕсенхакневарахресченсен 30 çулхушшинчетÿлесетатмаллапулнă. Çавнапулапурирĕкетухнăхресченсенете«временнообязанный»тенĕ.

Земствăсем, земствопухăвĕсемпеуправисем

 Крепостной правăнапăрахăçланăхыççăнправительствохресченсемпеертсепырассинеçĕнĕлле, Земствосем  йĕркелесеертсепыматытăннă. Çактĕллевпе 1864 çулта«Огубернскихи  уездныхземскихучреждениях»положени  кăларать. Земствăсемвырăнтихалăхавĕрентес, сывлăхасыхлас, çул-йĕртăвас, ăнайĕркеллĕтытсатăрастатаыттикулленхиĕçсемпеертсепымалла  пулнă.  ÇакĕçсенейĕркелесеертсепымататаЗемство  системинеçирĕплетестесеЗемствопухăвĕсемтатаЗемскиуправисемйĕркелеççĕ. Земскипухăвĕсенетатаземски управине  3 сословисенчи çынсенчен гласнăйсем (хальхипеккаласан–депутатсем) суйлаççĕ: çĕрулпучĕсенчен, дворянсенчентатахуласемпеялсенобществисенчен.

ЧĕмпĕркĕпĕрнинекĕрекенуессенчемалтанхиЗемскипухăвĕсене 1885  çулхиавăнуйăхĕн 10-мĕшĕнчен  юпа уйăхĕн 5-мĕшĕчченирттереççĕ.  ВĕсенчеЗемскиуправисемсуйлаççĕ. ПăвауесУправине 20 гласнăйсуйланă. Вĕсенхушшинче  10-шĕ–çĕрулпучĕсем, 2 дворянин  тата 8 –шĕхуласемпеялсенобщинисенчен. Çакхуласемпеялсенобщинисенченсуйланнă 8 гласнăй хушшинче  5 дворянин, 1 священник, хресченсем пурĕте 2  çеçпулнă. КуУправаçакăнпекйышпакамсенинтересĕсенехÿтĕлеме, ыйтусенемĕнлерехтатсапаматăрăшнитатататсапаникаламасăрахпаллăĕнтĕ.

Çакăнпекземствосистемиреволюцичченехпынă.

Столыпин тата унăн

 çĕрреформисем

ХХ ĕмĕрпуçламăшĕ  çĕршыврареволюциюхăмĕсарăлсапынипе, ЯпунвăрçинеРаççейвылясаянипетатаСтолыпинирттернĕçĕрреформисемпепалăрсатăнă.

1906 çулта революцилле юхăмапусарсалартас, патшавлаçĕнсистеминеçирĕплетесшутпа патшалăхăнМинистрсенСовечĕнпредседателĕпулма  ШалтиĕçсенминистрĕнчеĕçлекенавалхидворянсенйăхĕнчентухнăПетрАркадьевичСтолыпиналартаççĕ. Столыпинчăнахтаçĕршывраçирĕпйĕркетума, çĕрреформинеирттерсеăнапатшалăхтĕрекнеçирĕплетестесе çĕнĕпуянсен (кулаксен) класнетуматытăнать. Çавтĕллевепурнăçластесетемиçетĕрлĕсаккункăларать. 1906 çулхиюпауйăхĕн 9-мĕшĕнчисаккунтăрăххресченсемобщинăран  хăйсенетивĕçлĕçĕрсенеуйăрсаилсехуторсене, отрубасенетухмапултарнă, тухматытăнаççĕте. Сăмахран, ПатăрьелвулăсĕнхĕвелтухăçенчиПăлапаХырлахушшинчиСăкăтсенТимĕрлетекенçĕрĕçинеСăкăтсемпеПăлатăршшĕнчиялсенхресченĕсемçеçмар, çĕрнеотруба (кастарса) илсеТурханвулăснекĕрекенялсенчихресченсемтехуторсенетухаççĕ. 1910 çулхи çĕртмеуйăхĕн 14-мĕшĕнчисаккунтăрăххресченсенбанкнеуçаççĕ, çавбанкилнĕçĕрсемшĕнтÿлемехресченсенекредитпамаллапулнă. 1911 çулхиçууйăхĕн 29-мĕшĕнчекăларнăсаккунтăрăхçĕрсенеирĕксĕрлесеçĕнĕренйĕркелеметатахресченсене  çĕршывăн хĕвелтухăçенчиирĕкçĕрсемçинекуçарматытăнаççĕ. Хресченсемте, хăйсенереволюционертекенсемтеСтолыпинакураймасăртемиçехутченте  вĕлерестесетапăнаççĕ.  1911 =улхиавёнуйёх.н 1-м.ш.нчеКиевраадвокатпулса .=лекенД? БогровСтолыпина 2 хутчен персе вилмеллех амантать?

Влаç Советсен

аллине куçать

1917 çулхи юпа уйăхĕн 25-26 (çĕнĕллечÿкуйăхĕн 7-8) мĕшĕсенчеçĕршывраСоциализмлареволюциçĕнтерет. ПетроградриСмольнăйраирттернĕПĕтĕмРаççейриСоветсен 11-мĕшсъезчĕчÿкуйăхĕн 8-мĕшĕнчеирхине 5 сехетре влаç советсен аллине куçни çинчен пĕлтерет,  мирçинчентатаçĕрçинченкалакандекретсенейышăнать, В.И.ЛенинертсепыраканпĕрремĕшСоветправительствине–ХалăхкомиссарĕсенСоветнетусахурать. Çаплавара  влаçпĕтĕмĕшлехСоветсеналлинекуçать.

 Пăвауесĕнчирабочисемпехресченсенпĕрремĕшсъезчĕ  1918 çулхи   нарăсăн 2-мĕшĕнчеуçăлатьте 12 кунапырать.  Съездрапурĕ 22 делегатпулнă. ВĕсенхушшинчеНачарУпи (Красномайск) çынниПавловНиколайПавловичтатаТуçаçынниТестовСеменМихайлович та пулнă (Патăрьелрайонэнциклопединче 163 тата 232 стр.). Съезд 26 çынтанПăвауесĕнĕçтăвкомнейĕркелет. УесСовечĕнпĕрремĕшпредседателĕпулмахалĕШăмăршăрайоннекĕрекенВырăс  ЧукалялĕнчеçуралсаÿснĕИванКузьмичСкрипинасуйлать. Советчленĕсем пулма Павловпа Тестова та суйлаççĕ. Павлова  уесрипĕрремĕшçутĕçкомиссарĕпулма  çирĕплетеççĕ.

Патăрьелвулăсĕнчирабочисемпесалтаксенпĕрремĕшсъезчĕ 1918 çулхи  пушуйăхĕн 21-мĕшĕнчеиртет:  «наволостной  Совет  явилисьизбранные  сельскимисоветами представители селений  от 300 избирателей 1 представитель. Председателем  Волостного Совета избран единогласно  учитель Туруновского училища Петров Петр Петрович».

«Журнал от 24 марта 1918 года. На заседание явились члены из следующих деревень… Председателем собрания единогласно избран  учитель Туруновсого училища Петров Петр Петрович. Было приступлено к выбору председателя Вол. Совета. Кандидатов, желающих баллотироваться оказалось: Ларион Григорьевич Селенин, Куприан Спинов, Иван Абузаров,  (П.П.Петров хăйĕнкандидатуринетăратмасть).

 

Малалла, кашни лару çинчен тĕплĕн чарăнмасăр,  Совет председателĕсен хушамачĕсене çеç асăнса хăваратăп:

1. Петров Петр Петрович  - 21.03.1918 – 24.03.1918 –   Тăрăнти земски училищин учителĕ;

2. Селенин Ларион Григорьевич – 24.03.1918 – 21.06.1918, Патăрьел.

  3. Владимиров Тихон Владимирович – 21.06.1918 – 29.09.19218, Кĕçĕн Патăрьел;

 4. Волков Семен Ильич – 29.09.1918 - …10.1918 , Чăваш Ишек:

 5. Маллин Игнатий Ларионович - …10. 1918 – 02.02.1919, Патăрьел;

 6. Ершов Федор Петрович – 02.02.1919  - 05.04.1919,  Патăрьел;

 7. Селенин  Ларион Григорьевич – 05.04.1919 –12.1919, Патăрьел;

 8.Шаровский Яков Константинович - …12.1919 -15.06.1920. Кунтисем мар пулнă пулмалла.

  Ялсенче  те 1917 çултах тĕрлĕ улшăнусем пулма тытăнаççĕ. Анчах та ял Совечĕсем тÿрех йĕркеленеймен-ха. Пĕтĕм ĕçсене вырăнта суйланă Çĕр комитечĕсем йĕркелесе пынă.

1918 çулхи  утă уйăхĕн  11-мĕшĕнче ВЦИК ялсенче  Çĕр комитечĕсем вырăнне Чухăнсен комитечĕсем («Комитеты бедноты») йĕркелеме кăтарту парать.

Пĕтĕм Раççейри Советсен 1918  çулхи чÿк уйăхĕнче ирттернĕ черетсĕр 6-мĕш съезчĕ ялсенче Чухăнсен комитечĕсем хăйсен тивĕçĕсене пурнăçланă тесе ялсенче те Советсем йĕркелесе влаçа Советсен аллине пама йышăнать.

Малтанласа  ял Совечĕсенче председательсем пулма уессемпе вулăссенчен çÿлтен кăтартнă çынсене лартаççĕ. Ял Советсен председателĕсене те малтанхи вулăс Совет председателĕсене суйланă пекех час-часах суйлав ирттерсе кĕске срока çеç суйлаççĕ.

 

Чăвашсен наци обществине

йĕркелени

Чăвашсем хăйсен йышĕпе Раççейре 4-мĕш вырăнта тăнă. Анчах та вĕсем тĕрлĕ кĕпĕрнесене, тĕрлĕ вырăнсене саланса пĕтнĕ. Чăвашсен Атăл тăрăхĕнче пурăнакан пысăк йышне, ятарласа тунă пекех, икĕ кĕпĕрнене  - Хусан тата Чĕмпĕр кĕпĕрнисене уйăрса янă. Паллах, Хусан, авалтанпах кĕпĕрне хули пулнăскер, хăйĕн аталанăвĕпе Чĕмпĕртен чылай çÿлерех шайра тăнă. Апла пулсан та Чĕмпĕр те, тен Иван  Яковлевич Яковлев чăвашсем валли уйрăм чăваш шкулĕ уçнине пула та, ытти кĕпернесенчен, çав шутра  Хусан кĕпĕрнинчен те, тухнă çамрăксене хăй енне ытларах туртнă, вĕсем хăйсен пулас шăписене ытларах Чĕмпĕр хулипе çыхăнтарнă.

1917 çулхи çĕртме уйăхĕн 20-28-мĕшсенче Чĕмпĕрте пĕтĕм чăвашсен 1-мĕш съезчĕ пулса иртет. Съезд Чăвашсен наци обществине (ЧНО) туса хурать.  Общество пуçĕнче, пĕтĕмĕшле илсен, эсерсем тăнă. Вĕсен хушшинче пирĕн енчисем Алюнов Гавриил Федорович («Краткая Чувашская энциклопедия» кĕнекери 63 стр.), Николаев Семен Николаевич (çавăнтах, 295 стр., район эциклопединче 156 стр.), Петров Дмитрий Петрович (çавăнтах, 321 стр.)та пулнă. Чăвашсен наци ирĕклĕхĕшĕн çине тăрса кĕрешекен çак виçĕ юлташ чăвашсем ирттерекен тĕрлĕ  съездсенче Раççейри Учредительнăй  пухăва кайма суйланнă 12 делегат хушшинче те пулнă.  Учредительнăй пухăва çĕршывра малашнехи пурнăçа мĕнле йĕркелемелли ыйтупа пухма палăртнă. Пухун пĕрремĕш ларăвĕ 1918 çулхи кăрлачăн 6 (19)-мĕшĕнче уçăлать.

Чăваш наци обществин съезчĕ ирĕклĕ Чăваш çĕршывне йĕркелес ĕçе малалла тăсма шутлать. Çав тĕллевпе ĕç ушкăнĕ йĕркелет, ăна ертсе пыма С.Н. Николаева суйлать. С.Н. Николаева ытти кĕпĕрнесенче те чăвашсем таччăн пурăнакан çĕрсене кĕртсе пулас Чăваш çĕшывĕн карттине туса хатĕрлеме хушса уйăрать.  Ушкăн ĕçне Г. Алюнов тата А.П. Прокопьев-Милли активлă хутшăнаççĕ. Часах çак ушкăн тивĕçлĕ карттăна туса хатĕрлет. Çав карта тăрăх Чăвашсен çĕршывĕ хальхинчен чылай пысăкрах пулмалла пулнă.

Чĕмпĕрте Чăваш наци обществине туса хунă хыççăн 7 уйăх ытларахран 1918 çулхи пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрне Совечĕ çумĕнче Чăвашсен ĕçĕн комиссариатне туса хураççĕ, çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче РСФСР Национальноçсен Халăх комиссариачĕ çумĕнче Чăваш пайĕ йĕркелеççĕ. Çак комиссариатпа та, Чăваш пайĕпе те  ертсе пырас ĕçре тĕп вырăнĕсене Даниил Семенович Семенов (Эльмен) пĕтĕмпех хăй аллине илет.

 

 Чăваш Автономи Облаçне

туса хураççĕ

Ку ыйту район йĕркеленĕ ыйтупа таччăнах çыхăнман, анчах чăваш халăхĕшĕн, çав шутра пирĕн район çыннисемшĕн те, малтанласа хăйсен Автономи облаçне, каярахпа Республикине туса хурас ĕç мĕнле кăткăс кĕрешÿре пулса пыни кăсăклă пулма тивĕç тесе, автор ку ыйтăва та  çутатса пама шутлать.

1917 çулхи юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче Халăх Комиссарĕсен Совечĕ Раççейре  пур халăхсем те пĕр тан праваллă тесе Деклараци йышăнать. 1918 çулхи  кăрлач уйăхĕнче Пĕтĕм Раçсейри Советсен Виççĕмĕш съезчĕ «Декларация прав трудящегося и эксплуатируемого народа» ятлă  Декрет  йышăнать, утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче  Советсен Пĕтĕм Раççейри пиллĕкмĕш съезчĕ РСФСР-ăн пĕрремĕш Совет Конституцине йышăнать. Çак Конституцин иккĕмĕш статйинче «Российская Советская Республика учреждается на основе свободного союза свободных наций как Федерация Советских национальных республик» тесе çырса хунă. Çапла  федерацинчи кашни халăх хăйĕн Республикине йĕркелеме ирĕк  илет.

1920 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче РСФСР ВЦИК-ĕ тата СНК çакăн пек Декрет кăлараççĕ:

«Образовать Чувашскую Автономную область как часть Российской Социалистической Федеративной Республики с административным центром в г.Чебоксарах, в состав включить из Казанской губернии Цивильский, Ядринский и Чебоксарский уезды в полном составе, из Космодемьянского уезда волости Янгильдинская, Сюндырская, Татаркасинская, Акрамовская и Малокарачинская; из Симбирской губернии, из Курмышского уезда волости: Атаевская, Курмышская, Алгашинская; из Буинского уезда волости: Хомбусь-Батыревская, Муратовская, Тарханская, Шемуршинская и Шамкинская».

Декрета ВЦИК председателĕ М.И.Калинин, СНК председателĕ В.И.Ленин тата ВЦИК секретарĕ А. С. Енукидзе алă пусса çирĕплетнĕ.

Пăва уесĕнчен куçнă вулăссене пурне те Цивильск уесне панă.  Пăва уес ĕçтăвкомĕ  хăй Цивильск уес ĕçтăвкомне пĕтĕмĕшле чăвашсем çеç пурăнакан Патăрьел вулăсне те  хăй çумне илме сĕнет. Йышăнакан комисси  Патăрьел вулăсне ЧАО-на йышăнни çинчен акт çине кĕртмест, анчах та Цивильск ĕçтăвкомне 1920 çулхи çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче тăратнă отчетĕнче Патăрьел вулăсне те кĕртсе çырать. Çак отчет тăрăх Адмкомисси 1921 çулхи  кăрлачăн 31-мĕшĕнче  Патăрьел  вулăсне  те ЧАО-на илнине çирĕплетет. ЧАО-на Пăва уесĕнчен куçакан вулăссем пурте хăйсен унччен суйланă Совечĕсемпех куçнă пулсан, Патăръел вулăсĕн хăйĕн советне çĕнĕрен суйламалла пулса тухать, мĕншĕн тесен Патăръел вулăс Совечĕн председателĕ Шаровский ЧАО-на куçма килĕшмест, вăл Патăрьел вулăс çынни пулман пулмалла.  Вулăс Совет председателĕн ĕçĕсене вара Шаровскин пулăшаканĕ (хальхи пек каласан заместителĕ) Сăкăт çынни Никифор Егорович Тинюков туса пыма тытăнать.Патăрьел вулăс совечĕн çĕнĕ суйлавĕ 1920 çулхи юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче пулса иртет. Тăратнă 17 кандидатран Совета 7 çын суйлаççĕ. Совет ĕçтăвкомĕн председательне Н.Е. Тинюковах суйлаççĕ. Унăн заместительне Чăваш Ишек çыннине Сергей Николаевич Пушкина, секретарьне Кивĕ Ахпÿрт çыннине Афанасий Григорьевич Карягина суйлаççĕ.

 

 

Юхмапа Пёла тёрёх.н историй.нчен

Ытти уессенчен ЧАО-куçакансем, каялла тухакансем татах та пулнă-ха ĕнтĕ, анчах кунта эпир, сăмах тĕппипе Патăрьел районĕ çинчен пынине шута илсе,  вĕсем çинчен  асăнмăпăр.

1920 çулхи  çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче РКП(б) Тĕп Комитечĕн йĕркелекен бюровĕ (Оргбюро) ЧАО-ри ĕçсемпе ертсе пыма вăхăтлăх совет органĕ _ Революцилле комитет (Ревком) _ туса хурать. Ревком 1920 çулхи утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче хăйĕн 1 №-лĕ приказĕпе хăй ĕçе тытăнни çинчен пĕлтерет.

Чăваш Автономи облаçĕн Совечĕсен  пĕрремĕш съезчĕ Шупашкарта 1920 çулхи чÿк уйăхĕн 7-11-мĕшĕсенче пулса иртет. Съезд ЧАО-н ĕç тăвакан Комитетне суйлать. Маларахри Ревкомпа та, çĕнĕрен суйланă  Ĕçтăвкомпа та Эльмен ертсе пыма тытăнать.

Анчах та Эльмене хăйне те хресченсен пăлхавĕ пирки айăпласа икĕ уйăхранах, 1921 çулхи кăрлач уйăхĕнчех, ку ĕçрен кăлараççĕ.  Часах тĕрĕс мар кăларнă тесе  реабилитаци тăваççĕ-ха, анчах ĕлĕкхи  область ĕçтăвкомĕн председательне ларса облаçпа ертсе пыраймасть ĕнтĕ вăл.  1922-1923 çулсенче вара Эльмен ВКП(б) Чăваш обкомĕн пĕрремĕш  секретарĕнче ĕçлет.  Вăл вăхăтра ертсе пырас ĕçре парти мар, Советсем  вăйлăрах пулнине шута илсен, Эльменĕн ĕçри вăйĕ самаях чакать.

Патăрьел  уесне йĕркелеççĕ

Тутар Республикинчи  Пăва уесĕнчен  ЧАО-на куçнă вулăссене тата уйрăм ялсене пурне те Çĕрпÿ уес шутне кĕртеççĕ. Çĕрпÿ уесĕ вара питĕ пысăкланса каять, çавăнпа та  унпа ертсе пырас ĕçре йывăрлăхсем тухса тăраççĕ.

Çакна шута илсе Çĕрпÿ уес ĕçтăвкомĕ хăй патне куçнă вулăссемпе  тата ялсемпе ертсе пыма 1920 çулхи  авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Йĕпреçре  революцилле тройка (ревтройка) туса хурать. Малтанласа унăн председателĕ Разумов, çумĕ Етрухин, секретарĕ Исааков пулнă. Анчах та Разумова авăнăн 8-мĕшĕнчех çара илсе каяççĕ, ун вырăнне председатель пулма Дмитрий Захарович Захарова (район энциклопединче  78 стр.) çирĕплетеççĕ. 

Ревтройка хăйĕн ĕçне пикенсех йĕркелеме тăрăшать-ха, анчах хăй умне лартнă тĕллевсене, пур ыйтăва та тĕппипех татса параймасть, кашни ыйтупах Çĕрпÿ уес ĕçтăвкомĕ килĕшессе кĕтмелле пулнă. Çавна пула пурнăç умне уйрăм Патăрьел уесĕ йĕркелес ыйту тухса тăрать.

Çĕнĕрен йĕркеленĕ Патăрьел усне тата ытти хăш-пĕр вулăссем те хăйсене йышăнма ыйтаççĕ.  Анчах та çÿлти органсем Чăваш Автономи облаçне Шăмалак, Алькеево тата Курнавăш вулăсĕсенчи чылай ялсене çеç куçараççĕ, Тăмпаел вулăсне куçарас пирки сăмах та хускатмаççĕ. Упи вулăсĕпе те тивĕçлĕ решени кăлараймаççĕ, вăл ыйту та тавлашуллă  тăрса юлать.

 Çĕрпÿ уес ĕçтăвкомĕ 1920 çулхи  çурла уйăхĕн 8-мĕшĕнче ЧАО-н ревкомĕ умне ТАССР-ран куçнă вулăссенчен çĕнĕ уес йĕркелес ыйтăва пăхса тухать. 1920 çулхи авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче ЧАО  ревкомĕ çĕнĕ уеса тата унăн центрне Йĕпреç станцийĕ çумĕнчи поселока  йĕркелеме  килĕшет. 1921 çулхи  утă уйăхĕн 30-мĕшĕнче Область ĕçтăвкомĕ çĕнĕ уес йĕркеленипе килĕшет, уеса Патăрьел уесĕ тесе ят парать. Çĕнĕ уезд йĕркелесси çинчен хăйсен ыйтуне РСФСР шалти ĕçсен Халăх комиссариатне тата ВЦИК-ăн Администраци комиссине тăратать.

1922 çулхи нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче ВЦИК хăйĕн йышăнăвĕпе Патăрьел уесне çирĕплетет, анчах та Патăрьелне çул çÿреме йывăррине кура  пулмалла, уес центрне вăхăтлăха  Йĕпреçрех хăварма килĕшет.

 

Патăрьел уесĕн тĕп  учрежденийĕсене Йĕпреçе куçараççĕ

Кунта автор çак тапхăрта ниçтан ăнланмалла мар пĕр кăсăклă ĕç çинчен каласа парасшăн. Уес центрне  вăхăтлăха çеç Йĕпреçре хăварма килĕшнĕ пулсан та,  уесăн тĕп учрежденийĕсем, çав шутра уес ĕçтăвкомĕ те Патăрьелĕнчех ĕçленĕ-ха.  РКП(б) Чăваш обкомĕ 1922 çулхи раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче йышăннă 163 Постановленийĕпе  уес центрне пĕмĕшпех Патăрьелĕнчен  Йĕпреçе куçарма хушать.

Уес ĕçтăвкомĕ ку хушăва çак уйăхăн 13-мĕшĕнчех хăйĕн ларăвĕнче сÿтсе явса, тивĕçлĕ сăлтавсем кăтартса уес центрне Патăръелĕнчех хăварма ыйтать. 1923 çулхи ака уйăхĕн 17-мĕш тĕлне уесăн пĕтĕм учрежденийĕ Йĕпреçе куçса пĕтет. Уеса та  Йĕпреç уесĕ теме тытăнаççĕ. Анчах та пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнчен пуçласа ВЦИК-ăн 1922 çулхи нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнчи Постановленинчен иртеймесĕр документсем çине Патăръел уесĕ тесе çырсах алă пусаççĕ. Уес ячĕ вара пур пĕрех документсенче 1927 çулта çĕнĕрен районсем йеркелесе яричченех  Патăръел уесĕ ятпа юлать. Уес центрĕ Йĕпреçе куçнă хыççăн  та  уес Совечĕн предселателĕнче Захаров Дмитрий Захаровичах ĕçлет.

1922 çулхи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче Патăръелĕнче уес Совечĕн II-мĕш съезчĕ иртет. Съезда Уес Совет председателĕ Д.З.Захаров уçать. Президиумра Янаслов, Антонов, Евграфов, Токташкин, Топтыгин, Иванов; секретарĕсем Крыловпа Соколов пулнă. Съезд уес ĕçтăвкомăн çĕнĕ йышне суйлать. Суйлава икĕ список  тăратаççĕ: коммунистсен фракцийĕнчен тата партире тăманнисенчен. Хăш-пĕр кандидатсем икĕ списокĕнче те пулнă, Захаров вара партире тăманнисен списокĕнче çеç пулнă. Сасăланă хыççăн уес ĕçтăвкомне коммунистсен фракцийĕ тăратнă кандидатсем çĕнтерни  курăнать: Янаслов, Антонов, Соколов, Крылов, Евграфов, Данилов, Гаврилов, Пожеданов, Муллин, Портнов, Фасхутдинов. Вĕсен çумне Васильев, Мантусов, Иванов, Беззубов кандидатсем суйланаççĕ.

Çĕнĕрен суйланă уес ĕçтăвкомĕ хăйĕн чÿк уйăхĕн  II -мĕшĕнчи ларăвĕнче ĕçтăвком председателĕ пулма Иван Васильевич Янаслова суйлать (энциклопединче 280 стр.). Захарова вара Шупашкар ĕçтăвком председателĕ пулма куçараççĕ.

 

 Патăрьел вулăс

председателĕсем  çинчен

Ку тапхăрта вулăссенче те, ялсенче те Совет председателĕсем  унчченхи пекех кашни çулах ылмашса тăнă-ха. 

Патăръел вулăсĕ ЧАО-на куçсанах вулăс Совет председателĕ пулса Тинюков Никифор Егорович ĕçлени çинчен, 1920 çулхи  чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнче пулса иртнĕ вулăс Совечĕн I съезчĕ вулăс Совет председательне пулма ăнах хăварни çинчен çырнăччĕ ентĕ. 1921çулхи çĕртме уйăхĕн 13-мĕшĕнче пулса иртнĕ вулăс Совечĕн II-мĕш съезчĕ Вулăс Совет председателĕ пулма Леонтий Федорович Паймина суйлать.  Анчах та Паймина часах урăх ĕçе куçараççĕ пулмалла, ун вырăнне вара вулăс Совечĕн председателĕ пулма  Александр Антонович Антонова Татмăш çыннине çирĕплетеççĕ (энциклопедире 21 стр.).

1923 çулхи чÿк уйăхĕнче пулса иртнĕ вулăс Совет съездĕнче  Совет ĕçтăвкомĕн председателĕ пулма Çĕнĕ Ахпÿрт çыннине Прокопий Александрович Колпакова суйлаççĕ (энциклопедин 2- томĕнче 121 стр.)

Вулăсăн 1924 çулхи юпа уйăхĕнче пулса иртнĕ IV-мĕш съезчĕ  РКП(б) вулăсри ячейки сĕннипе (ку тапхăрта парти органĕсен вăйĕсем ÿсни, вĕсем совет органĕсене те кăтартусем,  сĕнÿсем, хушусем пама пултарни палăра пуçлать ĕнтĕ) Вулăс Совет ĕçтăвкомĕн председателĕ пулма шкулта учительте ĕçлекен Сăкăт çыннине Федор Иванович Иванова суйлать (энциклопедире 81 стр.). Анчах та Иванова çав çулхи çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнчех Шупашкара  облаçăн промышленность пай пуçлăхĕ пулма куçараççĕ. Вулăс Совет председательне вара каллех Александр Антонович Антонова суйлаççĕ. Антонов ку ĕçре 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕчченех, уессемпе вулăссене пĕтерсе районсем йĕркеличченех ĕçлет.

Чăвашсем те Автономи Республикине йĕркелеççĕ.

 

     Пурнăç Республика тума  хистет       

Часах  Чăваш Автономи облаçĕ  хăйĕн территорийĕпе çеç малалла аталанайманни курăна пуçлать.   Чăваш  область Совечĕ хуçалăха малалла аталантарас тесе тĕрлĕ мерăсем те йышăнать,  анчах вăл мерăсем область хуçалăхне, унăн культурине, пурнăçра ĕç халăхĕн политикăлла активлăхне  ÿстерме пулăшаймаççĕ. Кунта чăнах та 1921-1922 çулсенче выçлăх пулни те питĕ чылай чăрмав кÿнĕ-ха ĕнтĕ. Çав вăхăтрах ытти облаçсемпе Республикăсен пулăшăвĕ  те  ĕçе малалла аталантарса пыма вăй çитереймен.

Облаçăн экономикипе культура шайне ÿстерсе пырас тесен чи малтанах облаçăн экономика базине çирĕплетмелле пулнă. Çавна пула облаçран республикăна куçас ыйту кунран кун çирĕпленсе пырать. Ыйтăва тĕплĕн сÿтсе явса тивĕçлĕн татса парас тесе 1922-çулхи  утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче  Чăваш  облĕçтăвкомĕ уйрăм комисси йĕркелет. Çак уйăхăн 22-мĕшĕнчех вара Облĕçтăкомăн,  РКП(б) Чăваш обкомĕн тата уессен представителĕсен   пĕрлехи анлă ларăвĕ  пулса иртет. Лару ВЦИК-ран тата РКП(б) Тĕп комитечĕнчен  Чăваш Автономи Облаçĕнчен Чăваш Автономи Республики йĕркелеме ыйтса йышăну кăларать.

Республика йĕркелес ĕç мĕнле йывăрлăхпа пынă

 1922 çулхи утă уйăхĕнче ЧАО-н ятарласа йĕркеленĕ делегацийĕ Мускава ВЦИК-а тата Наркомнац представителĕсемпе тĕл пулса консультаци илме  кайса килет. Ун хыççăн çеç ЧАО-ра Республика йĕркелес ыйтупа çĕнĕ проект тăвассипе ĕçлеме тытăнаççĕ. 1924 çул тĕлне çак проекта хатĕрлесе çитереççĕ. Проекта 1924 çулхи нарăсăн 22-мĕшĕнче РКП(б) Чăваш обкомĕн пленумĕнче, 28-мĕшĕнче Облĕçтăком сессинче пăхса тухса йышăнаççĕ. Пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче  Обкомпа облĕçтăвком  хатĕрленĕ проекта ВЦИК-а тăратаççĕ.

ВЦИК çакăн пек Постановлени йышăннă  хыççăн ытти çĕрте пурăнакан чăвашсем те хăйсене Чăваш Республикине куçма ирĕк ыйтма тытăнаççĕ. Çурла уйăхĕн 31-мĕшĕнче Уби вулăсĕнчи чăвашсем пухăнса  Чăваш Республикине куçас тесе хăйсен вулăс Совечĕн съездне те ирттереççĕ. Вулăс  Советне те çĕнĕрен - Совет председательне  Федор Чебоксарова, членĕсене Зиновий Головинпа Фома Зайцева суйлаççĕ.  Съезд хăйсене Патăръел уесне илме ыйтса уес ĕçтăвкомне çакăн пек телеграмма та ярать:

«Чрезвычайный съезд Советов чувашских селений, отходящих из Убеевской волости Татреспублики в Чувашскую республику шлет сердечный привет Батыревскому Уисполкому Братский привет (текстра çакăн пек, И.И.) и выражает ему полную готовность неустанно трудиться на благо родного  народа под руководством Батыревского УИК-а.»

 Патăръел УИК председателĕ Федоров Шупашкара  Чăваш ЦИК-не  ВЦИК постановленинче кăтартнă  ялсене йышăннă  тесе пĕлтерет.

Анчах та тутарсем кăтартнă ялсене чăвашсене пама килĕшмеççĕ. Федоров вара Чăваш ЦИК-не  «телеграфирует, что кантонский  исполнительный комитет на основании распоряжения  Тат. ЦИК отказывается передавать  эти селения».

 

1925 çулхи утă уйăхĕн 20-мĕшĕнчи ВЦИК постановленийĕпе Чĕмпĕр кĕпĕрнинчен Чăваш Республикине Улатăр хулине, Улатăр уесĕнчи Улатăр, Кувакино тата Пёрачкав вулăсĕсене панё.  Чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче тепĕр постановлени йышăннё. ВЦИК-ăн ку постановленийĕ тăрăх Чăваш Республикин территорийĕ  1925 çулхи ака уйăхĕн 21-мĕшчен пулнă пекех юлать.

Çапла, мĕнле йывăрпа пулсан та, тĕрлĕ пăтăрмахсене çĕнтерсе,  çапах та Чăваш Автономи облаçĕ вырăнне  ытти республикăсемпе пĕр тан праваллă Чăваш Совет Социализмла Республикине йĕркелесе яраççĕ. Республикăра унчченхи  облаçри 3 уес вырăнне  61 вулăслă 5 уес пулса тăнă: Улатăр (пысăкланнă 3 вулăс), Патăръел (12 вулăс),  +ĕрп\ (13 вулăс), Шупашкар (14 вулăс), Етĕрне (19 вулăс).

Чăваш АССР Совечĕсен I съезчĕ 1926 çулхи кăрлач уйăхĕн вĕçĕнче иртет. Съезд Чăваш АССР-ĕнчи влаçăн тĕп органне  - Чăваш АССР  Тĕпĕçтăвкомне  - ЦИК-не çирĕплетет, Чăваш АССР Конституцине йышăнать.  Чăваш ЦИК-ĕн  председательне унччен облĕçтăвком председателĕнче ĕçлекен Иван Илларионович Илларионова суйлать. 

 1924 çулхи кĕркунне, Чăваш Республики тăвас тесе ĕç тытăнсанах ёна вĕренме яраççĕ. 1929 çулта институт пĕтерсен  чăваш çĕршывне урăх ĕçлеме таврăнаймасть вара вăл. Чулхулари университетра, каярахпа пединститутра политэкономи доценчĕ пулса ĕçлет.

  Районсем çине куçас

ĕç пуçланать

 Ыйтăва вара ВКП(б) çеç тĕппипе татса парать. Хăйĕн 1927 çулхи нарăс уйăхĕнче пулса иртнĕ съездĕнче вăл «…в течение предстоящего пятилетия  окончить районирование всей страны…» - тесе кăтарту йышăнать.

Çав çулхи  пуш уйăхĕнче иртнĕ Пĕтĕм чăвашсен Совечĕсен II - съезчĕ: «В целях сокращения, удешевления и приближения госаппарата к трудящимся, признать необходимым упразднить уезды и волости, установить трехзвенную систему управления (сельсоветы, кантонные исполкомы и республиканские органы)» - тесе йышăнать. Тивĕçлĕ органсем çак ыйтăва тĕрлĕ енчен пăхса тухса республикăри 5 уесри 53 вулăс вырăнне 17 район йĕркелемелли проект туса хатĕрлеççĕ.

1927 çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш ЦИК-ĕн тата СНК-ан пĕрлехи ларăвĕнче «О районировании  Чувашской АССР» постановленине çирĕплетеççĕ, ăна ВЦИК-а тăратма йышăнаççĕ. ВЦИК çак проекта пăхса тухса ырлать, анчах  «кантон» ята халăхшăн ăнланмалларах «район» ятпа ылмаштарма сĕнет. Çак проекта çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче Администраци  комиссийĕ çирĕплетет, авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче ВЦИК Президиумĕ  «О районировании Чувашской Автономной Советской Социалистической  Республики» ятлă постановлени йышăнать. Çак постановлени тăрăх уессемпе вулăссене пĕтерсе республикăра 17 район  йĕркелемелле пулнă.  Халиччен Аслă Патăръел  уесне кĕнĕ территоринче  Аслă Патăръел, Кĕçĕн Елчĕк, Йĕпреç тата Шăмăршă районĕсене тума  пăхнă.

ВЦИК  Президиумĕн  авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнчи  «О выборах на районные съезды советов и о числе  членов районных исполнительных комитетов в Чувашской АССР» постановленийĕпе килĕшÿллĕн, Чăваш АССР ЦИК-ĕпе Халăх  Комиссарĕсен Совечĕ авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче районсем çине куçас ыйтупа пĕрлехи юлашки  «О переходе на новое административное  деление Чувашской АССР» тата «Об укрупнении  сельских Советов в Чувашской АССР» постановленийĕсене йышăнаççĕ.

 Патăръел районĕ

йĕркеленни

 ЦИК Патăръел  районĕ тăрăх йĕркелÿ комиссине çак çынсене кĕртет:

Андреев Петр Андреевич – РКП(б) уесри комитечĕн секретарĕ  – комисси председателĕ;

Титов Н.Т. – уесри финанс пай пуçлăхĕн çумĕ;

Иванов Федор Иванович – уесри вырăнти хуçалăх пай пуçлăхĕ.

Анчах та часах Андреев вырăнне комисси председателĕ пулма Муллин Александр Васильевича, Шăмăршă районĕнчи Патирек ял çыннине çирĕплетеççĕ. Андреев вара Патăръел районĕнче парти райкомĕн секретарĕнчех ĕçлеме тытăнать. Районсенчи ял Советсене пысăклатасси пирки те тĕрлĕ вариант пулнă. Ку вăхăта Аслă Патăръел район  территоринче 77 ял Совечĕ шутланнă. Малтанласа вырăнти органсем чылайăшне пĕрлештерсе 44 ял Совечĕ хăварма шутланă. Анчах та Чăваш ЦИК-ĕ çумĕнчи Администраци комиссийĕ хăйĕн 1927 çулхи авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче ирттернĕ ларăвĕнче Аслă Патăръел районĕнче 55 ял Совечĕ хăварма йышăнать.

Çапла  вара пуçласа Аслă Патăръел районĕнчи 55 ял Советĕнчи 92 ял, пурĕ 62447 çын шутланнă. Вăл республикăри пысăк районсенчен пĕри пулнă.

Çĕнĕрен йĕркеленĕ 17 районтан чăн  пысăкки  Канаш районĕ пулнă. Унти 68 ял советĕнче 134 ял, 82844  çын шутланнă. Чи пĕчĕк район Шăмăршă районĕ, унта  пурĕ те 20 ял советĕнче 28 ял, 19870 çын шутланнă.

 Çĕнĕрен йĕркеленĕ ытти районсенчи пекех Аслă Патăръел  районĕнчи Советсен I-мĕш съезчĕ 1927 çулхи юпа (октябрь) уйăхĕн  1-мĕшĕнче иртет.

 Республика Горький

крайĕнче

Республикăра çĕнĕ районсем йĕркеленĕ тапхăр пĕтĕм çĕршывĕпе экономика лайăх  аталаннă  пысăк районсем йĕркеленĕ тапхăрпа пĕрле пулса иртнĕ. Экономикăлла районсем йĕркелессин тĕп тĕллевĕ - экономика енчен кая юлса пыраканнисене экономика аталаннă районсем шутне кĕртсе  унти экономикăна, уйрăммăнах промышленноçа  аталанма пулăшасси пулнă.

Çав районсенчен пĕри Чулхула  (Нижний Новгород) районĕ пулнă. 1929 çулхи кăрлач уйăхĕнче Чулхула кĕпĕрнине Чулхула (Нижегородская) облаçĕ туса хураççĕ. Çав çулах пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче  Чăваш АССР Совечĕсен 3-мĕш съезчĕ Чулхула облаçне кĕме йышăну кăларать. Ака уйăхĕн  22-мĕшĕнче СССР ВЦИК Президиумĕ çак  йышăнăва ырласа çирĕплетет. Утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чулхула облаçне Чулхула крайĕ  статуса куçарать. 1932 çулхи юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче  Чулхула ятне ылмаштарса Горький хули ят парать, Чулхула крайне Горький крайĕ туса хурать.

 

Вĕçĕ. Пуçл. 53, 55, 56, 58, 59, 61-64, 71-мĕш номĕрсенче

1962 çулхи пуш уйăхĕнче парти райкомĕн 1-мĕш секретарĕнче ĕçлекен Петр Тимофеевич Тимофеева çак ĕçрен хăтарса Патăрьел территориллĕ колхозпа совхозсен ял хуçалăхпа ертсе пыракан Управленин КПСС обкомĕн парторгĕ пулма çирĕплетеççĕ. Патăрьел парти райкомĕн 1-мĕш секретарĕ пулма Макаров Илья Николаевича суйлаççĕ (энциклопединче 132 стр.). Пĕрлештерсе пысăклатнă райĕçтăвком председателĕнче Тенюков Ванифатий Кириллович (энциклопединче 231 стр.) ĕçлеме тытăнать. Анчах та  часах çулсем çук, транспорт çителĕклĕ мар тапхăрта çак схемăпа территорисене пысăклатса йĕркеленĕ промышленнăй тата ялхуçалăх районĕсем уйрăммăн йĕркелени пурнăçра кирлĕ пек усă парайманнине, пурнăçра тивĕçлĕ  мар пулнине пурнăç хăй  кăтартса пачĕ.

РСФСР Аслă Совечĕн Президиумĕ 1964 çулхи чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче облаçсемпе крайсенче совет органĕсене ĕлĕкхилле йĕркелемелле тесе указ кăларать. Чăваш Республикишĕн ку указ промышленнăй тата ялхуçалăх районĕсене пĕтермелле тенипе танлашнă. Çавна пула ЧАССР Аслă Совечĕн Президиумĕ 1965 çулхи кăрлачăн 11-мĕшĕнче республикăри районсене промышленнăй тата ялхуçалăх районĕсем çине уйăрнине пăрахăçлать, ĕлĕкхилле пĕрлехи районсем тума йышăнатъ. Çак указа РСФСР Аслă Совечĕн Президиумĕ тепĕр кунах хăйĕн указĕпе çирĕплетет. Кашни указ çинчен уйрăмăн чарăнса тăмасăр çакна çеç калар: çĕнĕ йĕрке тăрăх малтанласа 17 пĕрлехи районсем йĕркелеççĕ. Патăрьел райĕçтăвком председателĕ пулма Г.И. Савинова суйлаççĕ,    Патăрьел КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулма Патăрьелĕнчи «Путь Ленина» пĕрлештерсе пысăклатнă колхоз председателĕнче ĕçлекен Тимошев Валериан Семеновича (энциклопединче 234 стр.) суйлаççĕ.

ЧАССР Аслă Совечĕн Президиумĕн 1965 çулхи кăрлачăн  28-мĕшĕнчи указĕпе малтан пăхнă 17 район çумне тепĕр район хутшăнать: Патăрьелĕнчен уйăрса Шăмăршă районне туса хураççĕ. Çак района туса хунине  РСФСР Аслă Совечĕн Президиумĕ кăрлачăн 29-мĕшĕнчех çирĕплетет. Шăмăршă райĕçтăвком председателĕ пулма Патăрьелĕнчен Г.И.Савинова куçараççĕ. Патăрьел райĕçтăвком председателĕнче вара В.К.Тенюков ĕçлеме тытăнать.

Çапла пирĕн  районсем ĕлĕкхи пекех йĕркеленсе каяççĕ. Пирĕн таврари  районсем, вĕсен чиккисем пĕтĕмĕшле илсен паян кунчченех упранаççĕ.

Районсем «перестройка» тата «çĕнĕ демократи» тапхăрĕнче

ХХ ĕмĕр вĕçĕнче, СССР-па Михаил Сергеевич Горбачев ертсе пыма тытăнсан, çĕршывра «Перестройка» текен тапхăр пуçланса кайрĕ.

Патăрьел райĕçтăвком председателĕсем пулса  Советсене пĕтерсе администраци çине куçиччен  Тенюков В. К. хыççăн Мужиков Петр Иванович (энциклопединче 146 стр.),  Нягин Илья Владимирович (160 стр.), Абдулкин Владимир Александрович (энциклопедин 2 томĕнче 8 стр.) тата Самакин Анатолий Дмитриевич ( энциклопедире 197 стр.) ĕçлерĕç.

1980 çулсен вĕçĕнче ертсе пыракан органсен суйлавĕсене кашни вырăна темиçе кандидат тăратса суйлама пикенчĕç. Кун  пек суйлавсем, паллах, тахçанах кирлĕ пулнă-ха. Анчах ку ĕçе никам йĕркелесе ертсе,  тĕрĕслесе пыманнине пула, хăш-пĕр суйланă органсене унта пулма тивĕçлех мар, =ынсем леккелерĕç. Ку тапхăр çĕршывпа, районпа, ялсемпе ертсе пырас лайăх меслетсем шыранă тапхăр пулчĕ. Ун хыççăн Советсене, ял советсем таранах икĕ орган - уйрăмăн Советсен тата ĕç тăвакан комитетсем туса пăхрĕç. Пур çĕрте те икшер уйрăм председательсем – Советсен тата  ĕç тăвакан комитететсен председателĕсем пулса тăчĕç. Пирĕн районта Совет председателĕ Самакин Анатолий Дмитриевич, ĕç тăвакан комитет председателĕ Василий Дмитриевич Петров (энциклопединче 172 стр.)  ĕçлерĕç. Малалла Советсене пĕтерсе администраци çине куçрĕç. Администрацисен пуçĕнче тахçан авалхи пек - главасем.

Пирĕн районти пĕрремĕш глава  Василий Дмитриевич Петров  пулнё.

1996 çулта Петров В. Д. главара ĕçлеме пăрахсан кĕске вăхăт хушши Республика Президенчĕн  указĕпе район пуçлăхне Бабаев Анатолий Алексеевич  (энциклопедин 2 томĕнче  29 стр.) ĕçлет.

1996 - 2000 çулсенче, дефолт пулнипе чи йывăр çулсенче -- Селиванов Николай Васильевич (энциклопедире 203 стр.), 2001 – 2002 – çулсенче  - Хитров   Алексей Григорьевич ( энциклопединче 255 стр) ĕçлеççĕ.

2002 çулта А. Хитров ку ĕçрен пăрăнсан, Республика Президенчĕ сĕннипе, районти депутатсен пухăвĕ район хăйтытăмлăх пуçлёхне Глухов Николай Ивановича суйлать (энциклопединче 59 стр.). Тепĕр созывра Н.И.Глухова район  главине   пĕтĕмĕшле йĕркепех суйланă. Çак çулсенче районти ялсене газ кĕртес, çĕнĕрен афальт  çулсем сарас енĕпе пысăк ĕçсем туса ирттернĕ.

2007 çултан  района ертсе пырас йĕркере каллех улшăнусем кĕртеççĕ. Хальхинче районăн хăйтытăмлăхĕнче район пуçлăхне тата район администраци пуçлăхне  суйлаççĕ. Район пуçлăхĕ пулма суйланнă район депутачĕсен пухăвĕн йышĕнчен депутатсем «Малалла» ял хуçалăх председателĕ пулса ĕçлекен Михаил Владимирович Петрова  (энциклопединче 173 стр.) суйлаççĕ. Район администраци пуçлăхĕ, йĕрке тăрăх, депутат пулмалла мар.

Район администраци пуçлăхĕ  пулма районти депутатсен пухăвĕ Николай Иванович Глухова çирĕплетет. Ку ĕçре Н. И. Глухов 2016 çулхи кĕркунне пулса иртнĕ суйлавчченех, 14 çул ĕçлет.

Иван  Ильин

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика