Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта -
http://batyr.cap.ru/
Пятаков Николай Ильич (Маншур Кули) 1938 çулта Упамсара çуралнă. Ялти тата Турханти шкулсене вĕренсе пĕтернĕ.1959 çулччен колхозра вăй хунă. Кайран ăна шăпа Казахстана илсе çитерет. Жезказганри пăхăр шăратакан заводра 32 çул слесарь-инструментальщик пулса ĕçлесе пысăк хисепе тивĕçет. Пултаруллăхĕ çинчен унти хаçатсем темиçе хутчен те мухтаса çырса кăтартнă. Тивĕçлĕ канăва тухсассăн та обществăлла ĕçсенче хастар. Казахстанри чăвашсен " Малалла" обществăн культура центрне ертсе пырать, ЧНК-ан 5-мĕш съездăн делегачĕ пулнă.
Н. Пятаков 300 яхăн сăвă çырнă. Вĕсем Жезказганри " Шарайка", "Жезказганская правда" хаçатсенче пичетленнĕ. " Голос слитка" сăвăсен пуххинче кун çути курнă. Унăн чылай сăввисене вырăсларан чăвашла куçараканĕ Г. Васильев хăйĕн " Тĕнчене ахаль килмен" кĕнекине те кĕртнĕ.
Маншур Кулин сăввисен теми тĕрлĕрен: çут çанталăк, ахах мерченĕсем, таса та пысăк юрату, ĕç çыннисен кулленхи пурнăçĕ.
Вăл хăйĕн "Каçар, пурнăç" сăввинче çакăн пек йĕркесем çырнă: "Васкатăп, чупатăп, ĕлкĕреймесрен хăратăп, пурнăç ыйтăвĕсене татса пама". Çак сăвва вуласассăн Николай Ильичăн активлă та вĕресе тăракан кун-çулне куç умне кăларса тăратма пулать.
Халĕ Маншур Кули Ростов облаçĕнче Гуково хулинче пурăнать. Пирĕн ентеш, тăван тăватă сăвви çине кĕвĕ çырса юрă хывнă. Пĕри вĕсенчен Е.Сымован " Çу илемĕ" сăвви. Унсăр пуçне тата 30 сăвă çумне кĕвĕ çырнă, вĕсем вырăсла пичете тухнă.
Алина Пятакова.
Çу илемĕ
Е.Сымова (корректировки Н.Пятаковăн)
(Юрă)
Сывлăм çинче тухрăм
Çуллахи ирпе.
Киленсе çеç утрăм
Шăпчăк юррипе.
Вăл илемлĕ кайăк
Ман пек ирĕкре, С
асси уçă савăк
- Чунăм çеçекере.
Чи телейлĕскер эп
Çакă ир çинче:
Ма тесен - вĕçетĕп
Шăпчăк тĕнчинче.
Инçе мар куккук,
ав, Чăрăш тăрринче.
Темшĕн тунсăхра çав-
Хăйĕн юрринче.
Çынсене сунатăп
Шанчăклă тĕнче,
- Хуйхă сахаллантăр
Кашнин чунĕнче.
Чунăм ватăлмасть
- вăл Шав вун çиччĕре,
Ĕмĕрех хаваслă
Пултăр çут тĕнче.
Чи хакли вăл, тавралăхра (Юрă)
Çил вăш вĕрсе хумхатнипе
Çамрăк хурăн авăнать.
Каччи вĕри юратнипе
Хĕрĕн чунĕ савăнать.
Чи хакли вăл, тавралăхра
- Çынсем туслă пурăнни.
Çуралнăран çав халăхра
Ĕçпе паллă курăнни.
Юратнипе мăшăрланса
Йăхне йышлă ỹстерни.
Ĕçре пĕрле хавхаланса
Пысăк усă çитерни.
Кашни çын вăл хăйĕн вăйне
Тулли пурнăçшăн хуни.
Усал тăвас тен вырăнне
Çынсене лайăх туни.
Кашни халь çав йĕркесене
Ялан куртăр тĕлĕкрех,
Вĕсен таса шăписене
Пĕр манмасăр ĕмĕрех.
Пурнăç хисеплĕ пулсан та
Ют çĕрте çав аякра,
Аса илсе асăнсан та
Чĕре ĕмĕр айăпра
2011 ç.
Миçе çул тĕнчери аякра (Юрă)
Миçе çул тăрайман ун çумне.
Миçе çул тытайман аллине.
Миçе çул пăхайман ун куçне
Унчченхи пек, юратнă чухне.
Миçе çул çав Аксу кассине
Купăспа эп утса тухманни?
Вăйăра юратнин сассине
Итлесе ун çине пăхманни.
Миçе çул туйăмпа эп пулса
Шухăша инçете куçарни,
Сак çинче выляса та кулса
Савнипе тĕл пулса калаçни?
Миçе çул тĕнчери аякра
Тусăмпа уйрăлсан хуйхăрни...
Ĕмĕрте ман килти алăкра
Вăл çуккишĕн чунран тарăхни?
2008 ç.
Чăваш тени - Атте-анне (Юрă)
Атăл шывĕн ик енĕпе
Чăваш çĕрĕ сарăлать.
Çак çĕр-шыва юратнипе
Пĕтĕм халăх савăнать.
Авалхисен йăлисемпе
Пурнăçа вăш туртăнар.
Çут тĕнчери çыннисемпе
Çирĕп туслă пурăнар.
Хурлăхсене сирсе ярса
Савăнса пĕр утар-и?
Кун-çулсене ăнăçтарса
Лайăх пурнăç тăвар-и?
Атьăр, пĕрле пуçтарăнса
Çĕнĕ юрă юрлар-и?
Чĕре туллиех савăнса
Пурте ташă ташлар-и?
Чун хушнипе
чăн пĕрлешсе
Тăванлансах тăрар-и?
Пĕр-пĕринпе килĕштерсе
Вăрăм ĕмĕр пурнар-и?
Çуралнăран Чăваш ятне
Питĕ çỹле çĕклер-и?
Чăваш тени - атте-анне
Панă юн вăл чĕрери.
2011 ç.
Алфавит и "я" (Заказ из г.Подольска)
У меня Алфавит.
Он от "А" и до "Я"
Весь из букв состоит,
Ребятишек маня.
Алфавит он всем друг,
Среди нас - голова.
Строит слоги из букв,
Превратив их в слова.
Начиная с основ,
Как ручья в поле течь,
Из построенных слов
Зарождается речь.
А из речи язык
оведет разговор,
Изучая азы
Всех веков до сих пор.
Изначальный язык
Всех на свете детей
Порождает язык
Для народов, людей.
Во вселенской красе,
С алфавитной судьбой
Дети, взрослые - все
Говорят меж собой.
Каждый с внутренним "Я"
Представляя свой лик
С алфавитным он "Я"
Человек горд, велик.