Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2017.04.06 Кивĕ сăн ÿкерчĕксен пуянлăхĕ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

                                  “Çырнисенчен нимĕн те сăн ÿкерчĕк тĕрĕслĕхĕпе танлашаймĕ”,- тенĕ пĕр ăслă  философ. Çак сăмахсен чăнлăхне паян кашниех туять пуль. Калав-юмах вуланă чухне те, истори кĕнекине тытсан та эпир тÿрех ÿкерчĕкне шыратпăр вĕт. Çаплах пирĕн асатте-асаннесен вăхăтĕнчи е унран та маларах тунă сăн ÿкерчĕксем те питĕ нумай каласа параяççĕ.

    Шăпах çакна тĕпе хурса Ыхра Çырми вăтам шкулĕнче вĕренекен ачасемпе кружокра  „Кивĕ сăн ÿкерчĕк пуянлăхĕ”  темăпа калаçу- тĕпчев йĕркелерĕç.

Кулакова С.П. вĕрентекенпе Тазетдинова З.Ш. музей ертÿçи ачасене хăйсем тавра пуçтарчĕç те пĕрре пăхсан ахаль пек курăнакан кивĕ сăн ÿкерчĕксене тимлĕрех сăнама хистерĕç.

 Палăртнă темăн пĕлтерĕшне анлăлатма, кашни ача килĕсенчен илсе килнĕ сăн ÿкерчĕк вăрттăнлăхне уçса пама тăрăшрĕ. Тин кăна хаваслăн ахăлтатса  калаçакан ачасем те сасартăк тарăн шухăша путрĕç.

Яна Майкова кивĕ сăнсем таса туйăмлă пулнине палăртрĕ. Вăл сăн ÿкерчĕк тăрăх хăйĕн кукамăшĕ çинче чарăнса тăчĕ.

Майкова Мария Григорьевна 13 ача çуратнă. 9 тĕпренчĕкне пурнăç çулĕ çине тăратнă. Ача амăшĕн медальне илме тивĕç пулнă. Ĕмĕрĕпе тăван хуçалăхра ĕçлесе пурăннă. Паянхи кун Мария Григорьевна пирĕнпе çук пулсан та сăнĕ шкулти „Нумай ачаллă хĕрарăмсем“ стендра вырăн тупнă.  

Павлик Сорокина вара ĕлĕкхи çынсем мĕнле пурăнни кăсăклантарать. Алă вĕççĕн çурлапа тырă вырни, авăн çапни, арман авăртни тата ытти те –пурне те ун умĕнчи кивĕ сăн ÿкерчĕксем кăтарса параççĕ.  Вĕсен тумĕсене сăнаса питĕ тĕлĕнчĕ: „Çăпатапа мĕнле çÿренĕ-ши вĕсем, енчен те эпир çу каçа темиçе мăшăр пушмак çĕтсе кăларатпăр пулсан?“.  

Петрякова Софьяна та вĕсен çи-пуçĕ кăсăклантарчĕ. Уйрăмах туй арăмĕн капăрĕ тыткăнларĕ хĕр ачана. Палламан хĕрарăм илемлĕ чăваш тумне тăхăннă, пуçĕнче-хушпу, хулпуççи урлă тевет çакнă. Хаваслă кăмăл-туйăмпа уява кайма хатĕрленнĕ курăнать.

Акă Абужаров Андрей кукашшĕн сăн ÿкерчĕкне илсе килнĕ. Кунта ун кукашшĕ, Абужаров Валентин  Яковлевич „Районти чи лайăх конюх” ята тивĕçнĕ хăйăва çакса янă. Шăп çав вăхăтра ÿкерттернĕ иккен. Мăнаçланса каласа пачĕ Андрей кукашшĕ çинчен. Ĕмĕрĕпе лаша пăхса, вĕсене чунтан юратса пăхнипе тивĕçнă пулнă çак хисеплĕ ята çамрăклах ун кукашшĕ. Акă кунтах çынсем йăлăмра ĕçленине кăтартнă. Акă тата çынсен сăнĕсенче вăрçă ахрăмĕ йĕрленнĕ.

Çак сăн ÿкерчĕксене пăхнă вăхăтра ачасен куçĕнче те хурлăх туйăмĕ сисĕнчĕ. Тата чылай сăнсем тавра калаçрăмăр ачасемпе. Ачасем шухăшĕсемпе паллашма питĕ кăмăллă пулчĕ. Эппин вĕрентекенсем калас тени ачасем патне çитрĕ. Иртнĕ çулсенчи самантсене нумай чухне кĕнекесенчен кăна пĕлетпĕр. Сăн ÿкерчĕксем вара çав вăхăта лайăхрах сăнлаççĕ. Ун чухнехи йывăрлăхсене, тыткаларăшсене туллинрех уçса параççĕ. Чăвашсем питĕ лăпкă, хитре, сăпайлă пулни унта тÿрех курăнать. Ачасем çак япала малашнехи ăрусемшĕн мĕн тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнланчĕç, кивĕ сăн ÿкерчĕксене хисеплеме шантарчĕç.

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика