Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта -
http://batyr.cap.ru/
Сисĕнмерĕ те, вĕренÿ çулĕ вĕçленчĕ. Шкул ачисемшĕн хаваслă кану кунĕсем пуçланчĕç. Анчах Пăлапуç-Пашьелĕнчи вăтам щкулта ача шавĕ лăпланман-ха. Çĕртме уйăхĕнче шкулта «Сказочные каникулы» лагерь уçăлчĕ. Унăн ертÿçи - Бахитова В.И. Лагере тĕрлĕ çулти ачасем çÿреççĕ. Вĕсен шутĕнче эпир те, 10-мĕш класра вĕренекенсем.
Ачасем хăйсене лайăх енчен çеç кăтартаççĕ, ертÿçисем киленсе кăна тăраççĕ. Лагерь пуçланнăранпа10-мĕш класс ачисем шкул çумĕнчи пахчана çумлама пулăшрĕç, чечек пахчине те тирпейлерĕç. Кăштах ĕçленĕ хыççăн вара тĕрлĕ вăйă-кулă, конкурссем пуçланаççĕ. Кунне икĕ хут техĕмлĕ апат çитерни те ачасен сывлăхне çирĕплетме пулăшать.
10-мĕш класс кăçал шкулти «Чи лайăх класс – 2015» конкурс çĕнтерÿçи пулнăччĕ. Чи маттур класа вара пирĕн шкултан вĕренсе тухнă выпускник, Мешков Олег Вадимович, Шупашкара экскурсие кайма путёвка парнелерĕ. Çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче çак ачасем хăйсен класс ертÿçипе Надежда Георгиевна Беловăпа пĕрле шурă Шупашкара тапранчĕç. Ачасем туслă пулнипе хулана çитни те сисĕнмерĕ.
Чи малтанах «Букет Чувашии» завода экскурсие кайрăмăр. Кĕрес умĕн пурне те ятарлă тум тăхăнтартрĕç. Сăра ăçта, мĕнле вĕретни, йÿçетни пирки каласа пачĕç. Тĕрлĕ цехсенче пултăмăр. Чăн пурнăçра нихăçан та çакăн пек заводра пулманнипе ачасене питĕ кăсăклă пулчĕ. Пылак шыв тунă çĕрте те пултăмăр. Экскурсовод цехри шава пăхмасăр пирĕн валли вăхăт тупса йăлтах ăнлантарса пачĕ. Экскурси пĕтнĕ хыççăн заводри столовăйра апат та çитерчĕç. Пурте кăмăллă юлтăмăр.
Ун хыççăн «Лакреевский» кану паркĕнче савăнтăмăр. Унта эпир тĕрлĕрен атракционсем çинче ярăнтăмăр. Кайран уçăлма кÿлмеке кайрăмăр, катамарансемпе ярăнтăмăр. «Мадагаскарта» кинофильм куртăмăр. Каялла килнĕ çул ытла та кĕске пек туйăнчĕ пире.
Çакăн пек экскурси йĕркелесе панăшăн эпир, лагерьте канакан 10-мĕш класс ачисем, шкул администрацине, Надежда Георгиевна Белова класс ертÿçине, Олег Вадимович Мешкова пысăк тав самахĕ калатпăр .
Лагерь кунĕсем вара пирĕн асра нумай ырă самантсем çуратĕç.