Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта -
http://batyr.cap.ru/
Халăх академикĕ Г.Н.Волков 90 çул тултарнине халалласа Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕнчи пиллĕкмĕш класра вĕренекенсем «Юратнă кĕнеке» вулав сехетне хастар хутшăнчĕç.
Ăна Светлана Никитина класс ертÿçи ертсе пычĕ.
Малтанах ачасем аслă педагогăн пурнăçĕнчи хăш-пĕр самантсемпе паллашрĕç. Вĕрентекен, академик, çыравçă, ăсчах, куçаруçă, критик, педагогика наукисен докторĕ, профессор, чăваш халăх педагогикине никĕслекенĕ...Тата мĕн чухлĕ сумлă ят! Хăйĕн ĕçĕсемпе тĕнчипех палăрнă çак тĕлĕнмелле сăпайлă çын! Ачасем юратса вулаççĕ унăн илемлĕ, çăмăл чĕлхепе çырнă пуян содержаниллĕ юмахĕсемпе калавĕсене. Пиллĕкмĕшсем вулав сехечĕ валли «Кил илемĕ» кĕнекене суйларĕç. Унти хайлавсене пĕрин хыççăн тепри черетпе вуларĕç. Пĕчĕк юмахсенче вара вун-вун ăрури пин-пин çын ăс-тăнĕ.
Кашни хайлав эпиграфĕ валли ваттисен сăмахĕ илнĕ автор. Вĕсенче мĕн тери тарăн шухăш!
Г.Н.Волков (Кашкăр Хуначи) килес ăрусем халăх йăли-йĕркисене манмасăр пурăнасса, кашни ача хăй ашшĕ-амăшне, тăванне, тăван çĕрне хисеплессе, упрасса хытă шанать. Вуланă хайлавсене тишкернĕ чух ачасем те çак шухăшсенех палăртрĕç.
«Йăваш чăвашпа усламçă», «Алăри ĕç», «Хыт кукара пĕр пус», «Ват çын — тăват çын», «Анне яшки — чи тутли», «Ăслă ача» тата ытти хайлавсем те килĕшрĕç пиллĕкмĕшсене.
Юлашкинчен юбиляра халалланă буклетсемпе паллашрĕç.Усăллă та кăсăклă иртрĕ вулав сехечĕ.