Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2015.04.07 Усăллă тĕл пулу

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

 

           Пăлапуç-Пашьел шкулĕнче вĕренекенсен пĕр ушкăнĕ Сител ялĕнче пурăнакан Васильева Елена Алексеевна патĕнче пулчĕ.

Елена Алексеевна, 1936 çулта Пăлапуç-Пашьелте çуралнăскер, Аслă вăрçă çулĕсенчи, вăрçă хыççăнхи йывăр та тертлĕ, выçăллă-тутăллă, çухатуллă пурнăç çинчен каласа панине ачасем питĕ тимлĕ итлесе ларчĕç, тĕрлĕ ыйтусем пачĕç.

          Елена Алексеевнăн ашшĕне – Тяров Алексей Семеновича – хамăр Патăрьел районĕнчи Турханта милицире ĕçленĕскере, вăрçа илсе каяççĕ. Унта вăл йывăр аманса вилет.

Амăшĕ– Тярова Лидия Петровна – икĕ ачапа тăрса юлать, вĕсене ура çине тăратас, пурнăçа епле те пулин сыпăнтарса пырас тесе çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçлет, ачисене те çамрăклах ĕç патне явăçтарать.

Еня–Елена Алексеевна- асли пулнă май, пĕчĕккĕллех пур ĕçе те хăй çине илсе, тĕплĕ, пуçаруллă тума вĕренсе пырать. Хăй çинчен вăл çапла каласа пачĕ.

           - Ирхине çутăлнă-çутăлман сурăх-качакасене кĕтĕве леçеттĕм. Хам та чавса тăршшĕ çеç – хамăр кассем мана выльăхĕсене парса яратчĕç. Çак Енян ыйхи те çук пуль тетчĕç. Ыйхи пулнă пуль те, йывăр пурнăç хăваланă. Ирхи апат çикелесен уя çум çумлама чупнă е ытти ĕçе пикеннĕ. Хирте вир, тулă, ясмăк анисене çумлаттăмăр. Ясмăка халь пирĕн тăрăхра акса тумаççĕ. Ясмăк пăрçа хутаççинчен çинçерех хутаçра пулатчĕ. Хутаççинче, тĕпрен илсен, 2-3 лаптак ясмăк пĕрчиччĕ, сайра хутра 4 пĕрчĕлли тĕл пулатчĕ. Алăпа сапса акнипе пур пĕрчи те шăтса тухаймасчĕ, эпир ăна пуçтарса тусанлăскерех шатăртаттарса çиеттĕмĕр, выçă хырăма улталаттăмăр.

Пĕр анана çумласа пĕтерсен теприн çине куçаттăмăр.

Ытти ĕçсене те çапла мăннисемпе тан ĕçлес тесе тăрăшаттăмăр

. Аслисем пире вăрçнинех те астумастăп.

Вăрçă çулĕсенче çĕнтерĕве часрах çывхартас тесе, кайран юхăннă хуçалăха çĕклес тесе тапаланнă эпир. Ĕçленĕшĕн укçа паман - трудодень çыратчĕç, кĕркунне вара ун тăрăх кăштахшар тĕрлĕ тырă паркалатчĕç. Тырă сахал пулнă çул вăл та лекмен, колхоз государствăна памаллине парса таткаланă, ĕçленĕшĕн памалли юлман, çапах халăх шăла çыртнă та чăтнă, пахчари çĕрулми çине шаннă.

Ялта выçăпа вилекенсем те сахал мар пулнă. Пирĕн анне ĕне те, качака та усратчĕ. Вĕсене тăрантарас, хĕл каçарас тесе алăран михĕ яман ĕнтĕ: хăть ăçта кайсан та хул пуççи çинче курăк йăтса килсе аслăк çине пăрахса типĕтнĕ.

Арçын тăвас ĕçе те хĕрарăмсемех тунă, «пĕлместĕп», «йывăр» сăмах пулман. Анне çăпата та хăйех хуçатчĕ (тăватчĕ), траттайкăпа (пĕчĕк урапапа) вăрмантан турат турттараттăмăр, çиеле каснă пушăт, михĕпе серте, вăрман курăкĕ хурса килеттĕмĕр. Вăл çулсенче шăрпăк та илейместĕмĕр, вучахри кăвара сÿнтерес мар тесе купаласа хураттăмăр. Кăварĕ час сÿнмест тесе анне каврăç вутти çунтаратчĕ. Кÿршĕсем пĕр-пĕрин патне кăвар илме те каçнă. Пирĕн пата час-часах Пурис арăм инке «Лича, кăвару пур-и, парса яр-ха» тесе пыратчĕ.

Йывăр пулнă, çапах пуçа усман. Ўсерехпе хĕллесерен чăпта çапма явăçрăм, вирьялтан килнĕ Феня аппа вĕрентрĕ. Ĕçе çурçĕр иртсен пуçлаттăмăр та каçхине улттăччен мунчала тусанĕ çăтаттăмăр. Ĕçленĕшĕн укçа мар, хуппине сÿнĕ çăка йывăççи илсе пÿрт лартрăмăр.

Чăпта çапма 4 метр тăршшĕ, 2 метр сарлакăш мунчала илеттĕмĕр. Вăл пир тĕртнĕ евĕр пулнă, кайран çиелтен çăпата пек курăнатчĕ. Виççĕн пĕр станок патĕнче ĕçлеттĕмĕр. Пĕр чăпта çапма 20-25 минут иртетчĕ, кун каçипе 22-23 штук çапаттăмăр.

           Анне питĕ ĕçчен, тирпейлĕ те перекетлĕччĕ. Хам ача чухне эпĕ вăл çывăрнине те курман, çывăрмасăрах пурăнать пуль теттĕм, ун аллинче яланах ĕçчĕ.

         80 çула çывхаракан Елена Алексеевнăн калаçăвĕнче никама айăпласси те, нăйкăшасси те, пурнăçа ÿпкелешесси те сисĕнмерĕ. Çынсемпе пĕрле эпир те ĕçленĕ, чăтнă тени çеç пулчĕ. Вăл тĕл пулăва ачасене ырă, усăллă ĕçлесе, пĕр-пĕринпе килĕштерсе, вăрçăсăр, мирлĕ пурнăçпа пурăнма пиллесе вĕçлерĕ.

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика