Июлӗн 8-мӗш кунӗнче ҫӗршыв ҫемье тата юратупа шанчӑклӑх кунне уявлать. Патӑрьел районӗнчи Алманчӑ ялӗнче пурӑнакан Еремеевсеме Киргизовсемшӗн ҫак кун уйрӑмах асра юлассӑн туйӑнать. Мӗншӗн-ши, тейӗ вулакан.
Ҫак кунсенче Николай Павловичпа Елена Филипповна Киргизовсем хут уйӑрттарни шӑп та шай 55 ҫул ҫитет!
Николай Павлович Алманчӑ ялӗнче 1934 ҫулхине йышлӑ ачаллӑ хресчен ҫемйинче ҫут тӗнчене килет. 6 ҫулхи ача ашшӗ Аслӑ Аттелӗх вӑрҫине тухса кайнине те аван астӑвать: амӑшӗ татӑлса йӗни, ашшӗ ачисене чуптуса часах киле таврӑнма шантарни, 1418 куна тӑсӑлнӑ вӑрҫӑр Кеннигсберг хулине штурмланӑ чух йывӑр аманса чылай вӑхӑт хушши госпитальте сипленнине пула вӑрҫӑ пӗтни ҫулталӑк ҫитсен тин тӑван киле таврӑнни - йӑлтах куҫ умӗнче…
Киргизовсен ҫемье архивӗнче 2011 ҫулта нарсӑн 22-мӗшӗнче пичетрен тухнӑ «Авангард» хаҫат упранать. Шӑпах Николай Павловичӑн ашшӗ, Павел Архипович ҫинчен ҫырнӑ «Павӑл кукка» ятлӑ статья ҫапӑнса тухнӑ унта (авторӗ Н. Бородкин).
5 класс пӗтерсен тӑван колхозри ӗҫе кӳленнӗ Микуль. 1953 ҫулхине вара салтак ячӗ те тухать яшӑн. Виҫӗ ҫул ҫурӑ хушши Австрипе Венгри ҫӗрӗсенче, Мускав хулинче Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫе пурнӑҫлать вӑл. Ҫавӑнтанах пуль хушма ят та тупӑнать - «Венгер».
26 ҫула ҫитнӗ йӗкӗтӗн ҫемье ҫавӑрма вӑхӑт ҫитнине аванах ӑнланнӑ, паллах. Тӑванӗсем Шӑмӑршӑ районӗнчи Максим-Горький ялне туй-ҫӑнӑхтана килсен чипер хӗре куҫ хываҫҫӗ те Микуль валли тесех палӑртаҫҫӗ. Вара пӗр ҫуллахи каҫ, ун чухнехи йӑлапа, хӗре вӑрласа килеҫҫӗ те.
Елена Филипповна Иванова 1936-мӗш ҫулта 7 ачаллӑ хресчен ҫемйинче иккӗмӗш ача пулса ҫуралнӑ. Ашшӗ вӑрҫа кайсан, амӑшӗ пӗчченех ҫурт лартать, нумай та вӑхӑт иртмест ашшӗ аллине амантса вӑрҫа юрӑхсӑр пулса таврӑнать.
Пӗчӗк Еля, ашшӗ вӑрӑҫӑра чухне, ток ҫинче ӗҫлекен амӑшне темиҫе хутчен те кайса «атте таврӑнчӗ» тесе улталаса ертсе килнине асӑнать.
Шкулта вӗренме май килмен Еляна: тетӗшне аҫа ҫапса вӗлернӗ хыҫҫӑн ҫемьере асли пулса юлать, кӗҫӗннисене те пӑхмалла, ашшӗ-амӑшӗ яланах ӗҫре пулнине кура хуҫалӑхри ӗҫсем те ытларах ун ҫине тиенеҫҫӗ…
Ҫапла майпа 1960-мӗш ҫулхи июлӗн 15-мӗш кунӗнче ял Советӗнче ҫӗнӗ ҫемье ҫурални ҫинчен калакан хут ҫырӑнать.
Николай Павлович тӗрлӗ ҫулсем хушшинче тӑван колхозра тӑрӑшнӑ, плотник та пулнӑ. Алли ӑста пулнӑран килти нумай япалана хӑех ӑсталанӑ, хуралтӑсене те юсанӑ, ҫынна йӑлӑнман. Еля аппа качча килсенех колхоз ферминче доярка пулса, каярах уй-хир ӗҫӗнче тӑрӑшать, Мускавра иртекен ял-хуҫалӑх ҫитӗнӗвӗсен выставкине те хутшӑнма тӳр килет ӑна.
Ӗҫӗсене кура сумӗ те пулнӑ: Хисеп хучӗсемпе Тав ҫырӑвӗсемпе, сумлӑ парнесемпе чысланӑ вӗсене ертӳҫӗсем, «Ӗҫ ветеранӗ» ят парса хисеп тунӑ.
1960 ҫулта ывӑл ача ҫуралсан еплерех савӑннӑ-ши ҫемьере! Ача ҫуратнӑ чухнехи асап та манӑҫнӑ: савӑнӑҫ хупланӑ ӑна. Тӗпкӗҫ, ашшӗн ури ҫине пусакан пулӗ тесе савӑннӑ. Икӗ ҫултан ҫут тӗнчене Галина килсен вара - амӑшне пулӑшаканӗ те пулчӗ тенӗ.
Гера ывӑлӗ ҫемйипе Ульяновск облаҫӗнче пурӑнать, Ҫемьере 3 ача, мӑнуксем те пур ӗнтӗ. Час-часах килеҫҫӗ вӗсем ашшӗ-амӑшне, аслашшӗпе асламӑшне курма, пулӑшма. Пурте йӗрккеллех пек те, пӑшӑрхантараканни те пур: Томск облаҫӗнче тӗпленнӗ Галинан тӑван киле килсе ҫӳреме майӗсем сахалрах, Рыбпромра ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ӗнтӗ вӑл та, ывӑл ӳстернӗ, халӗ мӑнукпа савӑнать.
Киргизовсен кил-хуҫалӑхӗнче тирпей хуҫаланать. Сысна, сурӑх, хур-кӑвакал усраҫҫӗ, хӗллене выльӑх апачӗ те хӑйсемех хатӗрлеҫҫӗ, ахаль ларма вӑхӑт та ҫук вӗсен. Еля аппа пӗҫерме ӑста, Коля тете вара кунӗпе кил-картинче кӑштӑртатать...
Ҫемьен кун-ҫулӗ хут уйрттарнӑ кунран анчах мар, пӗрле пурӑнма пуҫланӑ кунранах шутланма тытӑнать пуль.
Еремеевсем, Виктор Петровичпа Зинаида Павловна, пӗрле 1960 ҫулхи февралӗн 21-мӗш кунӗнчен вара, 55 ҫул хушши.
Виктор Петрович 1936 ҫулхине 5 ачаллӑ ҫемьере 4-мӗш ҫуралать. Тӗрлӗ чире пулв аслисем ачаллах ҫӗре кӗреҫҫӗ, ҫавна май Витя Валерьян шӑллӗшӗн (самбо енӗпе спорт мастерӗ) асли пулса юлать. Аслӑ Аттелӗх вӑрҫи пуҫланиччен кӑшт маларах ҫемье пуҫӗсем Мускава ӗҫ шырама кайнӑ пулнӑ, вырнаҫса кайсан ачасене те пӗрле илсе каяҫҫӗ. Анчах та ӗмӗтсене хаяр вӑрҫӑ татать, ашшӗ мӑшӑрӗпе ачисене тӑван яла килсе леҫет те тӳрех вӑрҫа тухса каять. 1942 ҫулхине хыпарсӑр ҫухалать вӑл. 7 класс пӗтерсен Витя тӑван колхозри сурӑхпа вӑкӑр ферминче выльӑх пӑхма пуҫӑнать. 1955 ҫулхине салтак ячӗ те тухать. 4 ҫул майлӑ Крымри ҫыран хӗрринчи (береговая) артиллеринче тивӗҫе пурнӑҫлать. 1958 ҫул вӗҫӗнче яла таврӑнсан пӗр вӑхӑт Ирҫе чиккинче (Шӑмӑршӑ районӗ) вӑрман кӑларнӑ ҫӗре хутшӑнать, пӗр вӑхӑт колхозра тӗрлӗ ӗҫе хутшӑнать. 1959 ҫултан вара малалла колхозӑн конюхӗ пулса тӑрать, мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухиччен.
Ҫемье ҫавӑрма ҫулсем ҫитнине кура Алманчӑ яшӗсем кӳршӗллӗ Начар Упи ялне хӗр сӑнама каяҫҫӗ. Кадушкин Павӑл хӗрне килӗнчен улах ларма тесе йыхравласа тухаҫҫӗ те – тӳрех ҫуна ҫине! Маттур та чипер, ӗҫчен хӗре Упи ҫамрӑкӗсем юта парасшӑн пулман, хыҫҫӑн та хӑваласа пӑхнӑ… Анчах та Зинашӑн Витя ҫӳлти Турӑ пӳринех пулнӑ пуль ҫав.
Зинаида 1939-мӗш ҫулхине ултӑ ачаллӑ ҫемьере 4-мӗш ачан ҫуралать. Ашшӗ Аслӑ Аттелӗх вӑрҫине хутшӑнать, аслӑ ҫӗнтерӗве туптаса, аманса пулин те, тӑван киле таврӑнать, колхоз утарӗнче ӗҫлет. Зина 7 класс пӗтернӗ хыҫҫӑн, вӗренӳре йӗркеллех ӗлкӗрсе пырсан та, юлташӗсем урӑх вӗренменнине кура, малалла вӗренес шухӑша пӑрахӑҫласа промогородра пахча ҫимӗҫ ӳстернӗ ҫӗре хутшӑнать. «Пахчара ҫимӗҫ пиҫе пуҫласанах ӗҫрен пӑрахтаратчӗҫ, вӑрласран хӑратчӗҫ пулмалла»,- аса илет вӑл.
Ҫапла майпа вара ҫамрӑксем пӗр ҫемьепе пурӑнма пуҫлаҫҫӗ. Хут уйӑрттарма вара ял Советне иккӗмӗш хут кайсан анчах май килет. Вӑл вӑхӑт тӗлне ҫемье те хушӑнма ӗлкӗрет, Светлана ҫуралать ӗнтӗ. Патӑрьел больницинчен мӑшӑрӗпе хӗрне январь сиввине пӑхмасӑр лашапа лартса килнине манса кайман Виталий Петрович.
Зинаида Павловна качча килсенех колхоз столовӑйне ӗҫе кӗрет. Виҫӗ яла пӗрлештерсе тӑракан, вӑхӑтӗнче кӗрлесе тӑнӑ «Ленинец» колхозра ӗҫлекен шучӗ те нумай пулнӑ. Кунта апат тутлӑрах ҫитереҫҫӗ тесе, ӗҫлекенсем ытларах Алманчӑ столовӑйӗнче апатланнӑ. «Халӗ кӳршӗллӗ пурӑнакан Сымкина Люсяпа иксӗмӗрех вуттине те касса ҫурнӑ, шывне те аякри пусӑран хамӑрах йӑтнӑ, пулӑшакан ҫукчӗ. Ҫав вӑхӑтрах хире те апатлантарма ҫӳренӗ вӗт»,- аса илет Зинаида Павловна. Каярах шкулти столовӑйне ӗҫе вырнаҫать вӑл, 30 ҫул хушши ачасене тутлӑ та сӗтеклӗ апатпа тӑрантарма тӑрӑшать. Вӑл вӑхӑтра Алманчӑ шкулне кӳршӗллӗ ялсенчен анчах мар, Елчӗк районӗнчи Шӑмалакран, Тутар Республикине кӗрекен Христах ялӗнчен те вӗренме килнӗ ачасем. Вӗсене вара икӗ Шкулти поварӗн ӗҫӗ иртен пуҫланса каҫхи 9 сехетченех тӑсӑлнӑ. Килте вара – ачасем.
Светлана тӑван районти Кивӗ Ахпӳрт ялне качча тухнӑ, ача садӗнче, Анатолий Шупашкарти пӗр стройка фирмин директорӗ, Елена ялти «Василек» ача садӗнче 30 ҫул хушши воспитатель, Лариса Германинче пӗр медицина центрӗн врач-интернӗ пулса тӑрӑшаҫҫӗ. Ачасем ытларах асламӑшӗпе пулнӑ, килти хуҫалӑха тытса пыма пулӑшнӑ, йышлӑ выльӑх-чӗрлӗхе те пӑхнӑ.
Зинаида Павловна тивӗҫлӗ канӑва тухсан та юратнӑ ӗҫе час пӑрахман, каярах тата колхоз пахчинче вӑй хунӑ.
Еремеевсене иккӗшне те ӗҫленине кура Хисеп хучӗсемпе, Тав ҫырӑвӗсемпе, сумлӑ парнесемпе хавхалантарнӑ, «Ӗҫ ветеранӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ вӗсем. Виктор Петрович районти ӑмӑртусене хутшӑнса пӗрре мар «Лучший конюх района», «Ударник коммунистического труда» ята тивӗҫнӗ.
Вӑхӑта ахаль ирттерме хӑнӑхман Еремеевсем: хуҫалӑхра ӗне, сысна усраҫҫӗ, хур-кӑвакалӗ те карта тулли. Зинаида Павловна ҫӗлеме, тӗрлеме, ҫыхма ӑста. Виктор Петрович урисем сурнине пула йывӑр ӗҫех хутшӑнаймасан та, килти ӗҫрен аякра мар.
Виктор Петровичпа Зинаида Павловнан 5 мӑнук, 2 мӑнуксен ачи. Ҫак уйӑхра ҫемье кӗҫӗн хӗрне Ларисӑна тӑван килте кӗтет. Чӑрмавсене пӑхмасӑр, аякри ҫула кӗскетсе Лариса ҫемйипе ҫуллен отпуск вӑхӑтӗнче тӑванӗсене курма васкать. Ҫакӑн пек кунсенче вара ҫемье телейӗ тӑкӑнса тӑрать. Савӑнма сӑлтавӗ те пур: Виктор Петровичӑн ҫуралнӑ кунӗ шӑпах 8-мӗш июльте!
Паллах, 55 ҫул хушшинче ҫемьесенче «савӑт-сапа шӑкӑртатмасӑр» пулман. Пурнӑҫ урапи чипер те пӗр тикӗс ҫулпа пынӑ тесен улталанӑ пек те пулӗччӗ. Ҫемьере тен хирӗҫесси те, кӳренесси те пулнӑ пуль… Ҫапах та, пӗр-пӗрне ӑнланса каҫарма пӗлни, тӗрев пулса пурнӑҫ ҫулӗпе пӗр уран утни 55 ҫул хушши пӗр тӑрӑ айӗнче пурӑнма май панӑ пуль… Паянхи ҫамрӑк мӑшӑрсене Киргизовсемпе Еремеевсем пр-пӗрне ӑнланса, хисеплесе, сума-суса, пурӑнма сунаҫҫӗ.
Ҫемье, юратупа щанчӑклӑх кунӗнче Киргизовсемпе Еремеевсем патне ялти музей администраторӗ А. Павлова тата вулавӑш ӗҫченӗ Т. Каруева Алманчӑ ял пуҫлӑхӗн Георгий Фоминӑн саламне ҫитерчӗҫ, ӑшӑ сӑмахсемпе саламларӗҫ, асӑнмалӑх парнепе чысларӗҫ.
Хисеплӗ юбилярсем! Сире пурнӑҫ ҫулӗпе юнашар утма пуҫланӑранпа 55 ҫул ҫитнӗ ятпа тата ҫемье, юратупа шанчӑклӑх кунӗ ячӗпе саламлатпӑр.
Малашне те пӗр-пӗриншӗн тӗрев пулса, ҫур сӑмахранах ӑнланса пурӑнма ҫирӗп сывлӑх, канлӗ те лӑпкӑ ватлӑх сунатпӑр. Ҫын хушшинчи хисепӗр ан иксӗлтӗр, ӗмӗтӗрсем ҫитсе пыччӗр, умри ҫулёр такӑр, Турӑ панӑ кун-ҫулӑр вӑрӑм пултӑр!