Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта -
http://batyr.cap.ru/
Кĕçех Çĕнтерỹ кунĕ çитет. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнĕ ятпа 25 пине яхăн вăрçă ветеранĕ Раççей Президенчĕн саламлă çырăвĕсене тата пĕр хут тỹлев илĕç. Кун çинчен вулакансене Раççей Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Роза Алексеевна Кондратьева каласа парать.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе вăрçă ветеранĕсене тỹлевпе тивĕçтерме палăртнă. Республикăра ку ĕçе мĕнле йĕркеленĕ?
Раççей Федерацийĕн Президенчĕн февралĕн 26-мĕшĕнчи 100-мĕш номерлĕ Указĕпе килĕшỹллĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнĕ ятпа ветерансене пĕр хут укçа тỹлевĕ пама йышăннă.
Укçа-тенкĕне банксене куçарса панă ĕнтĕ. Банкра пенси илекенсем тỹлеве кайса илме пултараççĕ. Почтă урлă илекенсем - тỹлеве пенсипе пĕрле илеççĕ. Военкомат, шалти ĕçсен министерстви, прокуратура тата ытти çар пенсионерĕсем тỹлеве хăйсен ведомстви урлă илеççĕ.
Ку тỹлеве камсем илме тивĕç?
Указпа килĕшỹллĕн 7 пин тенкĕ илме Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсемпе инваличĕсем тивĕç - республикăра вĕсем 1,5 пин çын. Çавăн пек виçепех 5,6 пин вăрçăра е кайран вилнĕ вăрçă участникĕсен тăлăх арăмĕсемпе упăшкисем тата "Блокадăри Ленинградра пурăннă çынна" паллăпа наградăланă 50 ветеран илет. Концлагерьсен узникĕсен тỹлев виçи тĕрлĕрен - çул çитмен çамрăк узник пулнисен тỹлев 7 пин тенкĕпе танлашать, çул çитнисен - 3 пин тенкĕпе. Республикăра çул çитмен узник пулнă çын шучĕ 81, çул çитнĕ узник пулнă çын республикăра пĕр çын.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн орденсемпе медальсене тивĕçнĕ çынсем е вăрçă вăхăтĕнче тылра 6 уйăхран кая мар ĕçленисем 3 пин тенкĕ илме тивĕç. Республикăра тыл ĕçченĕсем 16,8 пин çын.
Енчен те çын тыл ĕçченĕ те вăрçă участникĕн тăлăх арăмĕ те пулсан вăл мĕнле тỹлев илме тивĕç?
Ветеранăн икĕ йĕркепе тỹлев илме ирĕк пур пулсан, ăна чи тупăшлă виçепе тỹлеççĕ. Ăна заявленисĕрех Пенси фонтĕнчи докуменсене тĕпе хурса суйласа илеççĕ.
Кунта çакна каласа хăвармалла. Енчен те ветеран тỹлеве илме ирĕк паракан удостоверенине Пенси фондне çитермен пулсан, çитес вăхăтра кайса пама сĕнетпĕр - ăна списока кĕртсе тỹлевпе тивĕçтерĕпĕр. Уйрăмах ку нумаях пулмасть вилнĕ вăрçă участникĕсен арăмсене пырса тивет.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсемпе инваличĕсене Пенси фончĕ мĕнле тỹлевсемпе тивĕçтерет?
Патшалăх Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсемпе инваличĕсен тупăшне ỹстерессине пысăк вырăна хурать. Саккунпа килĕшỹллĕн вĕсем икĕ пенси илеççĕ - страховани тата патшалăх пенсийĕ. Кăçал февральтен страховани пенсийĕсене 11,4 процент тата апрель уйăхĕнчен патшалăх пенсийĕсене 10,3 процент ỹстернĕ хыççăн вĕсен икĕ пенсийĕн вăтам виçи 28,7 пин тенке çитрĕ.
Унсăр пуçне вăрçă ветеранĕсем федераллă çăмăллăх илекенсем шутланаççĕ. Вĕсене тỹлекен уйăхри укçа апрельтен 5,5 процент ỹснĕ хыççăн 3551 тенкпе танлашрĕ, социаллă пулăшăвăн пуххин виçи 930 тенке çитрĕ.
Тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсемпе инваличĕсене 2005-мĕш çултанпа 1 пин тенкĕ хушма тỹлевпе тивĕçтеретпĕр.
Ветерансене Раççей Президенчĕн саламлă çырăвĕсене çитерессине мĕнле йĕркеленĕ? Эпир пĕтĕм Раççейри ветерансем çинчен информаци базин республикăри сегментне актуаллă тытса тăратпăр. Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе саламлă çыру хатĕрлеме информацине кашни çулах Раççей Президенчĕн администрацине ярса паратпăр. Кăçал пирĕн республикăра 25 пине яхăн ветеран уяв ячĕпе салам илĕ. Çырусене хатĕрлесе республикăна илсе килнĕ ĕнтĕ - майăн 2-мĕшĕнчен вĕсене Раççей почти çитерме тытăнать. Кашни саламлă çыру ветеран патне çитмелле. Эпĕ Раççей Пенси фончĕн ячĕпе ветерансене Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе саламлатăп! Вĕсене сывлăх, телей, вăрăм кунçул сунатăп!
Раççей Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн пресс-служби хатĕрленĕ Управление ПФР в Батыревском районе Чувашской Республики-Чувашии