Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2017.05.09 Çĕнтерỹ уявĕн кĕввисем _ чуна хумхантараççĕ вĕсем

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

72 çул ĕнтĕ çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче пĕтĕм çĕршыври ялсемпе хуласен тĕп урамĕсем тĕслĕрен хăмпăсемпе, ялавсемпе, чечексемпе тулаççĕ, кĕвĕ çемми вапа кашни çын чĕрине хумхантарать, кăмăлĕсене çĕклет... Пĕтĕм халăх Аслă Çĕнтерỹ уявне паллă тăвать. Çак уяв пĕр вăхăтрах савăнтарать те, хурлантарать те, мăнаçлантарать те.

Акă, Патăрьелĕнче те майăн 9-мĕшĕнче ĕç коллективĕсем, шкул ачисем, уйрăм çынсем "Нива" кафе умне пуçтарăнчĕç. Пĕлĕте çумăр пĕлĕчĕсем карса илчĕç пулин те Ленин проспекчĕ кĕрлесе çеç тăчĕ. Пурте Тăван çĕршывăн Аслă вĕрçинче пуç хунисене хисеплесе, вĕсене асăнса лартнă палăк умнелле илемлĕ колоннăсемпе, чуна пырса тивекен кĕвĕ çеммипе ерипен утрĕç. Кăçалхипе виççĕмĕш çул чĕррисемпе юнашарах "вилĕмсĕр полк" салтакĕсем те строя тăчĕç. Сăн ỹкерчĕксенчен ĕмĕрлĕхех 17-18 çулта юлнă вăрçă паттăрĕсем, тăван киле таврăнса çемье хушшинче ватăлнă ĕмĕрлĕх тĕнчене куçнă шурă çỹçлĕ салтаксем митинга пуçтарăннисене сăнаса пыраççĕ тейĕн. Вĕсене курсан чунра тата та ытларах паттăрлăх туйăмĕ çуралать, пирĕн тăрăхра çакнашкал геройсем пурришĕн чун савăнать.

Яланхилленх Ленин проспекчĕн икĕ енĕпе те шкул ачисем чĕрĕ коридор тунă, иртсе пыракансене уяв ячĕпе саламлаççĕ: "Çĕнтерỹ кунĕпе!", "Уяв ячĕпе!"... Митинга ертсе пыракансем _ Георги хăйĕвне йăтнă çамрăксем. Икĕ ушкăн çамрăк армеецсем чи малта хĕрлĕ, хура, сарă тĕслĕ пысăк пустав татăкĕсене мăнаçлăн йăтса пыраççĕ.

Ирпе ирех Паттăрсен палăкĕ умĕнче хисеплĕ караул пĕрин хыççăн тепри улшăнать. Митингăн чи-чи хаклă хăнисем вара _ кăкăр тулли орден-медаль çакнă салтак-ветерансем. Çулран-çул вĕсен йышĕ сахаллансах пынипе хамăр çумрисене тата та ытларах тимлĕх уйăрас, çамрăклăхне, сывлăхне шеллемесĕр туптанă мирлĕ пурнăçăн ырлăхне ытларах кăтартас килет.

Патăрьелпе Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Е. Семенов ертсе пынипе митинга Çĕнтерỹ ялавĕн копине, Раççей тата Чăваш Республикин ялавĕсене йăтнă çамрăк армеецсем уçрĕç. Аслă Çĕнтерỹ уявне уçнă хыççăн Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Ялуков вăрçă участникĕсене, тыл ĕçченĕсене, вăрçă ачисене уяв ячĕпе саламларĕ.

_ Майăн 9-мĕшĕ _ куççуллĕ уяв. Пире çутă пурнăç туса панă вăрçă ветеранĕсене пуç таятпăр, эпир вĕсен умĕнче яланах парăмра. Пирĕн хамăр çумри ветерансене ытларах тимлĕх уйăрмалла, вĕсен ячĕсене, хисепне ламран-лама куçарса пымалла, _ тесе тав турĕ митингăн чи хаклă хăнисене Н. Ялуков.

Ун хыççăн сăмах район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов илчĕ:

_ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ахрăмĕ кунран-кун аякка кайса пырать пулин те юнпа тата вут-çулăмпа туптанă Çĕнтерĕве упрама тăрăшмалла. Пурте пĕрле кар! тăрсан çеç мирлĕ пурнăçа тытса пыма пултарăпăр. Паянхи пурнăç вăрçă тĕлĕшĕнчен питĕ черчен _ хăш-пĕр патшалăхсенче пăшал сассисем илтĕнсех тăни пире те пăшăрхантарать. Çак синкерлĕхе тĕп тума халăхсен яланах пĕр чăмăрта пулмалла. Тавтапуç сире, пирĕн çутă малашлăхшăн, мирлĕ пурнăçшăн ырми-канми тăрăшнă ветерансемпе тыл ĕçченĕсем, вăрçă ачисем. Сирĕн паттăрлăха яланах асра тытма тăршăпăр, _ терĕ Рудольф Васильевич. Çак сăмахсене çирĕплетсе пĕр самант хура пĕлĕтсене икĕ еннелле сирсе тухнă ăшă хĕвел еннелле пуç хунă салтаксене сăнарлакан шурă кăвакарчăна вĕçтерсе ячĕ. Унпа пĕрлех шкул ачисем те алăра тытса тăракан вĕçен кайăксене ирĕке ячĕç, митингри çынсем тĕслĕрен хăмписене вĕçтерчĕç. "Урра!", "Уяв ячĕпе!" _ илтĕнсе тăчĕ лапамра.

Уявра Чăваш Республикин строительство, архитектура тата коммуналлă хуçалăх министрĕ В. Михайлов, райадминистрацин депутатсен Пухăвĕн председателĕн çумĕ П. Перепелкин, православи тата мăсăльман тĕнĕсен представителĕсем, Патăрьелпе Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Е. Семенов пурне те уяв ячĕпе саламларĕç. Сывлăхĕ хавшакрах пулнипе митинга килеймен вăрçă ветеранĕ, хисеплĕ педагог, Патăрьелĕнче пурăнакан Василий Сергеевич Воробьев запасри капитан чун-чĕререн каланă сăмахĕсене диктофонпа итлеме те кăмăллă пулчĕ: "Çĕр çинче урăх нихăçан та вăрçă ан пултăрччĕ", _ вĕçлеерĕ хăйĕн сăмахне 92 çулхи ветеран.

Ăшă сăмахсем хыççăн Паптăрьелĕнчи пĕрремĕшпе иккĕмĕш вăтам шкулсенчи, агропромышленность техникумĕнчи çамрăк армеецсен, районти тĕрлĕ çар чаçĕнче службăра тăнă салтак-ветерансен ушкăнĕсем, Афганистан тата Чечня вăрçисене хутшăннисен парачĕ пулчĕ. Унтан митинга хутшăннисем пурте паттăр салтаксене чысласа лартнă палăк умне чечек кăшăлĕсем хучĕç, ĕмĕрлĕх хĕлхемĕ умĕнче пуç тайрĕç. Курма килнисене вара районти культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем, ветерансен хорĕ, шкул ачисем уяв ячĕпе илемлĕ концертпа савăнтарчĕç.

Кăçалхи митинга халăх ытти çулхипе танлаштарсан хастартарах та пуçтарăннă. Парада Патăрьелсем çеç мар, ытти ял тăрăхĕсенчи çынсем, хуласенче пурăнакансем хисеплесе килни те уяв сĕмне пуянлатрĕ. Пурте çĕкленỹллĕ кăмăлпа, пĕр-пĕрне ырă сунса Çĕнтерỹ кунне халалланă митингран кăмăлтан саланчĕç.

Наталия Никитина

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика