Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта -
http://batyr.cap.ru/
Çĕнĕ çул уявĕ çывхарать. Ешĕл, илемлĕ елкă тавра ташлани, выляни нумайлăха ачасен ăсĕнче юлать. Анчах ачасен савăнăçне пушар тĕксĕмлетме пултарать. Çавăн пек инкек сиксе ан тухтăр тесен пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнмалла:
· ăшăтакан приборсенчен, теле-радиоаппаратурăран елкăна айккинерех çирĕп вырнаçтарса лартăр. Меллĕ пулма тата асăрханма елкăна çурт-йĕртен ирĕккĕн тухса кĕме чăрмантармалла мар лартмалла;
· ваткăран, хутран тата целлулоидран хатĕрленĕ теттесем, типнĕ чăрăш лăсси, шăрпăкран, çуртаран, бенгали çуттинчен тивсе кайма пултараççĕ. Çавăнпа хăвăрт тивсе каякан хатĕрсенчен тунă теттесемпе елкăна илемлетмелле мар;
· елкă çывăхĕнчи бенгали çуттине çутма, фейерверкпа, шартлакпа /хлопушка/, çуртасемпе усă курма, уçă çулăмпа çутатма юрамасть;
· елкăна çутатма заводра туса кăларнă электроярăмсемпе /электрогирлянда/ кăна уса курăр;
· ачасене хăйсене теллĕн иллюминаци çутма ирĕк ан парăр, вĕсене çулăмран хÿтĕлекен хатĕрпе сăхтарман ваткăран тата марльăран тунă костюмсем ан тăхăнтартăр;
Ас тăвăр, синтетикăран хатĕрленĕ искусственнăй елкăсем пушар тĕлĕшĕнчен хăрушă тата çуннă чухне сын сывлăхĕшĕн сиенлĕ наркăмăшлă япаласем кăлараççĕ.
Вут-çулăм тухнине асăрхасанах çийĕнчех пушар хуралне 01 номерпе шăнкăравласа пĕлтерĕр, сотовăй телефонпа 112 номерпе шăнкаравлăр (тÿлевсĕр) çынсене эвакуацилĕр те çулăма ал айĕнчи хатĕрсемпе сÿнтерме тытăнăр.
Маларах асăннă йĕркесене пăхăнсан уяв хаваслă лайăх кăмăлпа иртĕ.
Çĕнĕ çул ячĕпе!