Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта -
http://batyr.cap.ru/
Хальхинче Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕн акт залне поэзие юратакансем пухăнчĕç. Малтанах 6-мĕш класри Катя Матвеева тата София Матюшкина тăван чĕлхе çинчен каланă сăвă йĕркисене тимлĕн итлерĕç ачасем. Чăваш тумĕ тăхăннă хĕрачасем илемлĕн те мăнаçлăн янраттарчĕç вĕсене. Кĕçех Светлана Никитина вĕрентекен сăвă калакансен конкурсĕ пуçланни çинчен пĕлтерчĕ, вăлах ăна ертсе пычĕ. Конкурс икĕ номинаципе иртрĕ. «Атте-аннерен хакли çук!» номинацие Чăваш Республикинчи Ашшĕпе Амăшĕн çулталăкне халалланă, тепри вара Раççейри Экологи çулталăкне халалласа «Çут çанталăк — тупра, эсĕ ăна упра!» ятпа иртрĕ. Мĕн чухлĕ сăвă янăрарĕ конкурсра! Ачасем сумлă поэтсен сăввисене те суйланă, пĕрремĕш утăмсем тăвакан авторсене те хисеп тунă. Атте-аннерен хакли çуккине чăннипех те ĕнентерчĕç вĕсем. Конкурса хутшăнакансем çут çанталăк илемĕпе киленни те, унăн тусĕ пулма тăрăшни те, сăтăрçăсемпе хирĕç кĕрешме хатĕр пулни те сисĕнчĕ уявра.
Атте-анне çинчен сăвă каласа 5-6 классем хушшинче малти вырăна 5 класри Ксения Степанова тата 6 класри Наталия Сакмарова тухрĕç, иккĕмĕш вырăнта — 6 класри Чебоксаров Максим, виççĕмĕш вырăнта 5-мĕш класри Евгений Шаймановпа Александр Герасимов пулчĕç. 7-8 классем те хастарлăхпа палăрчĕç. Малти вырăнсене 8 класри Ирина Мазякова, 7 класри Алексей Бахитов, Ирина Христофорова çĕнсе илчĕç. Çут çанталăк темине хапăллакан 5-6 класс ачисем хушшинче 6 класри София Матюшкина, Екатерина Матвеева, Александр Шайманов , 5 класри Валерия Максимова вĕренекенсене палăртмалла. 7-8 класс ачисем хушшинче пĕрремĕш вырăна тухнă 8 класри Лидия Храмова Я.Ухсайăн «Юратрăм эп, хирсем, сире...» сăввипе савăнтарчĕ. Çак класри Ксения Черновăпа Илья Киданов та маттур пулчĕç. 7 класри Светлана Матюшкинăн та сăвă калас ăсталăхĕ пысăк. Вăл Николай Исмуковăн «Й́ăмра» хайлавне чуна тивмелле шăрантарчĕ.
Асаттесен-асаннесен халалĕ -
Ытарайми паха тăван чĕлхе!
Хĕрÿллĕ сăвăçсемпе вăл калĕ
Хăватлă шухăшсем этемлĕхе.
Хусанкай каланă çак сăмахсем тĕлĕнмелле паха! Ачасем поэтсен сăввисене вуласа, итлесе чунĕсене пуянлатрĕç. Атте-аннене хисеплес туйăма тата та çÿлерех çĕклерĕç, çут çанталăк тусĕсем пулма хавхаланчĕç.