Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта -
http://batyr.cap.ru/
2015 çулхи кăрлач уйăхĕн 29-мĕшĕнче Патăрьел тата Шупашкар районĕнчи чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен «Тĕрлĕ халăх культурин çыхăнăвне аталантарассине тĕпе хурса ĕçлесси» темăпа Литература тата Константин Васильевич поэт çулталăкне халалласа республика шайĕнчи семинар иртрĕ.
Семинара Шупашкар районĕнчен 19 вĕрентекен тата Патăрьел районĕнчен 34 педагог хутшăнчĕç.
Хăнасене Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсем, шкул администрацийĕ çăкăр-тăварпа хапăл туса кĕтсе илчĕç.
Аслă Арапуç вăтам шкулĕнчи Елена Сорокина ертсе пыракан «Çăлкуç» фольклор ушкăнĕ чăваш юрри-сăввипе савăнтарчĕ.
Малалла ĕçлĕ семинар шкулти акт залне куçрĕ.
Семинара районти чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсен методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи, Ыхра Çырми вăтам шкулĕнче вăй хуракан Светлана Кулакова уçрĕ.
Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул директорĕ Наталия Борисовна Андреева килнĕ хăнасене хапăл туса семинара ăнăçлă тата усăллă ирттерме сунчĕ. Çавăн пекех çак шкулта чăваш чĕлхи вĕрентекенсен çитĕнĕвĕсене тивĕçлипе хакларĕ, вырăс, чăваш, тутар ачисене чăваш чĕлхи вĕрентес ĕçре тата та пысăк çитĕнÿсем тума сунчĕ.
Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентÿ, социаллă аталану, хыпарлавпа тивĕçтерÿ тата архив ĕçĕн пайĕн информаципе методика центрĕн методисчĕ Елена Перепелкина районти вĕрентÿ системипе пĕтĕмĕшле, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕ.
Районта чăваш чĕлхипе литератури, тăван ен культурине вĕрентес ĕçре 49 учитель тимлет. Вĕсенчен 18-шĕ аслă категориллĕ, ыттисем – пĕрремĕш. Педагогсем мал ĕмĕтлĕ, хăйсен ĕçĕнче паянхи кун вĕрентÿре тивĕçтерекен тĕрлĕ методикăпа технологие пăхăнса ĕçлеççĕ, профессиллĕ конкурссене хутшăнса çĕнтереççĕ. Вĕренекенсене район, республика шайĕнчи олимпиадăсене, ăмăртусене хутшăнтарса хавхалантарса пыраççĕ.
Пирĕн районта тĕрлĕ наци çыннисем пурăннине шута илсе шкулсенче тутар, вырăс ачисене чăваш чĕлхи вĕрентесси пирки те ыйту хускатрĕç семинарта. Пĕтĕм тутар шкулĕнче чăваш чĕлхи вĕрентеççĕ. Вĕренекенсем конкурссене те, олимпиадăсене те чăваш ачисемпе танах хутшăнни савăнтарать. Тутар ачисене чăваш чĕлхи вĕрентес ĕçри ыйтусем пирки Шăнкăртам 1-мĕш вăтам шкулĕнче ĕçлекен Валентина Егорова калаçрĕ. Вăл çултан çул икĕ халăх хушшинчи ачасен туслăхĕ çирĕпленнине, пĕр-пĕрин уявĕсене хапăлласа йышăннине палăртрĕ.
Районта йăлана кĕнĕ мероприятисен йышĕнче писательсемпе поэтсене халалласа сăвă конкурсĕсем, вулавсем иртеççĕ. «Карягина вулавĕсем», «Айхи вулавĕсем», «Сарпи вулавĕсем» конкурссене çулсерен çĕре яхăн вĕренекен хутшăнать. Çакăн çинчен Мария Табакова (Кивĕ Ахпÿрт шкулĕ), Мария Мадюкова (Çĕньял шкулĕ), Нина Павлова (Нăрваш Шăхаль шкулĕ) презентацисем урлă кăтартса паллаштарчĕç.
Семинара Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, «Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацийĕ» общество организацийĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен секцийĕн ертÿçи, «Чăваш наци конгресĕ» регионсем хушшинчи общество организацийĕн вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн пайташĕ Геронтий Лукиянович Никифоров хутшăнни те вĕрентекенсене хумхантаракан ыйтусене çĕклеме хавхалантарчĕ. Семинарта çавăн пекех вĕрентекенсем орфографи правилисем, шкулсенче чăваш чĕлхи сехечĕсем, 9-мĕш класран вĕренсе тухакансене чăваш чĕлхипе экзамен тыттарас, çĕнĕ учебниксем тата ытти ыйтусем тавра калаçрĕç.
Семинара хутшăнакансем умĕнче Шупашкар районĕнчи Юлия Анисимова (Шупашкар хулин А.Николаев ячĕллĕ 10-мĕш вăтам шкул), Евгений Майков ( Кăшавăш вăтам шкулĕ), Альбина Ишова (Тутаркасси вăтам шкулĕ), Ираида Фомина (Тренкасси вăтам шкулĕ) вĕрентекенсем те тухса калаçрĕç, хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç.
Семинар пуриншĕн те усăллă иртрĕ. Çакăн пек тĕл пулусем вĕрентекенсене малалла тата та тĕллевлĕ, пур енлĕ аталанаса ĕçлеме хавхалантараççĕ. Литература тата К.Иванов çулталăкне районти пултаруллă ĕçлекен вĕрентекенсем чăннипех те çак мероприятипе уçрĕç теме сăлтавĕ те пур.
Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентÿ, социаллă аталану, хыпарлавпа тивĕçтерÿ тата архив ĕçĕн пайĕ Патăрьел районĕнчи Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул администрацине, çак шкулти тата районти мĕнпур чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсене республика шайĕнчи мероприятие тивĕçлĕ шайра ирттернĕшĕн тав тăвать, малашнехи ĕçре пысăк çитĕнусем, ырлăх-сывлăх сунать.