Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2017.04.28 Аслă Вĕрентекенĕмĕр халалне асра тытса пурăнар

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

Çулсерен ака уйăхĕнче чăваш чĕлхи эрнине  ирттересси ырă йăлана кĕчĕ. Кăçалхи çул  вăл ака уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшĕччен пычĕ.

Ыхра Çырми вăтам шкулĕнче эрне питĕ тухăçлă, усăллă, хаваслă иртрĕ.   Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Кулакова С.П. ертсе пыракан «Хунав» кружок членĕсем чăваш чĕлхи кунне халалланă шкул хаçатне кăларса çакрĕç. Унта шкулти чи пултаруллă ачасем çинчен паллаштарнă, чăвашлăхпа çыхăннă материалсене çутатнă. Чăваш литератури урокĕсенче кашни ача паллă çынсем - чăваш халăхĕпе чĕлхи çинчен каланă ăслă шухăшсене, Яковлевăн халалне вуласа ăса хыврĕç. Пуçламăш классене вĕрентекен Майков С.П. пĕчĕккисемпе «Юмах тĕнчинче» вулав каçĕ ирттерчĕ. Тĕрлĕ вăйă-конкурс йĕркелерĕ. Ачасем валли çырнă И.Яковлев калавĕсене вуласа тишкерчĕç.

Эрнере 5-8 класри пултаруллă ачасем хушшинче “Туслăх хĕлхемĕ” конкурс иртрĕ. 8-мĕшсем чи пултаруллисем пулчĕç. 11-мĕш класра “Аттепе анне пулсассăн, пуринчен те эп пуян” уçă урок иртрĕ,  “Тав тăватăп аттепе аннене” пултарулăх каçĕнче ачасем чăваш халăх юрри-ташшипе савăнтарчĕç. Чĕлхене, атте-аннене мухтакан сăвăсем шăрантарчĕç. “Яковлев вулавĕсем” кашни класрах пулчĕ. Унта ачасем Яковлевăн çитĕннĕ вăхăчĕпе паллашрĕç.  32 ача “Пĕтĕм чăваш диктанчĕ” акцие хутшăнчĕ.

8 ача диктантпа  “пиллĕк”  паллă илме пултарчĕç.

Нăрваш Шăхаль вăтам шкулĕнче Чăваш чĕлхи кунне халалласа  ирттернĕ “Сарпи вулавĕсем” пултарулăх уявĕнче хутшăнчĕç. Хĕрсен ушкăнĕ вăйă картинче чăваш ташшипе савăнтарчĕ. 8-мĕш класра ăс пухакан Степанова Диана сăвă конкурсĕнче 3-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕ.

Эрнен юлашки кунĕнче, акан 25-мĕшĕнче 6-8-мĕш класра вĕренекенсем чăваш литература урокĕнче И.Я.Яковлев патне çыру çырчĕç. Ачасем унта хăйсен кулленхи ĕçĕ-хĕлĕ, çитĕнĕвĕсем çинчен пĕлтерчĕç, шкул хыпарĕсемпе те паллаштарчĕç. Чăваш чĕлхи эрни мĕнле иртсе кайни çинчен хăйсен шухăшĕсене çырса кăтартрĕç.

Эрнипех коридорта чăваш юрри-кĕвви янăрарĕ. Пурте пĕр-пĕринпе чăвашла калаçма тăрăшрĕ. Эрне аван иртрĕ. “Кирек мĕнле ĕç те вăл пултарулăх: çав пултарулăха ялан туптамалла”- çакăн пек пĕтĕмлетÿ турĕ шкул директорĕ М.М.Сайдашев чи пултаруллă та хастар ачасене дипломсем парса чысланă май.

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика