Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2017.02.08 Сăвă вулакансен конкурсĕ— Петĕр Хусанкай ячĕпе

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

 

 

Мĕн-ши вăл Тăван çĕршыв?

Аякра-ши, çывăх-ши?

Аякра та, çывăх та,

Каласа парам, тăхта!

 

Ку сăвă йĕркисем ПетĕрХусанкай чăваш халăх поэчĕ шăрçаланă "Тăван çĕршыв" поэмăран. Халăх поэчĕ текен сумлă та хисеплĕ ята, паллах, ахаль памаççĕ. Поэтăмăрăн кашни сăвви, кашни сăмахĕ асамлă хăватпа янăранăн туйăнать, чуна хускатать, чĕре варрине кĕрсе вырнаçать те яланлăхах тăрса юлать.Тăван халăха, Тăван çĕршыва юратма, хисеплеме, вĕсен ятне çÿлте тытма хистет.

Чăн чăваш чунлă аслă поэтăмăр 110 çул тултарать. Унăн пултарулăхĕпе паллашнă хыççăн Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче сăвă вулакансен ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта 2-4, 7 классенче вĕренекенсем хутшăнма кăмăл турĕç. Н.Кудряшова, В.Ильина, Г.Муллина, А.Чернова вĕрентекенсем ачасен пултарулăхне хакларĕç, республикăра иртекен сăвă вулакансен конкурсне хутшăнма тивĕçлисене суйларĕç.

Анастасия Кузнецовăпа Мария Анюрова (7 класс), Снежана Ивановăпа Ксения Хмелева(4 класс), Софья Муллинапа Вероника Лаврентьева (2 класс), Валерия Селиванова (3 класс) сцена çинче хăйсене чăн-чăн артистсем пекех тытрĕç.

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика