Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта -
http://batyr.cap.ru/
Тĕл пуман пулсан аттепе анне,
Юратман пулсан весем пĕр-пĕрне.
Курас çукчĕ вĕт эп çак пурнăçа,
Тав тăвап сире пуçăма тайса.
Чăваш енре 2017 меш çула Аттепе анне çулталăкĕ тесе йышăннă, Çак çула халаласа районти культура учрежденийĕсенче ялти пултаруллă çемьесем хушшинче "Аттепе анне пулсассăн- пуринчен те эп пуян" конкурс ирттерме палăртнă.
Чỹк уйăхĕн 11 мĕшĕнче Анат Тармăшенчи культура çуртне çывăхри ялсенчен пултаруллă çемьесем килсе çитрĕç: Квасовсем- Çĕньял ялĕ, Нестеровсем- Анат-Тăрмăш ялĕ, Узалковсем- Нăрваш-Шăхаль ялĕ, Тагановсем- Шăхач ялĕнчен.
Кашни çемье сцена çинче тĕрлĕ конкурссене хутшăнса куракана йăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Жюри пĕтемлетĕвĕ хыççăн конкурсантсем сакăн пек номинацисене тивĕçрĕç:
"Чи сăпайлă семье"- Тагановсем,
Шăхач ялĕ "Чи туслă çемье"-Нестеровсем ,
Анат Тăрмăш ялĕ "Чи килĕшỹллĕ çемье" - Квасовсем,
Çĕньял ялĕ. "Чи пултаруллă çемье" - Узалковсем, Нăрваш Шăхаль ялĕ.
Нăрваш Шăхаленчи Узалковсен çемьи чỹк уйăхĕн 24 мĕшĕнче районти культура суртенче иртекен "Аттепе анне пулсассăн- пуринчен те эп пуян" конкурсра хутшанса Нарваш Шăхаль ял чысне хỹтĕлĕç.
Ăнăçу сунатпăр!