Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта -
http://batyr.cap.ru/
Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Аслă Çĕнтерĕве халалласа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Чăваш наци конгресĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2015» акци ирттерчĕç.
Пĕтĕм чăваш диктантне çырассин тĕп тĕллевĕ – чĕремĕрсене çÿçентерекен вăрçă тематикисĕр пуçне пурнăç тÿпинчи чăваш чĕлхин пĕлтерĕшĕпе сумне тата малашлăхĕпе кирлĕлĕхне тепĕр хут аса илтересси, тăван чĕлхемĕре малалла упраса аталантарасси.
Кашни çын чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси, чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме майсем туса парасси вара тĕп задачăсенчен пĕри шутланаççĕ.
Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентÿ, социаллă аталану, хыпарлавпа тивĕçтерÿ тата архив ĕçĕн пайĕ сĕнĕвĕпе килĕшÿллĕн районти вĕрентекенсемпе вĕренекенсем те çак пĕлтерĕшлĕ акцирен айккине тăрса юлмарĕç.
Шкулсенчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем ертсе пынипе пурĕ 543-ĕн, вăл шутра чăваш тата вырăс чĕлхипе литературине, акăлчан чĕлхине вĕрентекенсем, библиотека ĕçченĕсем, 8-11-мĕш классенче вĕренекенсем радиопа вуланă текста итлесе диктант çырчĕç, ĕçсене сканерласа Шупашкара ярса пачĕç.
Кашни çын çак акцие хутшăнни вăл чăваш чĕлхи пуласлăхĕшĕн сасăланипе танлашать тесе шутлаççĕ ку пархатарлă ĕçе пуçлакансем.