Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2017.11.27 Хусантан пысăк хавхаланупа, çĕнтерÿпе таврăнчĕç

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

     Çулсерен чÿк уйăхĕнче Халăх пĕрлĕхĕн уявĕ иртет. Çав ятпа Тутарстан тĕп хулине кăçал та тĕрлĕ халăх ывăлĕ-хĕрĕ пухăнчĕ. Кунта Раççейри аслă классенче вĕренекен шкул ачисен тваттăмĕш  вулавĕ иртрĕ. Вырăс, тутар, мордва, пушкăрт, чăваш, мари, удмурд ачисем тĕл пулчĕç. Вĕсем пурте-кĕрет мар (заочнăй) турта мала тухнисем, 300 ытла ĕç тăратнă. Кашни халăх ачи уйрăм секцире пайланса ĕçлерĕ. Пирĕн республика чысне Шупашкар районĕнчен икĕ ача, Патăрьел районĕнчен улттăн хÿтĕлерĕç. Ыхра Çырми шкулĕнче вĕренекен Алеева Рамзиля тутар секцийĕнче, Степанова Диана чăваш секцийĕнче хăйсен тĕпчев ĕçĕсене тухса хÿтĕлерĕç. Тутарстанри, Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăваш маттурĕсем те хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарчĕç. Çивĕч тупăшура Степанова Диана 2-мĕш степеньлĕ диплома тата сумлă парнесене тивĕçрĕ, Алеева Рамзиля- конференци дипломанчĕ пулса тăчĕ.

     Çак асăннă конференцире Ыхра Çырми шкулĕнче вĕренекенсем иккĕмĕш хут хутшăнаççĕ. Иртнĕ çул Диана пĕрремĕш вырăн йышăнма пултарнăччĕ.    Тĕпчевçĕсен чи лайăх ĕçĕсене „Развитие и сохранение национальных языков в поликультурном обществе” кĕнекене пухса, пичетлесе кăларнă. Степанова Дианăн ĕçĕ те çак кĕнекере кун çути курни - пысăк чыс.

    „Тăван чĕлхене аталантарассине тата упраса хăварассине Тутарстанра патшалăх программи туса пурнăçа кĕртме тăрăшаççĕ. Кунта пурăнакан кашни тĕрлĕ халăх çынни хисепре. Аякран килнĕ хăнасене яланах тарават.  Хусан тĕп хулинчен тутар халăхĕн чун тараватлăхне туллин туйса илтĕмĕр, чун-чĕре иксĕлми вăй-халпа тата лайăх кăмăл-туйăмпа пуянланчĕ. Пирĕн вăй- пĕр тĕллевпе чăмăртанса пĕрлешнинче!“ - çирĕплетрĕç конкурса хатĕрлекенсем- С.П. Кулакова тата Т.З. Тазетдинова Ыхра çырми вăтам шкулти чăваш тата тутар чĕлхипе литературине вĕрентекенсем.

   Малалла ăнтăлакансем тунă çитĕнÿсемпе кăна лăпланасшăн мар. Малашне те çĕнтерÿпе савăнтарас тĕллевлĕ. 

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика