Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2017.04.25 Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017 çул

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

Патăрьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 1-мĕш вăтам шкулти  чăваш чĕлхин пуянлăхне упракансем, вĕрентÿçĕсемпе вĕренекенсем те алла ручка  тытса парта хушшине ларчĕç. Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче чăвашлăх  туйăмĕ  тапса  тăракан  хастарсем «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие хутшăнчĕç.  Атте –анне панă чĕлхе вăрттăнлăхĕ  хăш шайра пулнине тĕрĕслерĕç.

13 сехетре аудиторине вырнаçса ларса Наци радиовĕнче ĕçлекен çамрăк журналистăн  Мария Самделован çепĕç те кăмăллă сассине тимлĕ итлесе диктант йĕркисене шăрçаларĕç. Чăваш диктантне ытларах 7-9-мĕш класс ачисем çырчĕç. Аслă педагог, ăсчах, этнограф Волков Г.Н. ăса вĕрентсе çырнă «Ăслă ача» калав пурне те килĕшрĕ, чун-чĕринче ырă кăмăл çуратрĕ.

Тăван чĕлхене юратакансен тата  пĕлме тăрăшакансен йышĕ нумайланни  савăнтарать.

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика