Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2014.08.10 Килле выляма кăмăллаççĕ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://batyr.cap.ru/

 

 

Хĕр пĕрчисем тесен аслисен куçĕ умне тÿрех чип-чипер пуканесем тухса тăраççĕ, мĕншĕн тесен хĕр ачасем, ытларах юратнă пуканийĕсене капăрлатма, тумлантарма кăмăллаççĕ. Пĕчĕк "аннесем" хăйсен "пепкисене" юрла-юрла çывратаççĕ, апат-çимĕç хатĕрлеççĕ... Чăн-чăн спектакль!

Патăрьел районĕнчи Сăкăт ялĕнче Аслă урампа Çерçи кассинче пурăнакан кĕçĕн çулхи хĕр ачасем, акă,  килле выляма кăмăллаççĕ, пĕр-пĕрин патне хăнана çÿреççĕ.   Артистсем те вĕсем: юрра-ташша пит ăста. Касри ватăсене концерт лартса парса савăнтараççĕ. Ваççиван кассинче вара çамрăк спортсменсем нумай, вĕсем велосипедпа ярăнса пĕр-пĕринпе ăмăртма хапăл.

Çуллахи каникул вăхăтне йĕркеленĕ урам отрячĕсене ашшĕ-амăшĕ те пушă вăхăт тупса хаваспах пулăшать. Ача-пăча вăхăта усăллă ирттертĕр, пĕр-пĕринпе хутшăнма, харпăр-хăйне йĕркеллĕ тытма— çын хушшинче çынпа пулма вĕрентĕр тет . Ку питех те паха!

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика