Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта -
http://batyr.cap.ru/
Пурнăçра этем туслăхсăр пурăнма пултараймасть. Тус, юлташ- чун-чĕрене хаваслăх тултарать, хуйха-суйха сирет. Туслăх чи малтан- çемье ăшшинчен, атте-аннерен, çывăх тăвансенчен, пĕрле вăренекенсенчен пуçланать. Туспа тус килĕшÿллĕ пулни –ырă кăмăллăх палли.
Ыхра Çырми вăтам шкулĕнче чăваш, тутар, вырăс ачисем пĕр çемьери пек килĕштерсе пĕр чăмăра чăмăртанса вĕренеççĕ, ĕçлеççĕ, уявсенче пĕрле савăнаççĕ.
Ачасем хушшинче туслăха çирĕплетес, хутшăнăва тата та вăйлатас, пултарулăха аталантарас тĕллевпе, чăваш чĕлхи эрнин планĕпе килĕшÿллĕн тăван ен культурине вĕрентекен Тазетдинова З.Ш. тата чăваш чĕлхипе литературине тимлекен Кулакова С.П. „Туслăх хĕлхемĕ“ конкурс ирттерчĕç.
5-8 мĕш класри ачасен пилĕк станци витĕр тухма тиврĕ. „Чĕлхе- халăх мулĕ“, „Çут çанталăка сыхласа çын хăйне сыхлать“, „Тăван кил ăшши-атте-анне ăшши“, „Тăван ен историйĕ, культури, хутшăнăвĕ“, „Пирĕн пултарулăх“ станцисенче ачасем чăваш чĕлхине, литературине, тăван ен культурине, историне мĕн шайра пĕлнине, юрра-ташша ăста пулнине кăтартрĕç. Пултарулăх конкурсĕнче ачасен чун тараватлăхне туллин туйса илтĕмĕр, чун-чĕре иксĕлми вăй-хăватпа тата лайăх кăмăл-туйăмпа пуянланчĕ. Пур ушкăн та дипломсене тивĕçрĕç, 7-мĕшсем вара –Çĕнтерĕçĕсем пулчĕç.
„Ăс-пуçа шутлаттарма пĕлни, пухнă ăс-тăнпа пĕлсе те тĕрĕс усă курни пурнăçра питĕ кирлĕ. Çут-çанталăк, атте-анне панă ăс-хакăла, тавçăрулăха аталантарса пырас тесен нумай вуламалла, сăнамалла, тĕпчемелле. Пирĕн туслăха тусан та ан хуплатăр! Пирĕн вăй - пĕр тĕллевпе чăмăртанса пĕрлешнинче!“. Çапла пĕтĕмлетÿ турĕç жюри членĕсем.