Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2017.03.22 Сывлăх-чи хаклă тупра

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

             Сывă пурнăç йĕркипе пурăнасси – кашни çыннăн тивĕçĕ пулмалла. Анчах темшĕн çакна пурте пăхăнса пурăнма пултараймаççĕ.

           Сывлăхпа выляма юрамасть. Ăна каялла тавăрма питĕ йывăр е пачах та çук. Темле пысăк укçа та пулăшас çук хăрушă чиртен сывалма, çавăнпа хамăр сывлăха хамăрах упрама, çирĕплетме тăрăшар!

    Сывлăх – чи хаклă пуянлăх. Ăна упрама вĕрентесси ашшĕ – амăшĕсенчен те, вĕрентекенсенчен те килет. «Сывă пурнăç йĕркишĕн» уйăхлăх иртнĕ май Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕн 6 класĕнче вĕренекенсем  Ирина Матюшкина класс ертÿçи  ертсе пынипе «Сывлăх – чи хаклă тупра» класс сехечĕ ирттерчĕç.

Калаçу вăхăтĕнче ачасем çак каларăшăн пĕлтерĕшне хăйсем мĕнле ăнланнине палăртрĕç.Вĕсем пирус туртнин, эрех ĕçнин тата наркотиксен сиенĕ çинчен пĕлнине катартрĕç. Çак темăпа йĕркеленĕ презентацие кăсăклансах пăхрĕç.  Сывлăхлă пулас тата нумай пурăнас тесен мĕнле апатланмалла-ши? Çак ыйту тавра хатĕрленĕ калаçу вĕренекенсене уйрăмах хумхантарчĕ. Сывлăх – чи хаклă тупра, ăна мĕн пĕчĕкрен упра тесе пĕтĕмлетрĕç улттăмĕшсем.

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика