Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2015.06.18 Сакăт шкулĕ çумĕнчи лагерьти конкурс

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

 

Июнь уйăхĕн 16-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Сакăт шкулĕ çумĕнчи лагерьте конкурс иртрĕ.

Ачасем ирхи апат хыççăн пурте пĕрле пуçтарăнса тăван тавралăха сăнас-тĕпчес тĕллевпе экскурсире пулчĕç.

Шихирданка, Марака шывĕсем хĕррипе ÿсекен тĕрлĕ ÿсен-тăрана тупса, чăвашла-вырăсла ятне шырарĕç. Вожатăйсем пулăшнипе ку е вăл курăк пирĕн кулленхи пурнăçра мĕнле пĕлтерĕшлĕ пулнине те пĕлме тăрăшрĕç. Паллах, çакна тума кĕçĕн çулхи ачасене аслисем те — воспитательсем пулăшрĕç.

Пĕлмелли-тĕпчемелли, ас туса юлмалли нумай пулчĕ ачасен. Экскурси хыççăн лагере таврăнсан конкурс та иртрĕ. Хăйсем пухнă хирти-çаранти çум курăксенчен чечек çыххисем ăсталарĕç отрядсем. Тăватă букет капăрланса та мăнаçланса ларчĕç  конкурссен тĕпелĕнче. Чи-чи капăр букет "Дары лета" ятлă «Ромашки» отрядăн пулчĕ. Чи пуян букета «Цветик –семицветик»   çĕнсе илчĕ. Ăна «Волна» отряд ăсталанă. Чи интереслĕ букет «Дружба» отряд хатĕрлеме пултарчĕ. Чи кĕçĕннисем вара «Чи тутлă шăршлă» букет ăсталама пултарчĕç.

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика