Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2018.04.24 Пĕтĕм чăваш диктанчĕ: ирĕклĕн янăратăрччĕ чĕлхемĕр!

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

          Миçемĕш çул ĕнтĕ Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем тăван чĕлхене хисеплесе те юратса Пĕтĕм чăваш диктантне çырма кăмăл тăваççĕ. Тăван чĕлхерен çепĕççи, унран илемли те хакли урăх çуках çав! Диктанта çырма шкулта пурĕ 60 чăваш хутшăнчĕ:  5-9 классенче маттур вĕренекенсем  тата чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем Александр Артемьев çыравçăн «Тăван чĕлхе» прозăлла сăввине хаваспах шурă хут çине шăрçаларĕç. Пĕтĕм чăваш диктанчĕ пуриншĕн те чăн-чăн уяв пулчĕ.

     А. С.Артемьев калашле, тăван чĕлхен иксĕлми хăвачĕпе таса илемĕ çултан-çул ÿссех, аталансах пытăрччĕ! Ирĕклĕ çĕршывра ирĕклĕн  янăратăрччĕ  чĕлхемĕр! Унăн хăвачĕ ан çухалтăр, çултан-çул тĕрекленсе пытăр тесе пурте пĕрле тăрăшар.

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика