Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2015.12.01 «Нарспи йăмăкӗсем»

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

                                       

Ишлĕ пӗтӗмӗшле тӗп пӗлÿ паракан шкулта «Нарспи йăмăкӗсем» тупăшу иртрӗ. Çак уява Раççейри Литература тата Чăваш енри К.В. Иванов çулталăкне пӗтӗмлетнӗ май йӗркеленӗ. Уява шкулти чăваш чӗлхипе литератури, тăван ен культури тата музыка учителĕсем хатӗрленӗ.

Тупăшăва кашни класран пӗр хӗр ача хутшăнчӗ. Вӗсем пурте чăваш тумӗсемпеччӗ. Уяв «Нарспи» поэма сыпăкне вуланипе пуçланчӗ. Малалла хӗр ачасем Чăваш енӗн чапа тухнă хӗрӗсемпе кӗскен паллаштарчĕç, хамăр районти искусствăра палăрнă хӗр арăмсен ячӗсене асăнчӗç, авалхи чăвашсен апат-çимĕçне, хĕр арăм ĕçĕсене вăйă евĕр палăртса хăварчĕç. Ачасем чăваш хĕр арăмĕн çи-пуçне: хушпу, çуха, тевет, пуç тутри, сурпан, масмак т.ыт.те, пир тĕртмелли вырăнне тата унăн пайĕсене сăнларĕç, шкул музейĕнче упранакан ĕлĕкхи пир татăкĕсемпе куракансене паллаштарчĕç. Хĕр ачасем чăваш тĕррин çĕввисене пĕлнипе те палăрчĕç. Вĕсем юрлама, ташлама çеç мар, сăвă çырма та ăста пулчĕç. Тупăшăва хутшăнакан кашни хĕр ача анне çинчен хăй çырнă сăввине вуласа пачĕ. Малалла анне сăнарне калăпласа сăпка юрри те юрларĕç, чăваш ташши ташласа ашшĕ-амăшне савăнтарчĕç. Куракансем алă çупса çеç мар, такмак каласах хĕр ачасене хавхалантарчĕç.

Çак тупăшăва хутшăнакан хĕр ачасене хаклама жюрие çăмăл пулмарĕ. «Чи пултарулли» ята Краснова Инна (8 кл.), «Чи тавçăрулли» - Егорова Алиса (9 кл.), «Чи тирпейли» - Урмакова Екатерина (6кл.), «Чи хастарри» - Бильтяева Алиса(2 кл.), «Чи маттурри» - Чернова Раиса (5 кл.), «Чи илемли» - Андреева Маргарита (1кл.), « Чи кăмăлли» -   Краснова Анжела (4 кл.), «Чи сăпайли» - Смирнова Мария (7 кл.), «Чи çепĕççи» - Петрова Наталья (3 кл.) тивĕçрĕç.

Тупăшу питĕ интереслĕ иртрĕ. Ачасем те кăмăллă юлчĕç.

«Чăн-чăн çын пулас тесен, ĕçлеме тата вĕренме ÿркенмелле мар, йывăрлăхран, нушаран хăрасан çын хăйне хăй пĕтерме пултарать», - тенĕ И.Я.Яковлев, пирĕн хисеплĕ вĕрентекенĕмĕр. Чăннипех те, паянхи çăмăл мар пурнăçра хамăра тупма пĕлесчĕ, мĕн пур йывăрлăха çĕнтерме вĕренесчĕ. Анчах кулленхи хĕвĕшÿре чунлăха, сăпайлăха, çынлăха çухатас марччĕ, тăвансене манас марччĕ, тăван чĕлхене упрасчĕ.

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика