Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2012.11.04Театр кунĕ пуриншĕн те усăллă иртрĕ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

 

      Шкул ачин пурнăçĕнче вĕренÿсĕр пуçне тата тĕрлĕ енлĕ аталанма, канма та вăхăт тупмалла. Шăпах усăллă кану кунĕ пулчĕ Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсемшĕн чÿк уйăхĕн 2-мĕш кунĕ. Кăнтăрла кĕçĕн классенче вĕренекенсем Патăрьелĕнчи культура центрĕнче Шупашкар артисчĕсем лартнă «По зелёным холмам океана» юмаха курса савăнчĕç, шкула çиçекен куçсемпе, савăк кăмăлпа таврăнчĕç. Каçхине вара аслă классенчи хĕрсемпе каччăсем тĕп хуламăрти çамрăксен театрĕ П.Осиповăн "Айтар" драми тăрăх лартнă спектакле пăхрĕç.

     "Айтар" драма шкул программинче те пур. 11 класра вĕренекенсемшĕн ку курав пĕлĕве çирĕплетмелли май пулчĕ тесен те йăнăш пулмĕ, вуннăмĕшсем вара ку хайлава кăçал шĕкĕлчĕç. Тăххăрмĕшсемшĕн те питĕ усăллă пулĕ, мĕншĕн тесен куçпа курнă произведение вуласа ăнланма çăмăлрах-çке.

     Артистсем епле чуна хускатмалла ăста вылянине лăках тулли зал киленсе пăхрĕ. "Айтар" драма мăн асатте-асаннесен йывăр шăпаллă пурнăçне куç умне кăларса тăратрĕ. Тăван литературăна шкулта вĕрентекенсем  те (залра вĕсем чылаййăнччĕ) çак çĕнĕ почерклă ĕçе пысăк хак пачĕç.

     Çак кану кунне йĕркелекенсене, паллах, пысăк тав!

Фоторепортаж
Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика