Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2016.02.10 Район хаçатне- 85 çул

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

Нарăсăн 8-мĕшĕнче çулсеренех район хаçатне калăпласа кăларакан редакци коллективĕ район пичечĕн кунне паллă тăвать. Кăçал "Авангардăн" çавра çуралнă кун _ 85 çулхи юбилейĕ! Çавăнпа та паян вулакан патне 5078 экземплярпа саланакан хаçатăмăрăн истори тымарĕ самай аякран пуçланать. Чăн малтанах хаçат кăларма пикениччен 1930 çулта пилĕк çынтан тăракан редколлеги туса хунă. Парти райкомĕн пай заведующийĕ Федор Федорович Румянцева, Çĕнĕ Ахпурт çыннине редактор пулма сĕннĕ.

Тепĕр çулхине вара Патăрьел райкомĕн бюровĕн йышăнăвĕпе район хаçачĕн пĕрремĕш номерĕ нарăсăн 8-мĕшĕнче "Паянхи сас" ятпа çапăнса тухнă. Аслă Патăрьел РК ВКП (б)ăн тата райĕçтăвкомăн хаçачĕ паянхи пек калăпăшпах пилĕк кунта пĕрре, 4 страницăпа пичетленнĕ.

Творчество ĕçне кỹлĕнннĕ пĕрремĕш работниксем иккĕн çеç пулнă. Пĕри _ Василий Егорович Митта (Митта Ваçлейĕ) _ яваплă секретарь тата Яков Львович Зверев (Якку Арслан) литсотрудник.

1932 _ 1939 çулсенче хаçат "Октябрь ялавĕ" ("Знамя Октября") ятпа тухса тăнă. Çак тапхăрта хаçат редакцине ертсе пыракан хуçасем çине-çинех улшăннă. Çичĕ çулта тăхăр редактор ячĕпе хаçат пичетленнĕ.

Малаллахи тапхăрта та районти çĕнйĕркелỹсем хаçатра сисĕннĕ. Патăрьел районĕ Чкаловски ятпа улшăннă хыççăн "Колхоз байрагы" хаçат Чкаловскинчи РК ВКП (б)ăн тата райĕçтăвкомăн шутланма пуçланă.

1952 çулччен пĕр хаçатрах тутарла тата чăвашла материалсем пичетленнĕ.. Çакă, паллах, вулакана тивĕçтермен. Çавăнпа та тутарла дубляж хаçата уйрăммăн кăларас ыйту çĕкленнĕ те. "Коммунизм байрагы" хаçатăн пĕрремĕш редакторĕ _ Кави Кадирович Юлдашев. Ун хыççăн халăх трибунин "рулĕ" умĕнче В. Кузьмин, Х. Шакуров, Б. Абейдуллина, А. Шорников, В. Тенюков пулнă.

1952 çулхи сентябрĕн 4-мĕшĕнчен вара "Коммунизм ялавĕ" пĕтĕмпех чăвашла, "Коммунизм байрагы" тутарла пичетленме пикеннĕ. Тепĕр çулхинех икĕ чĕлхепе халăх патне çитекен хаçатăмăра пĕр ят "Авангард" тесе панă. Çак ятпа пирĕн тăван хаçатăмăр 63 çул пурăнать.

Паян "Авангард" хаçат халăхпа уççăн калаçать çеç мар, самана таппипе пĕрлех утать темелле. Тĕрлĕ çулсенче творчество ушкăнне ертсе пынă редакторсем кашниех хаçата пахалăхлă та пуян содержаниллĕ кăларас, вулакан валли çивĕч те кăсăклă материалсем пичетлес тесе тăрăшнă. Яваплă ĕçре пуян опыт пухнă редакторсенчен пĕри _ А. Салмин. Алексей Алексеевич çăмăл мар "лава" пĕр улшăнмасăр 19 çул туртнă!

Николай Афанасьевич Фомин 16, Николай Дмитриевич Ларионов вунă çула яхăн, Зинаида Владимировна Александрова ултă çул редакторта ĕçленĕ.

Творчество каçалăкĕнче ят-сум, хисеп çĕнсе илнĕ журналистсем, обществăлла корреспондентсем те сахал мар. Паянхи кун Альбина Астраханцева, Альбина Егорова, Ольга Павлова журналистсен ячĕсем, Светлана Кулакова, Галина Хлебникова, Валентина Яковлева, Валентиана Мальцева, Яков Степанов, Мария Мадюкова, Василий Бородкин, Надежда Кошелева тата ыттисем те вулаканшăн çĕнĕ ятсем мар.

Пĕрлехи вăйпа эрнере икĕ хутчен калăпланакан хаçатăмăр çĕнелсе, çамрăкланса пытăр тесе тăрăшакан ытти работниксен умĕнче те паян пуçа таятăп. Эпир кăларакан продукци содержанийĕпе çеç мар, сăнĕпе те вулакана тивĕçтертĕр тесех эпир иртнĕ çул çĕнĕ программа _ ИНДИЗАЙН _ çине куçрăмăр.

Хаçатăмăр страницинчех çĕнĕ рубрикăсем кĕртни, район администрацийĕн яваплă специалисчĕсемпе, ял кăлависемпе, депутатсемпе, уйрăм çынсемпе куçа-куçăн калаçни, тĕп редактора çеç мар, журналистсемпе вулакана сăмах парса ятарлă колонка уçни тата ытти те вулакансен йышне тата ытларах ỹстерме май пачĕ тесе калас килет.

Хаçат редакцийĕнче паян опытлă та пысăк тавракурăмлă ĕçченсем тăрăшни коллективра çĕнĕ çитĕнỹсем тума май парать. Ку таранччен районта тухса тăракан "Авангард" хаçат тĕрлĕрен конкурссене хутшăнса сахал мар Хисеп грамотине, Дипломсене тивĕçнĕ. Юлашки çулсенче хаçат сотрудникĕсем социаллă проектсене хутшăнса çĕнтерỹçĕсен шутне кĕни, пысăк премисене тивĕçни те творчество ушкăнĕн çитĕнĕвне çирĕплетсе парать.

2012 çулта пай пуçлăхĕ Альбина Егорова хатĕрленĕ "Мĕнле пурăнатăн, аякри тăван?", иртнĕ çул экономика пайĕн пуçлăхĕ Ольга Павлова хатĕрленĕ "Бизнес вăй илет _ район аталанать" проектсемпе çĕршер пин тенкĕ укçа çĕнсе илсе редакцин компьютер цехне пуянлатрăмăр, профессилле фотоаппарат, диктофонсем туянма пултартăмăр.

Кăçалхи пичет кунĕнче "Авангард" хаçат редакцийĕ республикăри массăллă информаци хатĕрĕсем хушшинче терроризм темипе йĕркеленĕ конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăнса диплома тивĕçни те журналистсен хастарлăхне кăтартать.

Сăмах май каласан, иртнĕ çул çеç эпир Аслă Çĕнтерỹ 70 çул тултарнипе, коррупци, спорт темисемпе конкурссене хутшăнтăмăр.

Нина Мазякова, хаçатăн тĕп редакторĕ

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика