Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта -
http://batyr.cap.ru/
"Авангард" хаçат редакцийĕн хисеплĕ ĕçченĕсем, пичет ветеранĕсем, вулакансем!
Сире чаплă юбилейпа - "Авангард" хаçата никĕсленĕренпе 80 çул çитнĕ ятпа чун-чĕререн саламлатăп.
Сакăр теçетке çул хаçатшăн, паллах, сахал мар, çавăнпа "Авангарда" хăюллăнах "шурсухаллă" хаçатсен шутне кĕртме пулать: унăн пурнăç опычĕ те самаях пуян ĕнтĕ, вăл çĕр-шывпа пĕрле унăн историйĕнчи кăткăс самантсене те чăтса ирттернĕ, вулаканпа савăнăçне те, хуйхи-суйхине те пĕрле пайланă.
Çакна палăртма кăмăллă: çулĕсене пăхмасăрах "Авангард" хаçат чунĕпе çамрăк. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна чылай килте чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, пĕлỹлĕхпе çутăлăх патне туртнăшăн, çĕнĕ хыпарсемпе пуянлатнăшăн тав тăваççĕ.
Пĕр ỹстерсе каламасăрах "Авангард" хаçат çынсемшĕн - чăн-чăн чун апачĕ. Çакă, паллах, район хаçачĕн журналисчĕсен, ытти ĕçченсен ĕçĕ мĕн тери хисеплине, чыслине, çав вăхăтрах яваплине кăтартать.
Паян та хаçат хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, шухăш-кăмăлĕпе район администрацине, влаçăн кирек хăш юппине те витĕмлĕ пулăшу парать, халăхăн чăн пурнăç интересĕсене хỹтĕлессине тĕп вырăна хурать.
Эпир сирĕнпе пĕр ĕç тăватпăр - района малалла тивĕçлĕ утма пулăшатпăр. Малашне те пĕр шухăшлă пуласса, халăхăн пурнăç шайне ỹстерме пулăшасса шанатăп. Сире çак савăнăçлă уяв ячĕпе ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу, çĕнĕ çитĕнỹсем сунатăп. Хаçат пуласлăхĕ çутă пултăр!
Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов