Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2015.04.20 Никам та манман, нимĕн те манăçман

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

 

 

Чăваш çыравçисем вăрçă çинчен сахал мар хайлав çырнă. Вĕсене вуласан чун-чĕререн пăлханса каятăн, асап, çухату тÿснĕ сăнарсемпе пĕрле хурланатăн, кулянатăн, çав вăхăтрах йĕретĕн те. Çĕр-шыв ирĕкĕшĕн, этем телейĕшĕн пуçне хунă çынсем çинчен, вĕсен юнĕ ахаль ÿкменни, паянхи тăнăç пурнăçшăн халăхăн чаплă çынсене çухатма тивни çинчен калаççĕ пире сăвăсем, калавсем…

Халăхпа пĕрле çыравçăсем те тăшмана хирĕç пĕр çын пек пулса çапăçнă. Вĕсенчен пĕрисем вăрçă хирĕнче выртса юлнă, теприсем килĕсене сусăрланса е аманса таврăннă.

Çакăн пирки калаçрĕç те ĕнтĕ Кивё Ахпуртри 5 класра вĕренекенсем тăван литература урокĕнче «Тискер вăрçă ан пултăр нихăçан!» темăна вĕреннĕ май.

Николай Мартыновăн «Юнлă çырла» хайлавне вуласа тишкерчĕç, хамăр тăрăхри вăрçă ветеранĕсене аса илчĕç.

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика