Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2013.04.16 Чăваш радио - тăван халăх сасси

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

Чăваш радио - тăван халăх сасси Раççей радио каналĕ çинче эфира тухакан Чăваш радио кăçал 87 çул тултарать.

1926-мĕш çулта радио хумĕсем çинче пĕрремĕш хут чăваш сăмахĕ янăранпа Чăваш радио итлекенсемшĕн чи тĕрĕс те тулли хыпар çитерекен массăллă информаци хатĕрĕ шутланать.

Чăваш патшалăх телерадиокомпани йышне кĕрекен радио эфирĕнче кашни кун республикăн политикăпа экономика, ялхуçалăхпа социаллă пурнăçĕпе, культурăпа искусствори пулăмĕсемпе паллаштараççĕ. Пур хыпарсене те вăхăтра тата чăвашла тĕрĕс пĕлтерме тăрăшаççĕ. Чăваш радио фондĕнче 40 пине яхăн архив материалĕ упранать. Çавна май радиоитлекенсем тĕрлĕ çулсенче çырнă чăваш авторĕсен чи лайăх хайлавĕсене итлеме пултараççĕ.

Тăван сăмах, тăван юрă пралуклă хыпарлавăн 1-мĕш кнопки, 67,04 УКВ-хумсем, республикăн кăнтăр енче пурăнакансемшĕн 70,85 УКВ-хумсем çинче янăрать.

Чăваш радио кăларăмĕсене çавăн пекех Интернетра, Чăваш патшалăх телерадиокомпани сайтĕнче, www.chgtrk.ru адреспа тупма пулать.

Чăваш радио Патăръел районĕпе те тачă çыхăнса ĕçлет. Кашни кĕçнерни кун ирхине 6 сехет çурăра "Юхма енĕм - Патăръел" кăларăм эфира тухать. Унта район ĕç- хĕлне, администраципе ахаль çынсем умĕнче тăракан çивĕч ыйтусене тăтăшах çутатаççĕ. Юхма енĕн паллă, пултаруллă, ĕçчен çыннисемпе паллаштараççĕ.

Чăваш радио коллективĕ пысăках мар. Кунта хăйсен ĕçне чунтан юратакан, пысăк ăсталăхпа пурнăçлакан корреспондентсем, ертсе пыракансем, сасă режиссерĕсемпе инженерсем, пурĕ - 26 çын тăрăшать. Вĕсен йышĕнче Раççей культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Маргарита Кабетова диктор, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем Галина Вастрюкова, Николай Мулянов, Иван Перов корреспондентсем. Ольга Тургай, Альбина Фомина, Владимир Тимофеев тата ытти журналистсен сассисене те радио итлекенсем лайăх пĕлеççĕ. Вĕсем хатĕрлекен "Ăраскал", "Паянхи кун", "Çула тухсан", "Кайри - мала" хит-парад, "Столичный курьер", "Открытая студия", "Ĕмĕр сакки сарлака" тата ытти кăларăмсене кăмăлласах итлеççĕ.

Майăн 7-мĕшĕнче Радио кунĕ тата çыхăну отраслĕнче ĕçлекенсен професси уявĕ пулать. Çак куна халалласа Чăваш радио ĕçченĕсем çулленех хăйсен итлекенĕсемпе тĕл пулусем йĕркелет.

Кăçал Чăваш радио кунĕ Патăръелте пулĕ. "Шупашкар калаçать" ятлă савăнăçлă уяв апрелĕн 24-мĕшĕнче Патăръелти культурăпа кану центрĕнче 15 сехетре пуçланать. Унта Чăваш радион паллă журналисчĕсемпе, ертсе пыраканĕсемпе курса калаçма пулать. Вĕсем Чăваш радион паянхи ĕçĕ-хĕлĕпе, тĕллевĕсемпе, передачисемпе паллаштарĕç, итлекенсен шухăш-кăмăлĕпе интересленĕç.

Унсăр пуçне радио ĕçченĕсем кăларăмсенче хускатакан темăсемпе сĕнỹсем, ыйтусем йышăнĕç.

Пултарулăх каçне килнĕ куракансем Чăваш радиоран асăнмалăх парнесем выляса илме пултарĕç. Уява чăваш эстрада юрăçисем те хутшăнаççĕ.

Тĕл пулăва пурне те йыхравлаççĕ, тỹлевсĕр кĕртеççĕ!

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика