Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2016.11.16 Уçă урок

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

Районта "Ачасемпе ашшĕ-амăшĕ" тата "Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн" акци пырать. Çак акцисен планĕсемпе килĕшỹллĕн Çĕньялти Г.Айхи ячĕллĕ тĕп шкулти 6-мĕш класра вĕренекенсемпе Мадюкова М.И. тăван литературăпа уçă урок ирттерчĕ. Урокра Л.Сарине çырнă "Кукамай" калав тăрăх тĕрлĕ ĕçсем туса ирттерчĕç. Калава сỹтсе явнисĕр пуçне сăнарсем тăрăх ĕçлерĕç, çĕнĕ технологи меслечĕсемпе усă курчĕç.

Ачасем урокра питĕ хастар пулчĕç, уйăрăмах Рома Александров, Саша Мадюков, Артем Макаров, Вячеслав Чурбанов активлăх кăтартрĕç. Чи кирли вара - ачасене çемьери, килти çывăх çынсене кỹрентересрен асăрханма вĕрентесси, тунă йăнăша вăхăтра тỹрлетме хăнăхни, каçару ыйтма пĕлни. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пырса яланах малалла талпăнмаллине те вĕрентрĕ çакă калав. Çакна ăнланни питĕ паха.

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика