Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2018.03.06 Митта Ваçлейĕн илемлĕ тĕнчи

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

Митта Ваçлейĕн пултарулăхĕхалăх пуянлăхĕ

Вăл яш ĕмĕре упрама вĕрентет

Кам Митта кĕнекине алла илет:

вăл чăн-чăн поэзи пылакне тутанса пăхать…»

                                                   Чăваш халăх писателĕ А. Талвир

Пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче чăвашсен паллă поэчĕ, пирĕн ентеш - Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа 110 çул çитрĕ.

Патăрьелĕнчи тĕп вулавăшра поэта халалласа "Хурçă саслă поэт" курав уçăлнă. Тивĕçтерỹ пай ертỹçи Наталия Ракова вулакансене куравпа паллаштарчĕ, ентеш пурнăçĕпе пултарулĕхĕ çинчен "Митта Ваçлейĕн илемлĕ тĕнчи" калаçу ирттерчĕ.

Василий Егорович Митта 1908 çулта Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче çуралса ỹснĕ.

Пурнăçĕ çăмăл пулман пулас поэтăн, çапах та вăл Чĕмпĕрти чăваш педтехникумне пĕтерсе учитель ятне илнĕ, пĕр вăхăт тĕрлĕ шкулсенче ĕçленĕ, "Октябрь ялавĕ" (хальхи "Авангард") хаçатра та вăй хунă.

1932-мĕш çулта Шупашкара ĕçлеме куçнă.

Митта Ваçлейĕ - чăваш литературине юратакан кашни вулаканшăн паллă ят. Унра тасалăх, сăваплăх, ырă кăмăл çуталса-йăлтăрса тăрать. Ун хайлавĕсенче ăшă та сăпайлă, вашават та тỹрĕ чунлă кăмăл ялкăшса çунать.

Кĕске те йывăр шăпа тивĕçнĕ Миттана: ним çукшăнах, сăлтав тупса, ăна чылай çул ссылкăна янă. Тен, çавăнпах, унăн пурнăçĕ кĕске пулнă, 57 çултах, чĕри хавшанипе, вилсе кайнă чăваш сăмахĕн ăсти. Апла пулин те, Миттан сăвă-поэми вăхăт иртнĕçем тата çĕнĕ сĕм, унччен пулман пĕлтерĕшлĕ сулăм тупнă. Хăй пурăннă вăхăтра поэтăн икĕ кĕнеки çеç кун çути курнă пулсан, халĕ ун хайлавĕсене пухса икĕ томлă, пысăк калăпăшлă "Митта Ваçлейĕ: çырнисен пуххи" кĕнекине пичетленĕ (2004). Унта поэт-куçаруçăн сăввисем, поэмисем, куçарăвĕсем кĕнĕ.

Митта Ваçлейĕ - пирĕн халăхăмăрăн чысĕ, унăн чапĕ, нихçан чакми мухтавĕ. Çыравçă хăварнă литературăри эткерĕ - чăваш ăс-хакăлĕн иксĕлми пуянлăхĕ.

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика