Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2015.01.20 Сурхури уявĕ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

 

Сурхури - хĕлле кун таврăннă вăхăтпа çыхăннă, чăвашсен ĕлĕкхи йăлипе иртекен халăх уявĕ. Çак уяв эрне хушши тăсăлнă. Уява ачасем пуçланă. Арçын ачасемпе хĕр ачасем пĕрле пухăнса сурхури юррисем юрласа çỹренĕ. Хуçисем вĕсене йăвачапа, пăрçапа хăналанă, кĕрпе, çу панă. Ачасем хуçисене пăрçапа сапнă, такмакласа юрланă. Килĕрен çỹресе пĕтерсен ачасем кам патне те пулин пуçтарăнса пăтă çинĕ, юмах каланă, кулнă, шỹтленĕ, ташланă, савăннă. Хĕрсемпе каччăсем вара юмăç та янă.

Ачасемпе çамрăксем тата аслă ăрури çынсем хушшинчи çыхăну çирĕп пулнине туйтарас, пĕр-пĕрне кулăшпа тĕртсе-йĕплесе ырă та сăпайлă пулма вĕрентес тесе Кивĕ Ахпỹртри тĕп пĕлỹ паракан шкулти 6 класра вĕренекенсем библиотекăна пуçтарăнчĕç.

Антонина Исааковна Капитонова библиотекарь "Килчĕ, çитрĕ Сурхури!" ятпа йĕркеленĕ кĕнеке куравĕпе паллаштарчĕ, çветкесем çинчен тĕплĕн ăнлантарса пачĕ

Марина Ильинична Табакова учительница сурхури уявне ĕлĕкрех мĕнле ирттерни пирки каласа кăтартрĕ. Вăл вăхăтра пăхнă юмăçсемпе паллаштарчĕ.

Юлашкинчен пурте пĕрле тутлă йăвача çисе сăйланчĕç.

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика