Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2015.02.24 Тăван чĕлхе кунне халалласа—уçă урок

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

 

     Нарăс уйăхĕн 21-мĕш кунне пĕтĕм тĕнчипех Тăван чĕлхе кунĕ тесе уявлама йышăннă.Ку уява эпир 2000 çултанпах паллă тăватпăр.

     Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче те çак хисеплĕ куна халалласа уçă урок иртрĕ. "Чун туйăмĕ"—çапла ят пачĕç çиччĕмĕшсем урокăн темине. Тинюкова Надежда Климентьевна вĕрентекен ертсе пынипе тĕллевĕсене те хăвăртах тупса палăртрĕç, вĕсене пурнăçлас тесе тĕрлĕ мелсемпе-меслетсемпе, кăтарту хатĕрĕсемпе усă курчĕç.

  . "Чун туйăмĕ" калаври ĕçсем шăпах çиччĕмĕш класра вĕренекен ачасем хушшинче пулса иртеççĕ. Çуралнă куна уявлама пуçтарăннă "туслă" класра пăтăрмахла ĕç сиксе тухать. Çак класри Светланăн чунри вăрттăн туйăмĕсене çырса пыракан ДНЕВНИКĕ пуçтах хĕр ачасен аллине лекет. Кунти ĕç-пуç трагедилле вĕçленесси патнех çывхарса пырать, Светлана больницăна лекет.

    Григорий Луч çыравçăн "Чун туйăмĕ" ятлă хайлавĕ ачасен чунĕсене хускатмаллипех хускатрĕ. Хайлава тĕрĕс ăнланма ачасем патне урока чĕннĕ Тинюкова А.П. психолог та пулăшрĕ. Кулленхи пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнĕ çынна пулăшмалли майсем çинчен каласа ăнлантарчĕ.

Урока килнĕ вĕрентекенсем "паянхи ачасемшĕн питĕ кирлĕ урок" тесе хакларĕç.

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика