Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта -
http://batyr.cap.ru/
Юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче Наци вулавăшĕнче кăçалхипе иккĕмĕш хут иртекен Пĕтĕм чăвашсен „Асам“ кинофестивальне савăнăçлă лару-тăрура хупрĕç. «Асам» хăйĕн çĕнтерÿçисене 22 номинаципе хакланă.
Гран-Прине жюри пĕр шухăшлă пулса Владимира Карсаков режиссера Ю.Скворцовăн пьеси тăрăх ÿкернĕ «Сурӑм хӗрӗ» илемлĕ фильмшăн пама йышăннă. Мелодрамăра тĕп роле вылянă Ирина Виръялова "Хĕрарăм рольне чи ăста выляканĕ" номинацире пĕрремĕш пулнă.
В.Ф.Карсаков 1961 çулта Чăваш Ишек ялĕнче çуралнă. 1978 çулта Ыхра Çырми вăтам шкулта вĕренсе пĕтернĕ те ялти клуб пуçлăхĕнче тăватă çул ĕçленĕ. Унтан çар тивĕçне пурнăçланă. Çамрăк каччăна ун чухнех пĕр шухăш канăç паман- чăвашăн хăйĕн кинофильмсем пулмалла. Çак тĕллевпе В.Карсаков 1982-1986 çулсенче Хусанти культура институтĕнче вĕреннĕ. 1992-мĕш çулхи авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнчен пуçласа чăваш телевиденийĕнче режиссер пулса ĕçлеме пуçлать. 1993-1994-мĕш çулсенче Мускавра вĕренет те, ĕçлет те. Кинокамера-чи çывăх тус Владимир Федоровичшăн. Вăл лартнă фильмсене чăваш наци телевиденийĕпе тăтăшах кăтартаççĕ. Унăн презентациллĕ фильмсем- „Автопортрет” (Чăваш телевиденийĕн 35 çулхи юбилейĕ тĕлне), „Елена” (Олимп чемпионки Елена Николаева çинчен), „Царица –хмель” (Чăваш хăмлине чысласа), „Владимир Нагорнов” (чăваш скульпторĕ çинчен), „Николай Федоров” (ЧР Президенчĕ çинчен), „Иван Юркин” (Писатель çинчен), „Благословение“ (Ю.Жуков художник çинчен), „Народ в серебряном одеянии“, „Салтака ăсатни“, „Пил“, „Академия жизни“ (Л.Кураков академик çинчен), „Простры творчества“ (Александр Зимин педагог çинчен) тата ыттисем те. „Атюç”, „Юман” илемлĕ фильмсемшĕн вара 2002 çулта Митта Ваçлейĕн премине илме тивĕçет Владимир Федорович. "Алтӑр-ҫӑлтар", "Сурӑм хĕрĕ", "Аннене анне тееҫҫĕ", "Вĕҫ çÿлелле" „Авлантартӑм савнине", “Артак" "Юхха" илемлĕ филĕмсене пысӑк экран ҫине кӑларнӑ. Юхма Мишшин хайлавне тĕпе хурса „Уйăх тулнă каç“ видеоспектакль хатĕрленĕ.
„Сюжета пÿрнерен ĕмсе кăлармалла мар, пурнăçран илмелле“, - тесе ăнлантарать Владимир Федорович. Вĕсем хăйсен çемйипе „Салам“ студи йĕркеленĕ. Ывăлĕсемпе, мăшăрĕпе пĕрле килĕшсе кино ăсталăхне туптаççĕ.
Хамăр ентеше çак сумлă премие илнĕ ятпа саламлатпăр. Кино çулталăкĕ ырă ĕçсемпе палăрса юласса шанатпăр.