Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2014.06.07 Кĕçĕн Арапуçĕнче колхоз йĕркеленни

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

 

1929 çулхи çуркуннене Кĕçĕн Арапуçĕнчи пĕр-лешỹллĕ хуçалăхра 70 кил пулнă. Сталинăн "Çитĕнỹсенчен пуç çаврăнни" статйи пичетленсе тухнă хыççăн чылайăшĕ каялла тухма пикеннĕ. Пурĕ те икĕ çемье çеç _ П. Маркидановпа Г. Кольцовăн _ тăрса юлаççĕ. Тепĕр çул П. Маркиданов колхоза тепĕр хут йĕркелесе яма тăрăшать. Ятне "Путь социализма" хураççĕ. Вăл 12 киле пĕрлештерсе тăнă. Çуркунне çак йышпа тырă акса хăвараççĕ. Пĕрчĕллĕ культурăсем аван çи-тĕннĕ. Тухăçа пуçтарса кĕртнĕ тĕле ял хĕрринчи çерем çине йĕтем тăваççĕ. Капансене çавăнта купалаççĕ. Кашнийĕ хăйĕн килĕнче илсе килнĕ лашасемпе аштараççĕ, çа-паççĕ. Тепĕр çулхине вара урхамахсене валли вите, кĕлетсем лартрĕç. Вĕсен çывăхĕнче пĕчĕк кăна пỹрт пурччĕ, унта Мильук тете хуралта тăратчĕ. 1934 çулта Мăн кун эрни хушшинче каçпа лаша вити çунса кайрĕ. Выльăхсене аран-аран кăларчĕç.

Çулла тăмпа улăма, арпана хутăштарса саман кирпĕчсем çапатчĕç. Çавăн пекех халăхпа калаçса Пăла çине шыв арманĕ лартрĕç. Ăна пăхса тăма Каншелĕнчи И. Андреева шанчĕç. Кĕркунне çĕнĕ тырра унта авăртрĕç.

П. МАРКИДАНОВ

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика