Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2006.04.26 Чăваш чĕлхин кунĕ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

 Йăлана кĕнĕ май, И.Я.Яковлев çуралнă куна, ака уйăхĕн 25-мĕшне, 1992 çултанпа Чăваш чĕлхин кунĕ тесе палăртма йышăннă. Юлашки çулсенче çак патшалăх уявĕ тĕлне библиотекăсенче, шкулсенче, чăваш чĕлхин кунне ирттересси анлан сарăлчĕ. Çак мероприятисен тĕллевĕсем - ачасене халăх традицийĕсене упрама, тăван чĕлхене юратса вĕренме хавхалантарасси, чĕлхе илемĕпе пуянлăхне туйма, пĕлỹлĕхне ỹстерме пулăшасси. Патăрьелĕнчи ача-пăча библиотекинче те чăваш чĕлхин кунне паллă турăмăр. "Çут тĕнчепе пĕр тан тăван чĕлхемĕр" ятлă кĕнеке куравĕ хатĕрлерĕмĕр. "Чăваш чĕлхи - пирĕн тăван чĕлхе" ятлă литература композицийĕ ирттертĕмĕр. Çак уява паллă тума шкул-интернатра вĕренекенсене йыхравларăмăр. Вĕсем хапăл тусах килĕшрĕç. Палăртнă вăхăтра ачасем вулав залне пуçтарăнчĕç. Уявра ачасем чăваш чĕлхине халалласа çырнă сăвăсем вуларĕç. И.Я.Яковлевăн "Ача-пăча калавĕсем" ятлă кĕнеки тăрăх ирттернĕ викторинăна активлă хутшăнчĕç. Уяв пурне те кăмăла кайрĕ.

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика