Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2015.11.18 Ĕçкĕ – пурнăс тăшманĕ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

                                           

 

             Чăваш литературинче сывă пурнăс йĕркине тытса пыма асăрхаттаракан хайлавсем сахал мар. Пăлапуç Пашьелти вăтам шкулти 7 класра вĕренекенсем Ирина Матюшкина учительпе пĕрле Марфа Трубинан «Хăнаран» хайлавне вуласа тишкерчĕç.

Нумай çул каялла çырнă хайлав хăйĕн çивĕчлĕхне вара паянхи кун та çухатман. Хăнара виçерен тухса эрех ĕçнине пула çемье шар курать. Çуна синчен ÿксе юлнă ача çул çинче шăнса вилет. Ĕçкĕпе минренĕ ашшĕ-амăшĕ вăл çуккине киле çитсен çеç асăрхать, анчах чавса çывăх та, çыртма çук иккен. Чуна çÿçентерекен ÿкерчĕксем ачасен чунĕнче хăйне май шухăшсем çуратрĕç. Телей патне çĕр çухрăм пулсан, инкек патне пĕр утăм çеç. Саньккан ашшĕпе амăшĕ ĕçкĕпе иртĕхекен çынсем те марччĕ, анчах пĕр кун хытах ĕçсе лартни те вĕсен пурнăçĕнче нихçан пирчеми суран хăварчĕ.

         Уйрăмах Ксения Чернова, Ирина Мазякова, Лидия Храмова, Ксения Кадикова, Илья Киданов, Сергей Мешков хуравĕсем тулли те кăсăклă пулчĕç. Кашни вĕренекенех хăй шухăшне каларĕ. «Ĕçкĕ – пурнăс тăшманĕ», - тесе пĕтĕмлетрĕç ачасем урока.

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика