Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2016.11.18 Кахал çын çеç чир шырать

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

                                                   «Сывлăхран хакли çук», - тенĕ ваттисем. Çапла, сывлăхлă çын пур енлĕ аталанма, хавхаланса вĕренме, тăрăшса ĕçлеме, тĕрлĕ вăйă выляма, телейлĕ пурăнма пултарать. Сывлăх теми хальхи вăхăтра питĕ çивĕч.

           Кунсерен зарядка тунипе е спорт вăййисене хутшăннипе çеç çырлахмаççĕ Пăлапуç Пашьел вăтам шулĕн ачисем. Хальхинче вĕсем чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Светлана Никитина ертсе пынипе сывлăх тата ăна çирĕплетес темăпа кăсăклă конкурс ирттерчĕç. Ачасен ваттисен сăмахĕсене пĕлнине кăтартмалла пулчĕ. Сывлăх темипе те сахал мар иккен вĕсем! 7 класри Алексей Бахитов 60 таранччен шыраса тупнă. Конкурсра çĕнтерме ăна библиотекăна çул тытни те, интернетри чăвашла сайтсемпе усă курни те, асламăшĕпе канашлани те пулăшнă. 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене вара 6 класри Екатерина Матвеева тата 7 класри Светлана Матюшкина пайланă. Конкурса пурĕ вăтăра яхăн ача хутшăннă. «Сывлăх – чи хаклă пуянлăх!», «Сывлăхлă çын çунатлă!», «Кахал çын çеç чир шырать»… Сывлăхшăн кашнин хăйĕн тăрăшмалла тесе пĕтĕмлетрĕç ачасем. Çакна яланах асра тытасчĕ!

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика