Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта -
http://batyr.cap.ru/
Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн, республикăри врачсен пĕлĕвне анлăлатакан институтăн ертỹçисем тата К. В. Иванов ячĕллĕ историпе культурологи тĕпчев фончĕ пуçарнипе вĕсен ученăйĕсемпе тĕпчевçисем пирĕн тăрăха çитрĕç. Наука кандидачĕсемпе докторсен тĕллевĕ вырăнта упранса юлнă истори палăкĕсемпе паллашасси пулчĕ. Археологи картти çине кĕртнĕ-ха вĕсене. Анчах çамрăк ăру патне чĕрĕ калаçу çитерес тесен куçпа курмалла. Вырăнти халăхпа куçа-куçăн тĕл пулни мĕне тăрать тата. Ĕçлемелли, тĕпчемелли нумай наука ĕçченĕсен.
Район историйĕ те пуян пирĕн. Вăл пиншер çул каяллах пуçланнă. Историпе культурăн 12 палăкне патшалăх управа илнĕ.
Тикеш хулашне илер акă. Кунти вырăн культурăпа тата археологи енĕпе ыттисенчен малта тăрать. Хулашăн Х-ХII ĕмĕрти историне 1956 çулта А. Смирнов, 1985-1959 çулсенче Г. Федоров тата ыттисем те тĕпченĕ.
Хулаш хальхи Тикеш ялĕн хĕвелтухăç енне вырнаçнă. 2 гектар ытларах лаптăк йышăнать. Пысăк тĕмеске айккинченех курăнать. Тăпра купаласа çаврăннă пулнă ăна. Вăрă-хурахсем килсе тапăнасран сыхланмалла пулнах ĕнтĕ. Унтан канав чавнă. 4 йĕр тĕмескепе 3 йĕр канав уççăн курăнаççĕ. Авалхи палăка аса илтерекен паллă пур-ха кунта. Анчах çакă çеç çителĕксĕр. Тĕпчевçĕсем Тикеш хулашĕн историйĕ малашне те упранса юлтăр тесен çакăнта мĕн те пулин урăххи кирлине палăртаççĕ. Ыйтăва вара Патшалăх Канашĕ таранах çĕклеме сĕнеççĕ. Район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов çак шухăша ырларĕ. Пирĕн тăрăхра курмалли, сăнамалли, тĕпчемелли вырăнсем тата ытларах пуррине палăртрĕ. Хулашра чавса кăларнă орнаментсемпе илемлетнĕ чỹлмексене, чашăксене, ĕç хатĕрĕсене, ытти япаласене упрама вырăнта тунă музей пулсан та тем пекех аванччĕ.
Ученăйсемпе тĕпчевçĕсем çавăн пекех Аслă Чементи "Сувар" этнографи утарĕнче те пулчĕç. Ăна А. Туптов фермер тытса пырать. Анатолий Семенович хула çынниех. Ялта амăшĕ пурăнать. Пасар экономики тапхăрĕнче пĕрлештернĕ хуçалăхсем саланма пуçласан колхоз садне пăрахăçа кăларас темен. Ăна тирпейленĕ. Утар тытма пуçланă. Паянхи куна вĕлле хурчĕсен çемйисем çителĕклех. Этнографи паркĕ те илĕртĕллĕ, тирпейлĕ. Йĕри-тавра пĕр çумкурăк та ỹсмест. Çăл шывĕ тапса тăрать.
"Авалхи сăвар-пăлхар халăхĕсен эткерлĕхне сыхласа упрас тĕллевпе йĕркелерĕмĕр паянхи çул çỹлçỹреве. Маларах кỹршĕллĕ Елчĕк районĕнчи ялсенчи авалхи палăксене çитрĕмĕр. Килĕшрĕ пулас пурне те. Кирлĕ материалсем тупрĕçех тĕпчевçĕсем. Пирĕн тĕллев: çак аваллăх историне çитĕнекен ăру патне çитересси", терĕ каялла çула тухас умĕн гуманитари наукисен институчĕн директорĕ П. Краснов.
Хаклав
Геннадий Николаев, гуманитари наукисен институчĕн наука тата аталану енĕпе ĕçлекен директорĕн çумĕ.
_ Ученăйсен "десанчĕ" Патăрьел районне "анса" ларни ахальтен мар. Пăлхарсемпе паянхи чăвашсен пĕрпеклĕхĕ таранчченех тĕпчесшĕн вĕсем. Халиччен кăларнă кĕнекесем сахал мар. Анчах тĕпчемелли те çителĕклех.