Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2017.09.05 Тăван шкула - çĕнĕ йышши парне!

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

 

Тăван шкул, юратнă шкул,

Ăс-тăн паратăн эс пире.

Выляттарса, шутлаттарса

Акатăн пĕлӳ вăрлăхне.

Нихçан та тухмĕç  чĕререн

Шкулти асамлă вăхăтсем.

Калатпăр тав сăмахĕсем,

Учительсем, сире,

Лайăх пулма вĕрентнĕшĕн пире!

 

Шкул вăхăчĕсенчен лайăххи мĕн пур-ши? Çак вăхăт çамрăклăхăн пĕр пайĕнчи тапхăр-çке! Юратнă вĕрентекенсем, пĕрремĕш тата юлашки шăнкравсем, пĕрремĕш юрату, юлташсем, ăсату каçĕ, шкула такăрлатнă сукмак кашни вĕренекеншĕн те, шкул пĕтернисемшĕн те   нихăçан та асран тухмасть. Çулран-çул пĕлÿ пухнă-çке унта. Çапла, кашни ачах хăй вĕренекен шкула юратать, ăна хăйĕн иккĕмĕш килĕ вырăнне шутлать. Çаванпа та пулĕ вăтам шкул выпускникĕсенчен чылайăшĕ тăван шкула май килнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ.

  Акă çĕнĕ вĕренÿ çулне Турхан шкулĕн выпускникĕсем Алексей Александрович  Косойкин, Александр Петрович Кудряшов, Александр Геннадьевич Кудряшов, Александр Сергеевич Лещев шкула  24 пинлĕх парне панă. Шкул картишĕнчи юпасем çинче çĕнĕ йышши  çутăсем  çутнă. Сăмах май, çамрăксем пурте пĕр класра вĕреннĕ, шкул пĕтерсен аслă пĕлÿ илнĕ. Кашниех пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă.

 Шкул директорĕ Валерий Осипов пулăшуçăсене тав сăмахĕ каларĕ, малашнехи пурнăçра çитенÿсем сунчĕ.

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика