Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2017.05.08 Тав сана, Çĕнтерÿçĕ салтак!

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

Тăван ял варринче шурă палăк,
Йĕркипех ешереç хурăнсем.
Çук манмастпăр сире, паттăр халăх
Вăрçăран килеймен салтаксем.
          Вăрçă… Çапла миçе миллион çыннăн куççульне тăкмарĕ-ши вăл? Миçе пин-пин салтакăн пурнăçне татмарĕ-ши? Çак хаяр та усал тăшман кашни килĕн алăкне шакканă. Кашни совет çыннин шăпине таптанă. Анчах пирĕн халăх парăнман, вутра çунсан та фашист ытамĕнчен  хăтăлма пултарнă. 
           Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хăйсен вăйне, сывлăхне шеллемесĕр çĕнтерĕве çывхартнă салтаксене чысласа лартнă Сителти палăк умĕнче çак паттăрсене хисеп туса митинг  иртрĕ. Унта Аслă Арапуç тăрăхĕн пуçлăхĕ С. А. Никитин, районти депутатсен пухăвĕн депутачĕ Д. П. Выросов, Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе саламласа поселенинчи пĕртен пĕр сывă Василий Федорович Ляков ветерана пире тăнăçлă пурнăç парнеленĕшĕн тав турĕç, асăнмалăх парнесем пачĕç. 
           1418 кун кĕрленĕ вăрçăра пирĕн ялтан 143 паттăр хаяр тăшманпа кĕрешнĕ. Çаксенчен 80 каялла таврăнса тăван çĕрĕн таса сывлăшĕпе сывлайман, ешĕл симĕс улăхĕсемпе утайман. Вĕсем çынсем кунран-кун вăрансан сарă хĕвелпе киленейччĕр,  çут тĕнчепе савăнса пурăнччĕр тесе тăшман хирĕнче паттăррăн пуçĕсене хунă. Митингра кашнийĕшĕн хушаматне асăнса халăх пĕр минут шăп тăрса пуçĕсене тайрĕ, вĕсен çынсемшĕн тунă пархатарлă ĕçĕсене нихăçан та асран кăларманнине çирĕплетрĕ. 
           Çĕнтерÿпе таврăннă салтаксене, ял-йыша çак сумлă кунпа саламласа шкул ачисем сăвăсем каласа, юрăсем юрласа хавхалантарчĕç, чĕрисенче паттăрлăх туйĕмĕ çуратрĕç. 
           Митинг çĕршывĕпех йăлана кĕнĕ «Вилĕмсĕр полкпа» вĕçленчĕ. Унта ватти-вĕтти, асли-кĕçĕнни пĕр шухăшлăн пулса ял урамĕ тăрăх хăйсен вăрçăра паттăррăн çапăçнă тăванĕсен, кÿршисен, пĕлĕшĕсемпе юлташĕсен сăн ÿкерчĕкĕсене йăтса утрĕç. Шанас килет, çак ырă пулăм пирĕн хушшăмăрта малашне те  упранĕ, аталаннă çем аталанса çеç пырĕ.

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика