Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

Патарьел район пуçлăхĕ Н.И. Глухов саламе

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

Хисеплĕ учительсем, вĕрентĕвĕн ĕçченĕсем тата педагогика ĕçĕн ветеранĕсем!

Хаклă ачасем тата ашшĕ- амăшĕ!

Сире Пĕлỹ кунĕ ячĕпе - çĕнĕ вĕренỹ çулĕпе чун - чĕререн саламлатăп! Çак кун пуриншĕн те хаклă: ачашăн та, çитĕннĕ çыншăн та. Кашнийĕнех пурнăçри çитĕнỹ шкултан пуçланать. Ачалăхра тата çамрăк чух илнĕ пĕлỹпе хăнăху - пурнăç тăршшĕпех пирĕнпе пĕрле.

 Пирĕн çамрăксем - шкул ачисем, паянхи кун вĕренмеллине, тарăн тата çирĕп пĕлỹ илмеллине ăнланассине, пурнăçри кирек мĕнле ыйтăва та кирлĕ шайра татса пама пултарассине шанатăп. Ăс - хакăл вăй - хăвачĕ - çыннăн чи хаклă пурлăхĕ, кашнин ăнăçăвĕ. Патшалăх тата общество пулăшăвне пула пирĕн районта вĕрентĕве аталантарма условисем пурри савăнтарать.

 "Пирĕн çĕнĕ шкул - наци пуçарăвĕ" проекта пурнăçа кĕртни, компьютер класĕсем нумайланни, шкул автобусĕсем туянни, профильлĕ классем уçни - пурте паянхи кун пурнăçласа пыракан ĕçсем.

Учительсене çăмăл мар ĕçĕсемшĕн, чуна парса вăй хунăшăн тата чăтăмлăхшăн, вĕрентекенсемшĕн тăрăшнăшăн тав тăватăп.

Пурне те чунран телей, шухăш - кăмăл çĕкленĕвĕ, тăнăçлăх, ырлăх, иксĕлми пултарулăх, ăнăçу тата пĕлỹ тĕнчинче çĕнĕлĕхсем сунатăп.

Патăрьел район пуçлăхĕ Н.И. Глухов

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика