Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2017.04.19Чăваш халăхĕн тумтирĕ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Алманчă шкулĕнче чăваш халăхĕн çи-пуçне  халалланă конференци Галина Петровна Генералова – чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ ертсе пынипе иртрĕ. 

Кашни класранах ачасем йышлăн пухăнчĕç. Вĕсем чăваш халăхĕн тумтирĕн уйрăмлăхĕпе паллаштарчĕç. Пурне те пĕр пуянлăх пĕрлештерет: хитре тĕрĕ тата укçа-тенкĕрен тунă капăрлăх.
            часем асламăшсен арчисенчен тĕлĕнмелле япаласем турта-турта кăларнă. Чăвашăн пуянлăхĕ анлă та сарлака: тĕррисем, эрешĕсем, тĕртсе тунисем, çыхса тунă эрешсем, шăрçа тĕрĕсем -- тем те пур. Эпир вĕсемпе савăнатпăр, киленетпĕр. Шӳлкеме, хĕрес çакки, çуха, тевет, масмак тата ытти çи-пуç пайĕсене халĕ сахал çын пĕлет. Вĕсемпе тĕрĕс усă курмашкăн та пурте пултараймаççĕ.

18-мĕш ĕмĕрти кĕмĕл укçаран тунă çак хушпусемпе ама çаккисем чăвашсен ĕмĕртен-ĕмĕре пынă ăс-хакăл пуянлăхне упраççĕ. Çемьесем вара вĕсене ăруран ăрăва, сыпăкран сыпăка параççĕ.
            Асаннесен арчисем паян ламран-лама куçса пынă чăвашсен тумтирĕпе пĕрлех авалхи йăла-йĕркене упраççĕ. Çак паха пурлăха çамрăксене парса хăварасси халĕ аслă ăрурисен тивĕçĕ пулнине палăртса хăвартăмăр.

Тăван халăхăн авалтан пыракан пуян тумтирĕ халĕ ачасемшĕн кăсăклă пулнине куртăмăр.

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика