Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2017.04.27 Патăрьелсем те хастар хутшăнчĕç «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017» акцине

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

 Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Енри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телекуравĕ, Тăван радио, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2017» акци ирттерчĕç.

      Пĕтĕм чăваш диктантне çырассин тĕп тĕллевĕ –чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ÿстересси. Кашни çын чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси, чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме майсем туса парасси вара тĕп задачăсенчен пĕри шутланаççĕ.

     Патăрьел районĕнчи вĕрентекенсемпе вĕренекенсем «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017» акцине пĕтĕм кăмăлтан хутшăнчĕç.Диктант текстне хатĕрлекенсем чăвашсен паллă ăсчахĕ, этнопедагогĕ Геннадий Волков  çырнă  «Ăслă ача» хайлавне суйласа илнĕ.

    Вăтам тата пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ паракан 15 шкулти  чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем ертсе пынипе районта  пурĕ 575-ĕн, вăл йышра вĕрентекенсем 14, 6 -11-мĕш классенче вĕренекенсем ятарлă бланксем çине диктант çырчĕç. «Пиллĕк» паллă илнисем кăçалхи çул 171 пулчĕç. «Тăваттă» палла 248 -ăн, «виççĕ» палла - 173 - ĕн тивĕçрĕç. Аса илтеретпĕр: пĕлтĕр çак акцине 635 çын хутшăннăччĕ, вĕсенчен «пиллĕк» илнисем 204 – ăн пулнă.

    Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкулта пурĕ 104 çын диктант çырнă. Вăл шутра 40 вĕренекен «5» паллă илнĕ (ертÿçĕсем Марина Иванова, Галина Хлебникова, Татьяна Дмитриева),  Аслă Арапуç вăтам шкулĕнче 80 ача çырнă,  вăл шутра 16 ача «5» илнĕ (ертÿçĕсем – Елена Сорокина, Валентина Савинова, Алевтина Селиванова), Сăкăт вăтам шкулĕнче 74 çырнă, 27-шĕ «5» илнĕ (ертÿçĕсем - Надежда Кудряшовăпа Елена Анюрова), Аслă Чемен вăтам шкулĕнче 55 ачаран 11–шĕ «5» илнĕ (ертÿçĕ - Эльвира Селиверстрова),  Хирти Пикшикри вăтам шкулта 42 çырнă, 9 ĕçе «5» паллăпа хакланă, вăл шутра икĕ вĕрентекен çырнă (ертÿçĕсем  - Иринăпа Леонид Пестровсем).

      Патăрьелĕнчи 1-мĕш, Ыхра Çырми, Нăрваш Шăхаль, Пăлапуç Пашьел, Турхан вăтам шкулĕсенче, Çĕнĕ Ахпÿрт, Алманчă, Кивĕ Ахпÿрт, Çĕньялти, Ишлĕ Шетмĕри пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ паракан шкулсенче вĕрентекенсемпе вĕренекенсем те диктанта ăнăçлă çырчĕç.

    Кашни çын çак акцие хутшăнни вăл чăваш чĕлхи пуласлăхĕшĕн сасăланипе танлашать тесе шутлаççĕ ку пархатарлă ĕçе пуçлакансем.

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика