Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта -
http://batyr.cap.ru/
«…Ачасен сывлăхне упрасси вăл –
санитарипе гигиена нормисене тата правилисене
пăхăнни, кун йĕркине, апатлану вăхăтне,
канупа ĕçе ылмаштарса пыни кăна мар.
Вăл чи малтанах вăй-халпа чун çирĕплĕхне
сыхлани, мĕншĕн тесен вĕсен çыхăнăвĕ
пултарулăхри тĕп савăнăç».
В.А. Сухомлинский
Сывлăхран хакли нимĕн те çук теççĕ ваттисем. Çак сăмахсемпе пурте килĕшеççĕ пулĕ, мĕншĕн тесен сывлăхлă çын пур енлĕн аталанма, вăй хурса ĕçлеме, тăрăшса вĕренме - тулли пурнăçпа пурăнма пултарать. Çакна шута илсе, сывлăх теми хальхи вăхăтра шкул пурнăçĕнче те питĕ пĕлтерĕшлĕ темелле. Шел пулин те, вĕренекенсем хушшинче çирĕп сывлăхлă ачасем питĕ сахал. Çакă чи малтанах вĕренÿ калăпăшĕ ÿснипе, телевизорпа компьютер умĕнче нумай ларнипе, ачасем сывлăхне сиенлĕ йăла-йĕркесемпе наркăмăшланипе, сахал хускалнипе çыхăннă. Çавăнпа та шкулăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри- ачасен сывлăхне çирĕплетесси, упрама вĕрентесси пулмалла. Паллах, сывлăхлă пулас тесен хăш-пĕр пулăмсене те асра тытмалла. Сывлăха еплерех упрасси пирки - тунинчен ытларах калаçатпăр эпир. Çакăн патне пациентсем те тухтăрӗсем те хăнăхса çитнӗ темелле. Çапах та манмалла мар, хусканусем туни - темле эмелрен те ытларах усă парать. Çакăн валли хальхи вăхăтра районсенче те мӗн пур мел пур. Ăçта бассейн çук? Е спортзала çӳреме май килмест-и? Йăлтах хамăртан килет. Ан ӳркен кăна. Кун йĕркине пăхăнни, спортпа туслă пулни - çын кун-çулне чылай мала тăсма пулăшать. Кунпа пĕрлех çирĕп сывлăх, ырă кăмăл-туйăм та тачă çыхăннă. Тухтăрсем çирĕплетнĕ тăрăх савăк кулă, лайăх кăмăл чи сиплĕ, тÿлевсĕр эмел шутланать.
«Сывлăха сутăн парса илме çук», - тенине те час-часах илтетпĕр. Апла пулин те, çамрăксем тулхăрса, харкашса, пĕр-пĕрин çине çилĕ кăларса çÿренине час-часах куратăн. Хăйсен сывлăхне туртса, ĕçсе сиен кÿнине те курма пулать. Юлашки çулсенче вара çамрăксем наркотиксемпе явăçнине асăрхатпăр. Шел пулин те, сывлăх чи хакли пулнине кая юлса ăнланатпăр эпир. Вара ун чухне чавса çывăх та çыртма çук. Таса сывлăха тем чул тавăрас тесен те тавăрма çук.
Çак инкексенчен сыхланас, хамăр сывлăха упрас тĕллевпе Ыхра Çырми вăтам шкулĕнче кашни класрах класс сехечĕсем, калаçусем, тренингсем, ашшĕ-амăш пухăвĕсем те иртрĕç. Вĕренекенсем чĕлĕм туртнин, эрех ĕçнин, наркотиксен сиенĕсем çинчен туха-туха калаçрĕç. Вĕсем хăйсен пĕлтерĕвĕсене интернет сайчĕсенчен, хаçат-журналтан тупнă. Сывлăха упрас тесен спортпа туслă пулмалли çинчен те калаçрĕç. Яланах пĕр-пĕринпе ырă кăмăллă пулмаллине те çирĕплетрĕç ачасем. Хаваслă, ырă çын çумне усал чир-чĕр те çыпăçмасть иккен.
Юлашкинчен çакăн пек пĕтĕмлетÿ патне килсе тухрĕç: «Сывлăх пулсан пурте пулать. Сывлăха упрама пĕлмелле. Пирĕн сывлăх хамăр алăра. Хăнăхма çăмăл, писме йывăр».