Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2016.11.16 Иртнисĕр малашлăх çук

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

Районта пуçланнă "Ачасем тата ашшĕ-амăшĕ" акци тата "Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн" акци планĕсем тăрăх Çĕньялти Г.Айхи ячĕллĕ тĕп шкулти 6-мĕш класра вĕренекенсем уçă урок ирттернипе кăна çырлахмарĕç. Мадюкова М.И. класс руководителĕ ертсе пынипе шкул музейĕнче пулчĕç. Кунта ачасен çывăх çыннисемпе тăванĕсем çинчен нумай пĕлме пулать иккен. Мария Ильинична, хăй музей ертỹçи пулнă май, çемьесем çинчен, вĕсем сывă пурнăç йĕркине пăхăнса мĕнле çитĕнỹсем туни çинчен питĕ интереслĕ каласа пачĕ.

Сергеев Денис хăйĕн асламăшĕ - Сергеева М.А. 10 ача çуратса ỹстерсе "Ача амăшĕ-героиня" хисеплĕ ята тивĕçни çинчен пĕлмен те. Кунта вĕсем çинчен ятарлă çĕнĕ стенд йăркеленĕ. Ялта ун пеккисем 4-ăн.

Макаров Артем аслашшĕ - Макаров А.А. колхоз ертỹçи пулса ĕçленĕ, вăл вăхăтри самантсене сăнлакан фотоỹкерчĕксене пăхма та питĕ кăсăк.

Чурбанов Вячеслава асламăшĕ - Пятакаова М.Г. Çĕньял шкулне "5" паллăсемпе çеç вĕренсе тухни мăнаçлантарать, унран тĕслĕх илме хавхалантарать. Кукашшĕ те Антонов В.В. çак стенд çинчех. Мăн кукашшĕ -Антонов В.С. çинчен те нумай çĕннине пĕлчĕ Слава.

Музейра пулнă хыççăн кашнинех хăйĕн çемйинчи çынсем çинчен татах та тĕплĕнрех пĕлес туйăм çуралчĕ, сывă пурнăç йĕркине тытса пырса, аслисенчен тĕслĕх илсе, Тăван çĕршывшăн юрăхлă пулма тупа турĕ

 

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика