Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2015.04.27 Чăваш чĕлхи кунне уявлани

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

 

 

Чăваш сăмахĕ – пирĕн чăн çăл куçĕ,

Шăнкăртатать вăл ĕмĕр-ĕмĕре.

Унпа кăна поэт хăйне çул уçĕ,

Унпа кăна вăл чĕрĕ тĕнчере.

                                  П. Хусанкай

 

Чăваш халăхне çутта кăларакан И.Я.Яковлев çуралнă куна, ака уйăхĕн 25-мĕшне, Чăваш чĕлхи кунĕ тесе палăртнă. Çавна май кашни çулах çак кун шкулсенче, библиотекăсенче тĕрлĕ мероприяти иртет.

Эпир те Киве Ахпуртри теп шкулта ĕмĕрсем хушши аталанса пынă тăван чĕлхе пуянлăхĕпе тĕплĕнрех паллашас шутпа, «Чăваш тени – чăвашлăхпа илемлĕ» литературăпа музыка композицийĕ йĕркелерĕмĕр.

Тĕрлĕ чăваш сăвви-юрри шăранчĕ сцена çинче. Тăван чĕлхене «хуçмасăр» калаçмалли çинчен те асăрхаттарчĕç вĕренекенсем пĕрне-пĕри, мĕншĕн тесен халăх чĕлхине хисеплени вăл тăван халăха хисеплени пулать.

Уявра Шупашкартан килнĕ «артистсем» те пулчĕç (Елена Иовлева, Евгений Кузнецов, Алексей Московский, Сергей Лекарев тата ыттисем те). Кашни юрăçа, сăвă ăстине курса ларакансем тăвăллăн алă çупса хавхалантарса пычĕç.

«Чăваш халăхĕн, чăваш чĕлхин пуласлăхĕ пур. Вăл – пирĕнте!» - тесе вĕçлерĕç уява ертсе пыракансем.

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика