Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2017.04.20 Чăваш чěлхи эрни

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

Шăнкăртамри  Э.З.Феизов профессор  ячӗпе хисепленекен  вăтам шкулта ака уйӑхӗн 15 — мӗшӗнче чăваш чěлхи эрни пуçланчě.

Чи малтан классенче «Чӑваш Республики» темӑпа уроксем иртрӗç, уроксенче вӗрентекенсем ачасемпе Тӑван ҫӗр-шыв, тӑван тавралӑх, халӑх шӑпи, чӑваш ҫыннин йӑли-йӗрки, чӑваш чӗлхине упрасси ҫинчен калаҫрӗҫ.

Тутар ачисем эрне тăршшепех чăвашла каласаççӗ.

Шăнкăртамри  Э.З.Феизов профессор  ячӗпе хисепленекен  вăтам шкулта ака уйӑхĕн 18-мĕшĕнче 9акласра «И.Я.Яковлев- чăваш халăхне çутта кăлараканĕ» ятлӑ темӑпа уçӑ  урок  иртрӗ.Чăваш чěлхи вӗрентекенӗ Павлова Л.В. хăйĕн вĕренекенĕсемпе куçăмлă майпа урок  тăршшĕпех  экскурсинче  пулчĕç. 

 «Чăваш çĕнĕ çырулăхне йĕркелесе, пуçарса янă çын Иван Яковлевич Яковлев пулнă. Вăл чăваш историне,  тăван халăха çутта кăларас енĕпе, улăпла ĕçсем тунипе çеç мар, чăваш литературине аталанма, культурине пур енлĕн ешерме пулăшнипе те кĕрсе юлнă.

Иван Яковлевич Яковлев ячĕ чăваш халăхĕшĕн яланах хисеплĕ те чыслă пулнă. Унăн чапĕ халăхсем хушшинче çултан-çул анлăрах сарăлса пырать. Чăваш хресченĕсем  И. Я. Яковлева «çутта кăларакан», «ăс паракан», «пирĕн ырă çыннăмăр» тесе чĕннĕ, вăл уçнă шкулăн ĕçĕсене пысăка хурса хакланă. «Чăваш шкулĕ пирĕншĕн хĕвел вырăнне пулчĕ», «Чăваш шкулĕ хресчен куçне уçрĕ» тенисем халичченех упранса юлнă. И. Я. Яковлев чăваш çырулăхĕшĕн, наци чĕлхи аталанăвĕшĕн, халăх культуришĕн пысăк ĕç тунă, нумай вăй хунă. Çавăнпа та унăн ячĕ чаплă, сумлă, хисеплĕ ята тивĕçлĕ пулчĕ»- тесе пĕтемлĕтнĕ уçӑ урока Лидия Валериевна.

Вĕсем презентации тата видео материалĕ  урлă  И.Я.Яковлев пурнăçӗпе паллашса нумай çĕннинеи лчĕç.  Ачасем  тĕрлĕ ĕçсем пурнăçларĕç.  Урок пурне те килешрӗ.

Ака уйӑхĕн 19-мĕшĕнче Павлова Л.В вĕрентекен 7-мӗш а тата б классем хушшинче  «Эпир  маттур ачасем!» вӑйӑ - конкурс   ирттерчӗ. Пурӗ 4станци  пулчӗ: тупмалли юмах, паллă  çынсем, чăваш чĕлхи, культура тата фольклор. Кашни  станцинче ушкăнсем хастар ӗçлерӗç. Ушкăн ячĕсем: 7а класс  - «Туслăх»,  7б класс - «Асамат кеперӗ». Ăмăрту питĕ хастар иртрĕ. Ку вӑйăра «Асаматкеперӗ» ушкӑн 300 балл пухса «çӗнтерӳçӗ»  пулса тăчĕ.

Ҫӗнтерӳçӗсене  саламлатпӑр!!!

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика